20 октября 2017 г.
Пурнăçра кашниех юрлама-ташлама е сăрăпа ỹкерме, купăспа калама пултараймасть, паллах. Ăна Турă пани кирлĕ. Пĕрисем таланта шута хумаççĕ, теприсем вара ятарлă пĕлỹ илсе ăна малалла аталанма май параççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Çĕньялта пурăнакан Анатолий Степанович Шакин _ Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн илемлĕх ертỹçи.
Мĕн ачаран юрлама юратнă Анатолий Шакин. Çавăнпах ĕнтĕ Турханти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăнах Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи музыка факультетне вĕренме кĕрет.1970 çулта алла специальность илни çинчен диплом илсе Çĕньял тата Нăрваш Шăхаль ялсенчи шкулсенче музыка учителĕнче ĕçлеме пуçлать. Каччă Çĕньялти клубра хăйпе пĕр шухăшлă юлташĕсем пулăшнипе хор йĕркелесе ярать. Çамрăк специалист юрлакансен сассисене тĕрĕс уйăрса 4 саспа юрлама вĕрентет. Хор ушкăнĕ пысăках мар пулин те янравлăхĕпе палăрмаллах уйрăлса тăрать. Çакă хора çỹрекенсене те килĕшет, малалла ĕçлеме хавхалантарать.
1971-1972 çулсенче Анатолий çарта пулать. Унтан таврăнсан хăйĕн ĕмĕтне малалла тăсать, хорпа ĕçлет. Пĕтĕм Раççейĕпе СССР 50 çул тултарнине халалласа ялсенчи художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотрĕ пуçланать. Çакăнта Çĕньял хорĕ те хутшăнса малтан Патăрьелĕнче, кайран Шупашкарта хă-йĕн юррисемпе савăнтарать. Вăл вăхăтра жюри членĕсем, чăвашсен паллă композиторĕ- сем _ Г. Хирбю, Г. Лебедев, А. Михайлов хор ĕçне пысăк хак параççĕ. Хор коллективĕ Атăл тăрăхĕнчи фестиваль-смотрне Горький хулине кайма тивĕç пулать.
_ Çак концерта эпир Чăваш Республикинчен пурĕ 150 çын кайрăмăр. Тăватă хор коллективĕнчен пĕрлештернĕ ушкăн туса виçĕ юрă юрларăмăр. Инструментсемпе Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче вĕренекенсен 40 çынран тăракан вырăс халăхĕн инструменчĕсен оркестрĕ каларĕ. "Ленин ячĕ" юрра Филипп Лукин автор хăй мана дирижерлаттарчĕ. Ку манăн асăмра юлчĕ, халĕ те манмастăп ăна. Ун чухне вара эпĕ хамра асамлă вăй тапса тăнине туйрăм, тата та ытларах ĕçлеме пуçларăм. Концертăн аслă режиссерĕ К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ В. Н. Яковлевчĕ. Вăл та пире мухтарĕ, унпа халĕ те çывăх çыхăну тытса тăратпăр. Çапла вара вăй хунине пула малалла утăмсем пысăкран та пысăкрах пула пуçларĕç. Хор коллективĕпе Мускавра çак смотра пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăнтăмăр. Республикăри культура министерстви тăрăшнипе коллектив ура тупанĕнчен пуçласа пуç тỹпи таранах çĕнĕ костюмлă пулчĕ. Кремльти Съездсен керменĕнче пĕтĕм Раççейре пуçтарăннă коллективсемпе (хорсемпе ташă ушкăнĕсем) пĕр эрне репетици турĕç. Концерт 1973 çулхи мартăн 30-31-мĕшĕсенче иртрĕ. Ун чухне пирĕн костюм чăннипех те питĕ хитре курăнатчĕ. Çакăнтан Патăрьел районĕн хор коллективĕн чапĕ палăрчĕ те ĕнтĕ. 1974 çулта Çĕньял хорĕ халăх хорĕ ята тивĕçрĕ, каярахпа, 1978 çулта, юрăпа ташă ансамблĕн ятне пачĕç. Дирижер-хормейстер, баянист-аккомпониатр штачĕсен çумне балетмейстер штачĕ хутшăнчĕ, ансамбльпе ĕçлеме ансатланчĕ. 1987 çултанпа ансамбль Патăрьелĕнчи культура керменĕнче хăйĕн ĕçне малалла тăсать.
Коллективăн творчествăлла çитĕнĕвĕн историйĕ питĕ анлă. Кун çинчен хаçатсенче çутатсах тăнă-ха, анчах та ман асра халĕ те чи малтанхи юрăçсем. Вăл вăхăтри çынсем, те хам çамрăк пулнипе-ши, хастартарах хутшăнатчĕç, вăхăчĕсене, вăйĕсене шеллемесĕр малалла ăнтăлатчĕç. Вĕсем хăйсен хитре сассипе, костюмĕсемпе куракансене, ялти халăха эстетикăлла воспитани пама тăрăшнă. Кунта тĕрлĕ профессиллĕ çынсем хутшăннă: К. Никитина, Нина,Мария, Эльвира, Александр Антоновсем, П. Квасов, П. Метин, В. Бородкин, О. Семенова, К. Семенова, Л. Петрова, Л. Савельева учительсем, А. Яруков ветфельдшер, колхоз бригадирĕ В. Петров, А. Сердюковпа А.Савельев шоферсем, В. Сулагаев строительсен бригадирĕ, В. Макарова бухгалтер, Л. Митрофанова сутуçă, колхозра ĕçлекен С. Паймуллина. Юрий Антоновпа Юрий Тестов баянистсем пулнă, питĕ тăрăшса ĕçлетчĕç В. Макаровпа В. Путяков культура ĕçченĕсем. Хамăн пултарулăха малалла ỹстерме мана чăвашсен паллă композиторĕсем: Ф. Лукин, Г. Хирбю, А. Орлов-Шуçăм, Г. Лебедев, Т. Фандеев, А. Михайлов, çавăн пекех хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н. Эриванов, И. Аршинов, В. Алексеев, республикăри халăх творчествипе ĕçлекенсем З. Григорьева, А. Григорьев, Н. Иванова, ташă енĕпе Чăваш патшалăх ансамблĕн балетмейстерĕ А. Ангаров, А. Музыкантовсемпе тачă çыхăнусем тытни пулăшрĕ. Çĕньялта чухнех ташă ушкăнне йĕркелесе яраканĕ, ăна тытса пыраканĕ В. Сергеев учитель, баянисчĕ М. Салмин пулчĕç. Вĕсем ташлакансене хавхалантарса репетицисем ирттеретчĕ. В.Путяков, М. Козлов ташăçăсем активлă хутшăнатчĕç. Патăрьелĕнче ансамбль ятне çỹле çĕклеме ташă ушкăнĕпе 6 çул хушши ĕçленĕ Хусанти культура институтĕнче хореографи уйрăмне пĕтернĕ Евгений Гаврилов хореограф та питĕ пулăшрĕ. Вĕсем пĕр вăхăт хушши кунта мăшăрĕпех вăй хучĕç, ансамбле çамрăксене явăçтарчĕç. Шел те, Е. Гаврилов пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ.
Манра, ырă кăмăлтан, паллах, пултаруллă та пысăк талантлă композиторсене, музыкантсене, артистсене ăмсанасси тата вĕсем пек пулма тăрăшасси туйăм яланах хуçаланнă. Çавăнпах пуль ĕнтĕ чунтан тăрăшса ĕçлетĕп те.
47 çул хушшинче эпĕ ертсе пыракан коллективра юрлама-ташлама хутшăннă çынсене чун-чĕререн тав тăватăп. Сывлăхпа, телей, ăнăçу сунатăп! _ тесе аса илет Анатолий Степанович.
Чăнах та, хам та çак ансамбле 30 çул ытла çỹренĕрен, Анатолий Степановичăн ĕçĕн пархатарĕ пысăккине куратăп. Юрлама вĕренти кăна мар, унăн лайăх психолог та, педагог та пулмалла-çке. Кашни çын хăй евĕрлĕ, хăйĕн характерĕ, ăс-тăнĕ. Çаксене шута илсе ĕçлет те вăл. Ăçта кăна пулса курмарăмăр-ши эпир çак хушăра ансамбльпе! Мускавра тăватă хутчен, Суздальте, Смоленскра, Оренбургра, Тольяттинче, Санкт-Петербургра, Чулхулара, Пенза облаçĕнчи тата Пушкăртри чăвашсем патĕнче те. Ахальтен мар ĕнтĕ А. Шакин Чăваш Республикин тата Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, "Чăваш республики умĕнче тунă ĕçсемшĕн" медаль-ордена, "Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятсене тивĕçнĕ.
Çакăн пек пысăк ĕçре пĕччен ĕçлеме май çук ĕнтĕ. Анатолий Степановича пулăшса пыракансем пурах.1978 çултанпа пĕрле ĕçлекен пултаруллă баянист-аккомпониатор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Петр Никитин паллă музыкант та ансамбльшĕн чунне пама хатĕр. Нумай çул ташă ушкăнĕнче А. Калькин, Ю. Езюков, И. Казаков, А. Калькин, Г. Михеев, Е. Николаева, В. Викторова-Арланова, А. Шихранова, И. Крылова ансамблĕн паллă хорисчĕсем М. Рубцова, А. Никитина, Евгенийпа Анатолий Долговсем, В. Ширтанов яланах унпа юнашар.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)