Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем пурăнаççĕ, малалла аталанаççĕ

22 августа 2017 г.

Районта мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пурăнни чуна савăнтарать. Пĕрисем çĕрпе ĕçлеççĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшĕсем тимĕр туптаса ĕç-хатĕрĕ ăсталаççĕ тата ытти те. Кирлĕ хуралтăсене хăйсен вăйĕпе çĕклекеннисем, патшалăх пулăшăвне илсе усă кураканнисем те пур. Ỹркенмелле çеç мар.

Агропромышленность комплексĕнче фермер ĕçне пуçăнакансен хастарлăхне курса савăнмалăх та пур. Акă Шăнкăртамри Д. Земдиханов выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли цех тăвать. Предприяти хăвачĕ сменăра 15-20 пуç ĕçе кĕртме май памалла.

Г. Тазюкова 30 вăкăр самăртмалли вите çĕклес ĕмĕтлĕ. Никĕсне янă.

Именкасссинчи Шарафутдиновсен тăрăшулăхĕ пирки уйрăммăн палăртас килет. Харсăрсем ял çумĕнчи тислĕк айне путнă, вĕлтĕрен ашкăрнă вырăна иртнĕ çул тирпейлесе 60 пуç ĕне вырнаçмалăх вите хута янă. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта ăна тата çакăн чухлĕ выльăх вырнаçмалăх тăснă. Вырăнĕ кирлех ĕнтĕ. Фермер хуçалăхĕнче паян мăйракаллă шултра выльăх 100 пуçа яхăн. Вĕсенчен 61-шĕ _ сăвăнаканни.

_ Ĕçрен хăрамалла мар, вăл хăй санран хăратăр, тесе вĕрентнĕ пире атте. Вăл, нумай çул колхозра бригадирта ĕçленĕ. Çамрăкрах чухнех хамăр çума куршанак çыпăçтарнă, урасем çине выльăх ури пустарнă эпир. Çакăншăн савăнатăп та. Фермер ĕçне килте пуçăннăччĕ. Халĕ ял вĕçне куçрăмăр. Кунти условисем тивĕçтереççĕ. Хĕл каçма çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Паянхи кун 6 çын валли ĕç пур пирĕн,_ тет Ильсур Шефигуллович.

Анат Чакăри Н. Елисеева фермер та выльăхсен йышне ỹстересшĕн. Çак тĕллевпе витене тăснă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме май пур вĕсен. Техники те çителĕклех. И. Шарафутдинов калашле, Елисеевсен ачисем те çамрăкранах ĕçе хăнăхса ỹсеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л. Кузнецов çавăн пекех Тутар Сăкăтĕнчи ферма çĕклеме пуçăннă Р. Алеев фермер ĕçĕ-хĕлĕпе, "Исток" çĕр ĕç фирминчи 200 пуç выльăх вырнаçмалăх тăвакан объектпа та паллашрĕ.

Мĕн палăртма пулать-ха çакăнтан: район ертỹçисем мал ĕмĕтлĕ çынсене хавхалантарма тăрăшаççех, вĕсене ку енĕпе патшалăх гранчĕсене пани те çакнах çирĕплетет. Ĕç çынна çĕклетех.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика