29 августа 2017 г.
Çĕньялта пурăнакансене район юбилейĕ тĕлне парне кĕтет. Р. Ямалетдинов предприниматель ĕçченĕсем кунта халĕ тăрăшсах культура çуртне юсаççĕ. Тăррине çĕнĕрен витнĕ. Маччисене улăштарнă. Чỹречисене пластикран лартнă. Ытлашшисене питĕрнĕ. Тимĕр алăксем вырнаçтарнă. Унччен тăлăххăн курăнса ларакан çурта сăн кĕнĕ.
_ Юсав ĕçĕсене кăçалхи июнь уйăхĕнче пуçларăмăр. Укçа-тенкине "Туризм тата культура аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн уйăрса пачĕç. Сахал та мар вĕт _ пĕр миллион та 917 пин! Çĕньялсене шăпа пỹрни пулчĕ çакă,_ тет калаçăва пуçласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Самарин. _ Вырăнти бюджет укçине те яма пăхнă. Вăл 48 пин тенкĕ.
Строительсен ĕçĕпе район администрацийĕ те, республикăри культура, нацисен тата архив ĕçĕн министрĕ К. Яковлев та кăмăллă.
Иртнĕ хĕл культура çуртне вутăпа хутса ăшăтнă пулин те календарьпе çыхăннă кашни мероприятинех асра юлмалла ирттерме тăрăшнă. Ялти çамрăксем клуб е лавкка хыçĕнче пирус туртса, сăра ĕçсе çỹременни мĕне тăрать. Кашни усĕмрине валли уяв каçĕ ирттерме тăрăшаççĕ.
Çулталăка Чиккен кассисен слетĕнчен пуçланă. Ăна Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Аслăраххисем фольклор ушкăнне çỹреççĕ. Е. Ярукова, Р. Иванова, Р. Захарова, О. Мадюкова, В. Елимов, М. Сулагаева пĕр концертран та юлмаççĕ. Маларах ушкăна В. Антонов ертсе пынă. Халĕ купăсçă Первомайскинченех килсе çỹрет. ỸркенместВ. Верликов.
"Супер мама" конкурс кăмăла каймалла иртнĕ. 9 ача амăшĕ И. Вазюкова çĕнтерỹçĕ пулнă.
Ырă йăла-йĕркене малалла тăсас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлет культура çурчĕн ертỹçи М. Мадюкова. Çар ретне тăракансене чысласа ăсатассине мала хурать. Сумлă-çке. Тепĕр çĕрте кам салтака кайнине, Конституци тивĕçне пурнăçласа таврăннине пĕлмесĕр те юлаççĕ.
Пуçарулăхĕ пурах çав Мария Ильиничнăн. Юсав вăхăтĕнче вак-тĕвек ĕçсене строительсем пурнăçламаççĕ. Вĕсем смета çине те кĕмен. Çамрăксене явăçтарать çакăнта ертỹçĕ. Халĕ те, акă, ял хĕрĕсемпе студентсем фойери стенана, çуртăн урам енне шпаклевка турĕç, якатрĕç, сăрлаççĕ. Çакăнта уйрăмах В. Петрова, В. Фомина, Александрăпа Наташа Елимовăсем, яла хуларан каникула канма килнĕ А. Ларина тата ыттисем те пуçарулăх кăтартаççĕ.
_ Район, республика ертỹçисем пире май кайнăшăн савăнатпăр. Юсав ĕçне пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать. Хамăр та алă усса ларасшăн мар. Сцена çине юрлама-ташлама тухакан артистсен хатĕрленмелли пỹлĕмĕн маччи те çĕрĕшнĕччĕ. Ăна маларахах юсарăмăр. Турхан лесничествин лесничийĕ Н. Янтыков пулăшрĕ. Ăшă системин пăрăхĕсене С. Шакин сварщик вăйĕпе улăштарнăччĕ. Котельнăя сăн кĕртнĕччĕ тата ытти те,_ савăнăçне пытараймасть М. Мадюкова.
Тумлантарсан тунката та хитре теççĕ, тĕрĕсех иккен. Маларах çурта уçса кĕме алăк хăлăпĕ те çукчĕ. Халĕ кăмăллă та илĕртỹллĕ. Çурт йĕри-таврашне те тирпейленĕ. Мăянпа вĕлтĕрен ỹсмест.
А. Астраханцева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)