Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăрусен çыхăнăвĕ çирĕпленет

05 июля 2016 г.

"Тăван тăварпа пиçет", "Тăван тăвалла туртать" ... _ Авалтан пыракан ваттисен сăмахĕсене малалла та тăсма пулать. Тăванлăх туйăмĕ- сене çирĕплетсе пымалла çеç. Кăна тума вара çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çынсене шăпа тĕрлĕ çĕрелле салатать те аякра тĕпленнĕ вырăнтан пит часах тухса çỹреме те хĕн пулĕ. Вăхăт шелсĕр - хăвăрт шăвать. Ваттисем уйрăлса каяççĕ, ачасем çуралаççĕ...

Пĕлесчĕ тĕплĕнрех аслисем çинчен, паллашасчĕ паян пурăнакан йăхташăмăрсемпе çывăхрах, пурăнасчĕ малашне хутшăнса пĕр тымартан ĕрченĕ тус-тă- ванăмăрсемпе _ çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç Турхан ял поселенийĕн Кивçурт уçланкинче çак ялти Матюк Ахваниç йăх-тымарĕсем.

Йăх-тымар йывăçĕн схеми çинче пĕр юнран - Матюк Ахваниç юнĕнчен ĕрченисем пурĕ 160 ят.

Матюк Ахваниç _ Мадюков Афанасий Савельевич вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Ĕçчен çемье пуçĕ, ылтăн алăллă маçтăр 92 çула çитсен те тухса лаша кỹлнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе, Ольга Тарасовнăпа 1 ывăлпа 6 хĕр çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕ Иван, 1910 çулта çуралнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен авланма ĕлкĕрнĕ пулнă. Пĕртен-пĕр хĕрĕпе юратнă арăмне хăварса вăрçа тухса кайнă, 1944 çулта Витебск патĕнчи хаяр çапăçура пуçне хунă.

Афанасий Савельевичăн ултă хĕрĕ çемьеленсе тĕрлĕ çĕре саланнă. Халĕ ĕнтĕ çĕршывăн пур кĕте- сĕнче те унăн тăхăмĕсем пурăнаççĕ, пархатарлă ĕç тăваççĕ, ача-пăча ỹстереççĕ...

Йăх-тымарăн 1-мĕш слечĕ 200 ытла çынна пĕр çĕре пуçтарчĕ.

Пурăнакансенчен чи асли - 61 çулхи Ольга Аверкиевна Кутузова, чи кĕçĕнни _ Дарина Николаевна Зубова _ çулталăка та çитмен-ха.

Тĕл пулу питĕ хумхануллă иртрĕ. Халь пурăнакан аслă ăру çыннисем хĕрлĕ шарф çыхнă, вĕсен ачисем - кăвак, мăнукĕсен - шурă. Тăваттăмĕш сыпăкри София Осипова, вăл тăватă çулта - ăна сарă тĕслине çыхтарнă _ Раççей ялавĕпе Чăваш Республикин ялавĕ- сен тĕсĕсем.

Акă, Раиса Васильевна Егорова пирки ырă сăмах калас килет (шел, çулталăк каялла вăл пиртен уйрăлса кайрĕ). Ĕç биографийĕ колхоз производствинче пуçланнă, каярах 20 çул ытла Турханти психоневрологи интернатĕнче санитарка пулса ĕçленĕ, грамотăсемпе тав хучĕсем вăл хăй ĕçĕнче тăрăшуллă пулнине çирĕплетеççĕ. Мăшăрĕпе _ Василий Константиновичпа _ 2 ывăлпа 4 хĕр çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Халĕ вĕсен 13 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук.

Зоя Ивановна Осипова ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ, ашшĕсĕрех çитĕнсе çын пулнă, мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹсернĕ.

Агреппина Афанасьевна Шурякова - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Вĕсем, Турхан ялĕнчен кайнă 3 хĕр, вышка çинче хурал тăнă. Пуç çийĕн самолетсем вĕçнĕ: хамăрăн та, нимĕçсен те. Хăрушă пулнă, паллах. Вăрçă хыççăн А. Шурякова Первомайскинчи АТСра телефонистка пулса ĕçленĕ, пулас мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă, 6 ача çуратса ỹстернĕ.

Ольга Аверкиевна Кутузован ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ, паян та вăй хурать. 20 çул ытла вăл Турхан ял совечĕн специалисчĕ пулса ĕçленĕ. 5 ача амăшĕ, 9 мăнук асламăшĕ-кукамăшĕ.

Александра Аверкиевна Ершован та ĕç стажĕ 40 çул, вĕсенчен 34 çулне вăл Турханти психоневрологи интернатĕнче ĕçленĕ.

Ирина Михайловна Ильина Первомайски ял советĕн- че секретарь пулнă, Каншелĕнчи клуб заведующийĕн- че тăрăшнă, 5 ачана кун çути панă. Ĕç кĕнекинче - 40 çул стаж. 10 мăнук асанне-кукамай тесе чĕнет.

_ Алевтина Михайловнăпа Валентина Михайловна Никитинасем (вĕсем пĕр тăвансене - пиччĕшĕпе шăллĕне качча кайнă) - шкул пĕтерсенех Тольятти хулинчи автозавода кайса ĕçе вырнаçнă та 30-шар çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă. Алевтина Михайловнăн хĕрĕ Ирина - Тольятти хулинчи гандбол командинчен Раççей пĕрлештернĕ командине çитнĕ, тĕнче чемпионачĕн çĕнтерỹçи.

Надежда Аверкиевна Шурякова (Гизбрехт) - 25 çул ытла Германире пурăнать, унăн хăйĕн бизнес. Николай Аверкиевич Шуряков - строитель тата вăрманçă, Алексей Михайлович Ермилов - водитель, халĕ _ Каншелĕнчи клуб заведующийĕ, Илья Алексеевич Мадюков - водитель, Мадюков Иван Федорович - автобус водителĕ...

Пурин те вĕсен ĕç стажĕ 30 - 40 çул, кашниех ашшĕ çурчĕн никĕсне çĕнетнĕ, ывăл-хĕр çуратса ỹстернĕ, йывăç лартнă...

Такам çинчен те нумай калама пулать ку йăхри çынсем пирки. Тĕрлĕ професси çыннисем вĕсем, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, анчах пурне те çыхăнтараканни те пур вĕсенче: кашниех юрра-ташша маçтăр, чылайăшĕ купăс калама пĕлет, шỹтлеме ăста. Çак енсем вĕсем патне Матюк Ахваниç юнĕнченех куçнă пулмалла - ваттисем ун пирки ас тăваççĕ.

М. МАДЮКОВА. Çĕньял.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика