24 января 2017 г.
2017 çул та пуçланчĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев республикăра Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакна Çĕньялта пурăнакансем те хапăлласа йышăнчĕç, çак кунсенче чаплă лару-тăрура Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне уçрĕç. Хальхинче кунта интереслĕ тĕл-пулу йĕркеленĕ - пĕр урамра выляса-кулса ỹснĕ тус-тантăш пĕрле пуçтарăнчĕ.
Чи малтанах "Ачалăхăм сăпки - Чиккен касси" поэмăна пахаларĕç. Унăн авторĕ - М. Мадюкова. Хайлавра вăл хăй çуралса ỹснĕ урамри çынсене, хăйпе пĕрле çарран чупнă юлташĕсене пурне те ятран асăнса тухнă. Ачалăх вăхăчĕ интереслĕ те асра юлмалăх пулнине палăртнă. Мĕн кăна пулса иртмен, мĕнле кăна самантсем пулман пуль? Мăнкун уявĕн асамлăхĕ те, колхоз хирне пăрçана кайни те, кỹршĕ пахчана пан улми вăрлама кĕни те, асаннесенчен вăрттăн пахчари хăвелçаврăнăш пуçне хуçни те, "килле" выляни те, шывра чăмпăлтатни те - пурте асра. Çаксем çинчен ăшшăн аса илсе каласа пачĕç пухăннисем. Çавăн пекех кашниех хăйĕн пурнăçĕнчи кăсăк самантсене аса илчĕ, ашшĕн е амăшĕн юратнă юррисене шăрантарчĕ, чылайăшĕн çывăх çыннисем çак çĕр çинче çукран куççулĕ тухрĕ.
Пухăннă ял-йыша Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Самарин ăшшăн саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче ял ватăлса пынине те палăртрĕ пуçлăх. Пĕр 20 çул каялла кăна кашни урамра ача-пăча йышлă чупатчĕ, килтен иккĕн-виççĕн е нумайрах та шкулалла утнă. Çав вăхăтрах вĕсем туслă та, ĕçчен те çитĕннĕ, кашниех хăй вырăнне тупнă. Аттесемпе аннесем ырми-канми ĕçре тар тăкнă, 5-7 ачине ура çине тăратнă. Паянхи ăру çыннисен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.
Тĕл пулура хăйсен ачалăхĕ пирки нумайăшĕ ăшшăн аса илчĕç.
Луиза Ильинична Семенова (Митрофанова):
"Пирĕн çемьере тăхăр хĕр ỹснĕ. Хамăр нумайăн пулнă пулсан та пирĕн анне нихăçан та килнĕ çынна апат çитермесĕр кăларса яман. Касра чи малтан эпир телевизор илнĕччĕ, кассипех ăна курма пирĕн пата пухăнатчĕç. Пĕр урай çынччĕ килте, ун чухне шăпах "Семнадцать мгновений весны" кинофильм пыратчĕ. Халĕ те эпир питĕ туслă пурăнатпăр аппа-йăмăкпа та, кỹршĕ-аршăпа та. Тавах аттепе аннене пире çавăн пек воспитани панăшăн".
Альбина Ивановна Беляева (Нестерова) тата Феликс Иванович Нестеров:
"Эпир кỹршĕрен тухма та пĕлмен: паян пĕрин патĕнче, ыран тепĕр çĕрте. Пурте пĕр килти пек пурăннă. Пурнăç çавăн пек çаврăнса тухрĕ - пирĕн атте урăх çемье çавăрчĕ те Чĕмпĕр облаçне тухса кайрĕ. Эпир - 6 ача _ унсăрах ỹсрĕмĕр. Тайма пуç аннене - вăл пире çын тăвассишĕн нумай нушаланчĕ. Атте вара сайра-хутра килсен ялан "Хурлăхан" юрра юрлатчĕ..." ( Залĕпех çак юрра шăрантарнă чух пурте куççулленчĕç).
Антонина Ивановна Захарова (халĕ вăл Хадарова, Алманчă ялĕнченех ывăлĕпе тата кинĕпе килнĕ):
"Атте шофер пулнă, анне вара хĕлĕпех лаша кỹлетчĕ, фермăна армантан çăнăх-посыпка турттаратчĕ. Шăнса килетчĕ ĕнтĕ. Кăмакаран вĕри яшка кăларсан пỹртре техĕмлĕ шăршă сарăлатчĕ - эпир сĕтел йĕри-тавра улттăн ларатпăр, ултă кашăк шăкăртатачĕ вара..."
Уявра амăшне халалласа "Пĕррехинче, çурхи лăпкă каç" юрра кинĕпе иккĕшĕ шăрантарчĕç. Вĕсемпе пĕрле залра ларакансем те чăтаймарĕç, пуриншĕн те чуна çывăх юрă-çке-ха.
Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнĕ уява хутшăнчĕ, "Тавах сире, атте-анне!", "Лар, аннеçĕм, юнашар", "Çичĕ чỹрече" тата ыттисене те чуна пырса тивмелле янăратрĕ.
Мария Ильинична Мадюкова мероприятие хăй çырнă поэмăри йĕркесемпе вĕçлерĕ, ял малалла аталанасса шаннине палăртрĕ.
"... Халь пушă пирĕн урамра,
Унта чупмасть ача-пăча,
Кунта ỹсмест лаштра йăмра,
Тек илĕртмест те укăлча.
Кил сиктерсе пушă çуртсем
Лараççĕ тунсăхлăн пăхса,
Хуралтăсем-ишĕлчĕксем
Сывлаççĕ тейĕн ахлатса...
Халь ешермест кунта çерем,
Инçе вĕçмест лапта туппи.
Пăчăртанса хĕсет чĕрем
- Йăлт сỹннĕ тейĕн хăй çути...
Анчах малашлăх илĕртет
- Каллех ешерĕç йăмрасем,
Чỹречери кĕтрет çути
Çуратĕ шанчăк _ ĕненсем..."
М. ИЛЬИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)