17 марта 2017 г.
Çĕньялта пурăнакан А. Езюков хуçалăхĕн кил-картишне кĕрсенех кунта чăн-чăн ĕçчен çынсем пурăнаççĕ тесе пĕтĕмлетỹ тума пулать: çирĕп хуралтă, пĕлсе те виçсе лартнă çурт...
Йышлă ачаллă çемьере Алексей Михайлович чи асли пулнă. Ун хыççăн тата виçĕ шăллĕпе йăмăкĕ пур. Ашшĕ _ Михаил Федорович _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен хăрах куçсăр таврăннă, ытти суранĕсем те канăç паман. Аслă ывăлĕ çине пурнăç нуши ачаранах тиеннĕ. Аслисемпе пĕрле колхоз хирĕнче ĕçленĕ, электрик, комбайнер пулăшуçи пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн, 1962-1964 çулсенче, Казахстана çити тракториста вĕренме кайнă. 1966-1969 çулсенче вăл çарта тăрать, Германинче салтак тивĕçне пурнăçлать. Водитель пулнă май нимĕçсен чылай хулине çитсе курнă: Мердебурга, Лейпцига, Карл-Маркс-Штата, Магдебурга, Дрездена...
Тăван тăрăха таврăнсан тỹрех колхозра водительте тăрăшать, хуçалăх ертỹçине турттарма, пуçăнать. 1974 çулта ăна ГАЗ-53 автомашина параççĕ. Вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех аллинчен руль яман. Пенсие тухсан та çур аки вăхăтĕнче, тыр-пул пухса кĕртнĕ чухне хирте тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ 45 çултан та иртнĕ.
_ Колхоз ертỹçисем 7 тан улшăнчĕç, пĕри те ман ĕçпе кăмăлсăр пулман. Илья Владимирович Нягин ирхине 5 сехетре правленине çитетчĕ. Эпир, водительсем, 6 сехетрен кая юлмасăр путевка илсе рейса тухса каяттăмăр. Удобрени турттарнă чухне Канаша 2-3 хутлаттăмăр. Йĕпреçе пахалăхлă тырă леçнĕ чухне те çаплах пулнă. Ялта çĕнĕ шкул тума пуçăнсан, ăна колхоз хăй вăйĕпе хăпартнă, ирхине 3-4 сехетрех строительство материалĕсем илме каяттăмăр, _ тесе каласа парать Алексей Михайлович.
1970 çулта А. Езюков ялти чипер хĕрпе, Галина Федоровнăпа çемье çавăрнă. Вĕсен умлă-хыçлă пилĕк ывăл _ пилĕк пăхаттир çуралнă. Вăй çитерсе ашшĕ- амăшĕнчен уйрăлса тухса çĕнĕ касра çурт хăпартаççĕ, хуралтă çавăраççĕ. Пăрчăкан пек мăшăрĕ те кил-çурта хăтлăх кĕртес тесе ырми-канми тăрăшать: пỹртре йĕри-тавра тĕрĕсем, кашни япала хăй вырăнĕнче.
Ĕçне кура _ хисепĕ. 1982 çулта А. Езюков "11-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" ята тивĕçнĕ. Икĕ хутчен (1976, 1987 ç.ç.) ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн СССРти ВДНХан пăхăр медалĕ- пе наградăлаççĕ. Хисеп грамотисемпе тав хучĕсене, премисене пĕрре мар илнĕ. "Районти чи лайăх водитель" те пулнă.
Халĕ Алексей Михайловичпа Галина Федоровна тивĕçлĕ канура. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Сăмах май, Г. Езюкова ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче 35 çул санитаркăра тăрăшнă. Ял çыннисем ăна ырă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Пĕрле вăй хуракансемпе те сив сăмахпа калаçман, пĕр чĕлхе тупса вăй хунă.
Ашшĕпе амăшĕн ĕçченлĕхĕ ачисене те куçнă. Пурте ỹссе çитĕнсе мăшăрланнă, икшер ача çитĕнтереççĕ. Вунă мăнук Езюковсене асатте-асанне тесе чĕнет. Асли, Юрий, Саратоври юристсен шкулĕнчен вĕренсе тухса Шупашкарти наукăпа техника центрĕнче аслă специалист пулса ĕçлет. Вĕсен хĕрĕ Лена та ашшĕ çулĕпе каясшăн, вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерсе юриста вĕренет. Коля та Шупашкарта тĕпленнĕ. Владик ывăлĕ Череповецри çар училищинче ăс пухать. Сергей çемйипе Воркута хулинче пурăнать, полици тытăмĕнче вăй хурать. Миша Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, менеджер. Алексей ялта тымар янă. Кукашшĕ никĕсне çирĕплетрĕ _ капмар çурт çĕкленчĕ ялта.
_ Малтанласа хĕр çуккишĕн пăшăрханаттăм, анчах пирĕн ывăлсем тепĕр хĕртен те ирттереççĕ, _ сăмах çăмхине сỹтет кил хуçи арăмĕ Галина Федоровна. _ Урай та, чашăк-кашăк та çунă. Кирлĕ пулсан ĕне те сăваççĕ, апат та пĕçереççĕ, япала çунă чухне те айккинче пăхса тăмаççĕ. Пĕчĕк- ренех ĕçе тиркемелле мар тесе хăнăхтарнă. Халĕ мана пилĕк кин анне тесе кăна тăрать. Хамăр хĕрсене юратнă пекех юрататпăр вĕсене. Мухтав Турра, ывăлсем лайăх мăшăрсем тĕлне пулчĕç.
Çемьере килĕшỹпе ăш-пиллĕх хуçаланни _ çакă чи кирли. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе, ачаран ĕçе юратма вĕрентнипе, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланма пĕлнипе палăрса тăрать Çĕньялти Езюковсен çемйи.
М. МАДЮКОВА. Çĕньял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)