17 ноября 2017 г.
Çĕньялти культура çурчĕ тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн чăн-чăн кермен пулса тăчĕ. Тултан çеç мар, шал енчен те хăтлă, кăмăллă, тирпейлĕ. Культура вучахне вутăпа хутса ăшăтмалла пулни кăна хальхи вăхăтра чăрмавлăн туйăнать. Хастар та пултаруллă клуб заведующийĕ М. Мадюкова ертсе пынипе çак ыйту та вĕсемшĕн пач йывăр мар. Акă, çак кунсенче вăтам шкулти волонтерсемпе ял хастарĕсем хĕл каçмалăх вутă касса, çурса, купаласа хунă, ырă ĕçшĕн пурте пĕр çын пекех кар тăнă. Епле ырламăн çамрăксем те ыттисемпе юнашарах çакăн пек хавхаланса ĕçленине!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)