11 августа 2017 г.
Çветтуй Пантелеймон сиплевçĕ кунĕнче Çăл Атăкри çăлпа юнашар часовня ĕçлеме пикенчĕ. Христос тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халăх йышлă хутшăнчĕ. Мероприятие Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор, Первомайскинчи храм настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, Турхан храмĕн настоятелĕ Петр Забегаев протоиерей, Чăваш епархийĕн кăнтăр округĕнчи ытти священниксем хутшăнчĕç.
Турра ĕненекенсемпе юнашарах район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан тата Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕсем Александр Еремеевпа Юрий Самарин пулчĕç.
Владыка Феодор часовньăна сăвапличчен кĕлĕ ирттерчĕ, пурне те ырă та сăваплă ĕçшĕн тав турĕ, çак ĕçре уйрăмах хастарлăх кăтартнă А. Едривановпа Н. Остроумова Архиерей грамотисемпе чысларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хăйĕн сăмахĕнче православи тĕнне тытса пыракансемшĕн чиркỹсемпе часовньăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ку вăл тĕрлĕ наци халăхне туслă пурăнма май парать, пĕр-пĕрин тĕнне хисеплеме вĕрентет. "Çакнашкал кĕлĕ çурчĕсенче хамăрăн ỹтпе чуна тасатса тата ытларах пархатарлă ĕç тăвар. Пĕрле чухне çитĕнỹ тума та çăмăл", _ терĕ Рудольф Васильевич.
Сăмах май каласан, паян пирĕн районта 13 чиркỹ, 18 мечĕт, пилĕк часовня пур.Çак кунхинех ирхине Феодор Владыка районти чиркỹсенчен пĕринче _ Турханта _ уяв Литургийĕ ирттернĕ.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)