Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ _ чун йăпатмăш

16 июня 2017 г.

Çак сăмахсене Çĕньялти А. Нестерова пирки каланăнах туйăнаççĕ. Пĕр вăхăтра тĕрĕ ĕçĕ манăçа та тухнăччĕ. Халĕ вăл çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илчĕ. Пир çине тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе хĕреслесе мĕнле эреш çеç кăлармаççĕ-ши?

Тĕрĕ тĕрлени кăмăла çĕклет, чуна йăпатать, лăплантарать, хавхалану кỹрет, чăтăмлăха тĕрĕслет, çынсене илĕртет, пурне те тĕлĕнтерет. Çак искусствăн мăнаçлăхĕ пысăк. Алă ĕçĕ чуна тыткăнлать, куçа илĕртет, кил-çурта хăтлăх кỹрет. Унсăр пуçне çак ĕçе чи тỹсĕмлĕ, чăтăмлă çынсем çеç явăçма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен тĕрĕре _ илем, ăсталăх, кăмăл туртăмĕ, тирпейлĕх, çыпăçулăх _ пурте пур. Çак енсем Анна Михайловнан çул иртнĕçемĕн туптанса пыраççĕ. Педагогика стажĕ 38 çул унăн. Вăл Çĕньялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ.

_ А. Нестерова урокĕсенче шăна вĕçни илтĕнетчĕ. Правилăсене пĕлекенсем шакăлтаттарса каласа паратчĕç,_ тет пĕрле чылай çул ĕçленĕ М. Мадюкова.

Классем тулли комплектлă пулнă унчченсенче. Ачасем паралельлĕ классенче вĕреннĕ. Çавах тарăн пĕлỹ пама пултарайнă. Вăл кăларнă выпусксенчен педагог профессине суйласа илнисем те сахал мар. Вĕсенчен вырăс чĕлхипе вĕрентекенсем те пур.

Яланах ачасемпе ĕçленĕ Анна Михайловна. Унăн вĕренекенĕсем йĕркелĕхпе палăрнă. Ахальтен мар педагога "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята панă.

Вячеслав Петрович мăшăрĕпе вĕсем 3 ача пăхса ỹстернĕ, 4 мăнукĕпе савăнаççĕ. Пĕр хĕрĕ амăшĕн çулĕпех кайнă, Шупашкарти шкулта ĕçлет.

Алă ĕçне паянхи кун та пăрахмасть А. Нестерова педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Хĕллехи вăрăм каçсене тĕрĕ тĕрлесе кĕскетет. Вырăн таврашĕсем, телевизор, çĕвĕ машинин, сĕтел çивиттийĕсем, чỹрече, алăк, турăш умĕнчи каррисем пурте тĕрĕллĕ. Стена çумĕнче миçе тĕрĕ тата. Вĕсенче йывăç-курăк та, чĕр-чун та, çын кỹлепипе çурт-йĕр те яр-уççăн курăнаççĕ. Ылтăн кĕркуннене, çуллахи вăрмана, çуркуннехи, хĕллехи илеме асăрхатăнах. Шăналăк евĕр пысăк кавирĕсем те пур. Тĕррисене алă ĕç выставкисене те тăратнă. Унăн проекчĕсем ыттисенчен яланах ытарлăхпа уйрăлса тăраççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика