Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм -пурнăç чечекĕ

24 ноября 2017 г.

Кашни канмалли кунах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ Тури Тăрмăшĕнчи Маштаковсемпе Мыловсем. Тĕп хулари И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен Таньăпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра пĕрремĕш курсра пĕлỹ пухакан Павел киле килсессĕн çурт тулсах каять. Пĕр-пĕрне каласа памалли кашнийĕшĕнех пур. Тунсăхлаççĕ те.

Хальхи вăхăтра кун каçа киле пĕчченех тăрса юлать ашшĕ. 11 класа çỹрекен Настьăпа улттăмĕшĕнчи Катерина амăшĕпе Турханти вăтам шкула каяççĕ. Елена Николаевна -педагог.

-Йышлă ачаллă "амăшĕ" эпĕ,_-ет шỹтлерех вĕрентекен. -Маларах 12 каччăпа хĕре вун пĕрмĕшĕнчен класс ертỹçи пулса вĕрентсе кăларса янăччĕ. Халĕ те вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăратăп. Питĕ хастарччĕ. Патшалăхăн пĕрлĕх лĕ экзаменĕсене ăнăçлă парсан кашнийĕшнех ыталаса çупăрларăм. Пĕрер хутчен те мар. Пирĕн ĕçĕн кăтартăвĕ-çке. Ку вĕренỹ çулĕнче тăххăрмĕшĕнче 18 ача пĕлỹ пухать. Вĕсен класс ертỹçи.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ. Мăшăрăм вилсессĕн икĕ ачапа юлтăм. Шăпа пỹрни алăк умнех килчĕ пулас. М. Маштаковăн та пурнăçĕ такăннăччĕ. Ăрăва малалла тăсакан çурма тăлăха юлнăччĕ. Халĕ пĕр çемьерисен ашшĕ те, амăшĕ те çумрах.

Ачасемпе çывăх Михаил Брониславович. Ĕçе хăнăхтарассине те ытларах хăй çине илет. Маларах лаша пулнă вĕсен. Кăмпана, çырлана, утта, вутта, милĕке, пулла çемйипех çỹренĕ. Килти выльăхсене те ушкăнпа пăхма килĕштернĕ. Халĕ çỹрен ута тракторпа улăштарнă. Çемье пуçĕ хăй те йышра çитĕннĕ. Сакăр ывăл та пĕр хĕр пулнă ашшĕпе амăшĕн. Ĕçе уйăрса тăрасси çавăнпа та çук вĕсен. Пĕр-пĕринпе туслă.

- Кахал çын нумай ача ỹстерейместех. Акулинăпа пĕрле кирек кам та вăрман кăларма кайма та хатĕрччĕ. Сĕт фляги- сене те вăл пĕрерĕн мар, ик аллипе икшер йăтатчĕ,-теççĕ ялти ватăсем Елена Николаевна пăянамăшĕ пирки.

Харсăрах пулнă çав. Йышлă ачана пĕр харăс тăхăнтартма пĕрер мăшăр чăлха е çăм алса çыхма та мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пулнă. Яшкине, çăкăрне пĕçернĕ. Пỹрт-çуртне хутса ăшăтнă тата ытти те. Никама та усал суннине илтмен унран. Çавăн пек пулма тăрăшать Елена Николаевна та.

Маларах педагог Шăхачри сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ. Унта реструктуризаци пулнă хыççăн Турхана куçнă. Коллектива кăмăллă йышăннăшăн паянхи кун та савăнать.

Аслă категориллĕ специалистăн ĕç стажĕ çителĕклех. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурспа олимпиадăра та палăраççĕ. Тăххăрмĕшĕнчи Д. Еремеевăпа Е. Кокель -отличниксем. Н. Сахаров кăçал вырăс чĕлхипе ачасем хушшинче район шайĕнче оратор ăсталăхĕпе палăрса призерсен шутне кĕчĕ. Ытти çулсенчисене палăртса та пĕтереймĕн.

Ĕçчен те килĕшỹллĕ çемье Елена Николаевнăпа Михаил Брониславович. Вĕсен хỹттинче ачисем телейлĕ çитĕнеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика