22 ноября 2016 г.
2016 çула Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май Çĕньял шкулĕнче тĕрлĕ класс сехечĕ, курав, калаçу йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче ачасене ĕлĕк-авал асаттесемпе асаннесем çĕр ĕçĕнче мĕнлерех ĕç хатĕрĕсемпе усă курнине кăтартас тĕллевпе Шупашкарти трактор историйĕн музейне илсе кайма шут тытрĕç. Çул çỹреве 2, 3 тата 6 классенче вĕренекенсемпе класс ертỹçисем тухрĕç.
Çỹлерех асăннă музей _ Раççейри пĕртен-пĕр наукăпа вĕрентỹ музейĕ шутланать. Çакăн евĕрлĕ трактор музейĕсем таврара тек çук. Унта çак пайсем ĕçлеççĕ: "Суха пуçĕнчен пуçласа хăйсем тĕллĕн чупакан техника таран", "Парсемпе ĕçлекен машинăран пуçласа пысăк дизельсен историйĕ", "Хамăр тата ют çĕршывра аталанса пыракан тракторсен историйĕ", "Вăрманта, ял хуçалăхĕнче, промышленноçра ĕçлекен тракторсем", "Пулас трактор".
Музей коллекцийĕнче 500е яхăн техника. Кунта хамăрăннисемсĕр пуçне ют çĕршывран килнĕ тракторсем те нумай. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă куравра хурçă ут историне музей директорĕ А. Сергеев анлăн каласа кăтартрĕ. Ачасем кăсăклă ыйтусем нумай пачĕç. Трактор-роботпа ĕçлесе пăхрĕç. Техникăна халалланă тĕрлĕ видеоклип курса савăнчĕç. Уйрăм пỹлĕмре вырнаçнă пысăк тракторсен кабинине лексен ачасем чунтан савăнчĕç. Тавракурăмĕ те аталанчĕ вĕсен. Куравран тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
А. АНТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)