22 ноября 2016 г.
Çуллахи ăшă каç Çĕньялта пурăнакан В. хăйĕн юлташĕпе шỹтлес тенĕ. Çакскер ỹркенмесĕрех шурă простыньпе чĕркеннĕ те М. тусĕ патне килне кĕнĕ. Кĕтмен хăнана курсан лешĕн сехри аванах хăпнă ĕнтĕ. Тепĕр кунне вара М. ирпе-ирех В. патне çитнĕ. Иккĕшĕ пĕр сăмах тупайманран хирĕçсех кайнă, пĕр- пĕрне çупкă-тапкă çитерме тытăннă. М. нумай шухăшласа тăман, аллине турчăка ярса тытнă та юлташ тесе тăнă çынна унпа сывлăхне сиенлетмеллех çапнă. Юрать-ха, ытлашши хытах лекмен.
Çапăçу вĕçне-хĕрне тупма полици ĕçченĕсем пулăшнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи А. Карама аслă следователь пĕлтернĕ тăрăх, В.-на РФ Уголовлă Кодексĕн 115-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе килĕшỹллĕн явап тыттарнă.
Вăйăран вăкăр тухать тесе ахальтен каламаççĕ çав...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)