Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмасть Айхи сăвви кашни йĕрки ахах пĕрчи

25 февраля 2016 г.

ÇАК кунсенче чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи пиртен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитрĕ. Тăван Çĕньял масарĕнче канлĕх тупнă поэтăмăр паян пирĕнпе юнашар çук пулин те, унăн сăввисем вилĕмсĕр, вĕсем паян та ĕлĕкхиллех тĕнчери 58 чĕлхепе янăраççĕ! Кашни йĕрки ахах пĕрчине аса илтерекен пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене ентешĕсем чăвашла шăрантарни вара чи пахи тесе шутлатăп. Хисеплĕ поэтăмăра асра тытса тата асăнса çулсеренех вулавăшсенче куравсем йĕркелеççĕ, шкулсенче сăвă калакансен конкурсне ирттереççĕ тата ытти те. Кашни çулах вĕренекенсемпе Айхи вулавĕсене йĕркелесси те йăлана кĕрсе пырать темелле. Конкурс кăçал та кăсăклă иртнĕ, поэзи каçне районти вунпилĕк шкултан çĕр ытла ача хутшăннă. Кашнийĕнчех конкурсра поэтăн йăмăкĕ Ева Лисина та пулнă. Сăмах май каласан, ентеш-поэтăмăр пултарулăхĕпе çыхăннă вулава çитес çул республика шайĕнчех йĕркелесшĕн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика