18 октября 2016 г.
Ỹп-пĕве сывă та тĕреклĕ çитĕнтерес тесен тĕрĕс апатланмалла, çителĕклĕ çывăрмалла, физкультурăпа туслă пулмалла. Çакна тĕпе хума тăрăшаççĕ Çĕньялти тĕп шкулта вĕренекенсем. "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса вĕсем буклетсемпе асра тытмалли пĕлĕве пуянлатмалли хутсем хатĕрлерĕç. Вĕсенче шăпах "Спортри пурнăç йĕрки", "Сывлăхшăн", "Наркотиксене хирĕçле!", "Эпĕ _ сывă пурнăç йĕркишĕн", "Пурнăç илемлĕ, ан теветкеллен" темăпа çыхăннă ыйтусен хуравĕсене кĕртнĕ. Волонтерсем куллен усă курмалли сĕнỹсене ял халăхне валеçрĕç.
Пурнăç кашнийĕн пĕр хутчен килет. Çавăнпа та ăна тĕрĕс те туллин пурăнма тăрăшмалла. Акци пуçаруçисем кĕçĕннисем те, çитĕ- некенсем те, аслисем те ăна вырăна хурасса шанаççĕ. М. ИЛЬИНА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)