13 февраля 2016 г.
"Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе",_ тенĕ авалах ваттисем. Хальхинче сăмахăм кайăк пекех юрлакан, халăха ырă ĕçпе савăнтаракан çын çинчен _ районти централизациленĕ клуб системинче вăй хуракан Юрий Езюков (ỹкерчĕкре) пирки пулĕ.
1975 _ 1980 çулсенче Çĕньялти культура çурчĕ çумĕнче пултаруллă çамрăксенчен "Сиема" эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕччĕ. Ушкăн ертỹçи В. Мадюков ун чухне ялти 8 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене вĕрентетчĕ. Унăн юлташĕ Н. Живов пĕррехинче кỹршĕре пурăнакан Юрăна çак ушкăна илсе пынă та юрлаттарса пăхма сĕннĕ. Шăпах ăна юрăхлă юрри те тупăннă. ...
Концерт вăхăтĕнче сцена çине пĕчĕк çеç кĕлеткеллĕ Юрий Езюков тухса "Я у бабушки живу" юрра юрласа ярсан куракансем тĕлĕннĕ те, савăннă та. Ку 1982 çулта пулнă, Юрий ун чухне 7 класра вĕреннĕ.
Каярахпа эстрада ушкăнне "Ăраскал" ят панă. Ăна А. Мадюков ертсе пынă. Ю. Езюков вара çак ушкăнра тивĕçлипех солист пулса тăнă. Пултарулăх аталанса пынă май репертуар та анлăланнă, кашни юрри халăхра асра юлнă: "Мы бродячие артисты", "Скорпион", "Мармеладная сказка"...
1983 çулта 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Турхана çул тытнă, кунта ун ăсталăхне пединститут дипломне илнĕ Г. Чурбанов малалла туптанă, кашни концертрах çĕнĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Вăтам шкул хыççăн Юрий хăй пурнăçне сценăпа çыхăнтарма шутланă, Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине çул тытнă. Ятарлă пĕлỹ илнĕ специа- лист тăван ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçи пулса ĕçлеме пуçланă. Каярахпа ăна культура çурчĕн директорĕ пулма шаннă.
Пултаруллă çамрăка А. Шакин асăрханă. Хăй ертсе пыракан Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамбльне йыхравланă, мĕншĕн тесен Юрий Петрович юрлама çеç мар, ташлама та маçтăр пулнă _ ансамбль çумĕнче шăпах ташă ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Районти культура çуртĕнче вăл методист ĕçне кỹлĕннĕ.
Халĕ ĕнтĕ концертсенче ансамблĕн ытти солисчĕсемпе дуетра, трио, квартетра юрланă. Ун çумĕнче А. Яруков, А. Долгов, Е. Викторова, А. Антонова тата ытти солистсем пулнă, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе куракансене савăнтарнă. Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕн чапĕ те Раççейĕпех сарăлнă: артистсем Пĕтĕм Союзри, республикăри пултарулăх конкурсĕсемпе фестивалĕсене хутшăнса тĕрлĕ хулара пулнă, çĕнтерỹçĕ дипломĕсемпе, лауреатăн хисеплĕ ячĕсемпе таврăннă. Çакăнта Ю. Езюков тỹпи те пысăк, паллах. Ун арчинче те грамотăсемпе тав çырăвĕсем нумай.
Сцена çинче юрланисĕр пуçне кашни çулах культура çурчĕн ĕçченĕсем хĕрỹ ĕççи вăхăтĕн- че агитбригада йĕркелесе ялсем тăрăх каяççĕ, йĕтем çинче, фермăра е уй-хирте ĕçлекенсене хаваслă юрă-ташăпа савăнтараççĕ.
Кунта ĕçленĕ чухне Çĕньялти вăтам шкула час-часах чĕннĕ ăна класс ертỹçисем: е юрă вĕренмелле, е фестиваль валли ташă лартмалла. Ỹркенсе тăман Юрий Петрович _ пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшнă. Пĕр вăхăт (2004-2008 çулсенче) тăван шкулта аслă вожатăйра тăрăшать. Вĕренсе тухса кайнисем те халĕ те ырăпа аса илеççĕ ун çинчен.
Паянхи кунчченех вăл Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен методист пулса вăй хурать. Пĕрре пăхсан, сцена çине тухса юрласси ним те мар пек туйăнать пуль. Анчах унччен мĕн чухлĕ тар тăкмалла, шырамалла, хатĕрленмелле. Район центрĕнче мероприятисем нумай пулаççĕ: е концерт лартмалла, е уяв йĕркелемелле, е конкурс валли хатĕрленмелле _ Юрий Петрович яланах сцена çинче. Вăл юрлать те, ташлать те, конферансье те. Унăн репертуарĕнчи юрăсем 50-ран та иртнĕ ĕнтĕ. "Солдат молоденький", "Сар кайăк", "Савниçĕм, савни", "Ун чух çуркуннеччĕ" _ пурне те каласа та пĕтереймĕн. Уйрăмах вăл Надежда Кадышева, Стас Владимиров репертуарĕнчи юрăсене килĕштерет, çавăнпа кашни концертрах çĕнĕ юрă халăх умне кăларать.
"Сан артист пултарулăхĕ ăçтан?" _ тесе ыйтсан Юрий Петрович амăшне аса илет. Ялта чылайăшĕ ас тăваççĕ-ха, чăнах та Мария Павловна хитре юрлатчĕ, тĕрлĕ камит кăтартса çынсене култаратчĕ. Апла пулсан Юрăн пултарулăхĕ амăш юнĕнчен куçнă.
Кирек хăш вăхăтра та Ю. Езюков ĕçе тĕплĕ пурнăçлать, яланах творчествăлла шыравра, çĕнĕ технологисене алла илме тăрăшать. "Маншăн юратнă ĕç _ тĕп вырăнта. Уяв каçĕ-сем йĕркелесси тата хаваслă самантсем парнелесси пысăк савăнăç. Ĕçĕм кашни çынна хавхалану, вăй-хал, савăк кăмăл парнелет пулсан эпĕ хама телейлĕ теме пултаратăп. Чи пысăк парне вĕсенчен _ залра тăвăллăн алă çупни",_ ăш пиллĕн калаçать Юрий Езюков артист.
М. МАДЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)