15 ноября 2016 г.
Раççейре тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, пĕрлех канаççĕ те савăнаççĕ. Çакнашкал хутшăнусем ытларах та ытларах пулччăр тесе Чăваш Республикин Наци библиотекинче регионсем хушшинчи "Халăхсен пĕрлĕхĕ _ культура урлă" форум йĕркеленĕ.
Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи, пултарулăхĕ, йăли-йĕрки. Ют чĕлхепе çырнă хайлава вулас, ытти патшалăхсенче ỹкернĕ кинокартинăсене пăхса савăнас, культурипе паллашас тесен малтан унăн чĕлхине вĕренмелле. Писатель-поэтсем, куçаруçăсем тĕрлĕ призведение хăйсен чĕлхи çине куçарни çынсене пĕр-пĕрин пурнăçĕ- пе паллашса хутшăнма, вĕсен йăли-йĕркине тĕплĕнрех пĕлме пулăшать.
Форума хутшăннă делегатсем те çав шухăшпах тĕп хуламăра _ Шупашкара _ пуçтарăннă. Вĕсен хушшинче Хусан, Мускав, Уфа, Саранск хулисенчен килнĕ писательсем, поэтсем, журналистсем пур. Чăваш Енре пурăнакансене ытти халăх культурипе, вĕсен хайлавĕ- семпе паллаштараканнисенчен иккĕшĕ пирĕн ентешсем _ Геннадий Айхипе Ева Лисина _ пулнине шута хурса форума хутшăннă хăнасем Юхмапа Пăла тăрăхне килсе курма шут тытнă. Çĕньялти Г. Айхи ячĕпе хисепленекен шкулта вĕсене чăваш наци тумне тăхăннă вĕренекенсем юрă-сăвăпа кĕтсе илчĕç. Хисеплĕ хăнасем паллă писатель, поэт, куçаруçă музейĕпе паллашрĕç. Музей ертỹçи М. Мадюкова экспонатсене кăтартса пынă май вĕсен историйĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, Г. Айхин кунта кăна сыхланса юлнă хăш-пĕр сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕ. "Тĕлĕнмелле музей, _ терĕ Мускавран килсе çитнĕ поэт-куçаруçă, литературовед Виктор Куллэ. _ Г. Айхи çуралса ỹснĕ вырăна килсе курнăшăн питĕ хавас. Эпĕ унăн призведенийĕ- сене вуласа куçарма вĕреннĕ, поэтăн хăйнеевĕрлĕхĕ маншăн яланах тĕлĕнтермĕш вырăнĕн- че пулнă. Халĕ, кунта килсе курнă, Г. Айхин ентешĕсемпе паллашнă хыççăн манăн тата та тăрăшарах ĕçлес килет".
Хăнасем пушă алăпа та килмен. Вĕсем Çĕньял шкулĕн музейне çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатрĕç _ кĕнекесем парнелерĕç.
Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)