12 сентября 2017 г.
Районăн 90 çулхи юбилейĕнче çĕнĕ объектсем, реконструкциленисем нумай уçăлчĕç. Çĕньялсен савăнăçĕ ыттисенчен икĕ хут та пысăкрах пулчĕ. Эрне пуçламăшĕн- че Г. Айхи ячĕллĕ шкулти спортзал тĕплĕ юсав хыççăн ачасене йышăнчĕ. Авăнăн 7-мĕшĕнче Çĕньялсем çĕнелнĕ культура çуртĕнче ЧР Культура, наци тата архив ĕçĕсен министрне К. Яковлева, район администраци пуçлăхне Р. Селиванова ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Кивелнĕ клуб тахçанах хăтлăхне çухатнăран юсав ыйтатчĕ. Кăçал кунта çу каçипех строительсем ĕçлерĕç: çурт тăррине, маччана, алăксене улăштарчĕç. Ялти хастарсем М. Мадюкова заведующий ертсе пынипе илем кĕртрĕç. Халь ĕçлеме те, канма та кăмăллă. Тахçантанпах йĕркеленнĕ "Илем" халăх фольклор ушкăнне çỹрекенсем те хаваспах куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç.
Культура çуртне тĕплĕн юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. М. Мадюкова, пĕрремĕш клуб заведующийĕсенчен пĕри П. Митрофанов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин ял халăхĕн нуши-тертне ăнланнăнăш республика правительствине тав турĕç.
Район администрацийĕн ертỹçипе Р. Селивановпа ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев Ыхра Çырминче пулчĕç. Кунта культура çурчĕ тума пуçланă. Ăна валли 2017 çулта патшалăх 15 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă, вăл шутран республика бюджетĕнчен _ 14302,2 пин тенкĕ, вырăнти хыснаран _ 752,73 пин тенкĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)