Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнеççĕ çамрăк артистсем

24 марта 2017 г.

"Чечеклен, илемлен Çĕньял ялĕ кунсерен!" _ çак сăмахсемпе пуçларĕç А. Нестеровапа Я. Вазюков ертсе пыракансем шкулта йĕркеленĕ ачасен пултарулăх фестивальне. Ăна Раççейри Экологи, Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне, район 90 çул çитнине халалланă. Çавна май мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ, шỹт, ташă вĕреннĕ ачасем. Калăн, чăн-чăн артистсем.

Фестивале ял халăхĕ хапăл туса пуçтарăнчĕ. Улттăмĕшсем (ертỹçи М. Мадюкова) авалтан пыракан йăлапа салтака ăсатнине витĕмлĕн кăларчĕç. Пиллĕкмĕшсем (В. Маркизова) "Поварята" ташша (Т. Антонова), кĕçĕннисем "Виçĕ паттăр" сценкăна хатĕрленĕ. Пĕрремĕш- сене (Н. Ершова) ашшĕ-амăшĕ те пулăшнă.

Куракансем "Три танкиста", "Гимн эколога", "Чăваш Ен", "Анне" юрăсене тата ыттисене те кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Ачасен пултарулăхне жюри хак пачĕ. Тỹресен йышĕнче пулнă ялти шкулта нумай çул ĕçленĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ятсене тивĕçнĕ В. Антонов мероприяти пĕлтерĕшĕ пирки тухса каларĕ.

А. АНТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика