10 февраля 2017 г.
Театр _ этем чунне тасатса кăларакан, çĕнĕ ĕмĕт-шухăш, хавхалану паракан асамлă вырăн.
Спектакльсенче тĕрлĕ роле выляма ансат-ши? Çăмăл ĕç мар. Артистсем сцена çинче пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Пурнăçа витĕм- лĕ калăплама, сăнарлама пултарни куракана тыткăнлать. Вылякансем пĕтĕм вăй-халне халăхшăн параççĕ.
Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Григорьев. Вăл вĕренсе пĕтернĕренпех çамрăксен театрĕн сцени çинче. Мĕн чухлĕ сăнар калăпламан-ши çак хушăра? Вĕсене кураканăн чĕрине çитерме артистăн нумай ăсталăх кирлĕ. Унăн кашни геройăн пурнăçĕпе пурăнмалла, роле хăйĕн чĕри витĕр кăлармалла. Владимир Григорьев ăнăçлă, ăста вылять. Паян вăл _ артист, режиссер, преподаватель, методист. Театрсăр пуçне В. Григорьев халăх пултарулăх çуртĕнче, культура институтĕнче те ĕçлет. Фестивальсем йĕркелет. Регионсем хушшинче В. Кузь- мина ячĕллĕ "Илемлĕ сăмах" конкурса ертсе пырать.
Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче В. Григорьев режиссер пултарулăх каçне ирттерчĕ. Ăна саламлама артистсем, режиссерсем, çыравçăсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, ентешĕ- сем пуçтарăнчĕç. Республикăри "Чĕрĕ сăмах" конкурсра I степеньлĕ диплом илме тивĕçнĕ Анат Тăрмăш шкул ачисем патне те йыхрав çитрĕ. Владимир Григорьева "Нарспи" поэмăри сыпăка вылякан ачасем чĕрине тыткăнланă иккен. Пĕчĕк "артистсем" тăрăшнипе поэмăри сăнарсем тепĕр хут чĕрĕлсе тăчĕç, куракансене те тыткăнларĕç. Владимир Николаевич ачасем çинчен куçне илмерĕ. Аса илỹ авăрне лекрĕ вăл, хăй Сетнер рольне вылянă самант куçĕ умне тухрĕ-тăр.
Театр халăхĕ пултарулăх ушкăнне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Çак каç ачасемшĕн чăнахах та асамлă пулчĕ. Вĕсем чăваш халăх артисчĕсемпе курса калаçрĕç, аслисем вылякан сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Ачасен чĕрисене артист пулас ĕмĕчĕсем тата çирĕпрех те тарăнрах кĕрсе вырнаçрĕç. Хамăр ентеш, Чăваш халăх артисчĕ Иван Путяков вĕсене малалла ăнтăлма, пур ĕçе те юратса та тăрăшса тума кирлине каларĕ.
В. НИКИТИНА, В. ЕРЕМЕЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)