Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕньялта ĕлĕкхиллех улах лараççĕ

08 декабря 2017 г.

Чăн сăмахăн суйи çук. Çĕньялта паянхи кун та ĕлĕкхиллех улах лараççĕ: пĕрле пуçтарăнса çăм арлаççĕ, çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, вĕтĕ шăрçапа пир татăкĕ çине тĕрлĕрен эреш тăваççĕ... Анчах та кукамай-асаннесем евĕр пĕр-пĕр килте мар, юсав хыççăн капăрланса чиперленнĕ ял клубне пуçтарăнаççĕ. Асаннесемпе кукамайсем йĕркеленĕ "Ăстапи" кружока çỹрекенсем паянхи кун кашниех мастер-класс кăтартма та хатĕр. Хăйсен ĕçĕсенче чăн ăста! Вĕсене ертсе тата хавхалантарса пыраканĕ - О. Мадюкова. Ольга Петровнăн ку тĕлĕшпе опычĕ пахучĕпех. Хĕрарăм тухья-хушпу нумай ăсталать. Çывăх вăхăтра вара вăл ĕçтешĕсене хутран карçинкка авма хăнăхтарасшăн. Мĕнрен япăх улах ларни? Малашне çакнашкал кружок-улаха çамрăк кинсене явăçтарсан та аван.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика