Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс панипе ăс пĕтмест

30 января 2016 г.

 

Çапла калас килет манăн районти "Авангард" хаçатпа тăтăш çыхăну тытакан обществăлла корреспондентсене. Пирĕн пата кирек мĕнле хыпар та ярса пама ерçееççĕ вĕсем. Вырăнти çыравçăсем пуртан тĕрлĕ тематика çĕкленет. Географи пуянланать. Тепĕр лайăх ен вăл _ хыпарлакансен йышĕнче ỹсĕм çулĕ тĕрлĕрен пулни. Çавăнпа хаçата пуçламăш классене каякан та, çитĕнсе пыракан та, аслăрах çулхи те, тивĕçлĕ канăва тухни те вулама пултарать. Кашнийĕшĕн валли хыпар пур темелле.

Тăххăрмĕш теçеткепе утăмлакан хаçатпа сахал мар перо ăсти çыхăну тытнă, тытаççĕ те. Эпĕ ас тăвасса маларахри çулсенче Ф. Сергеев, М. Сакмаров, М. Спинов, М. Гордеева, О. Волкова, Б. Кошкин, Л. Капитонова, А. Павлов, В. Селиванов, Л. Лялькин, Д. Коннов, В. Владимиров, А. Леонтьев, А. Фролов, И. Ерофеев тата ыттисем те хаçатăн чăн-чăн çывăх тусĕсемччĕ.-

"70-90-мĕш çулсенче тăрăшсах "Авангард" хаçата статьясем çыраттăмччĕ. Йывăр вăхăтсенче гонорара килька консервисемпе тỹ- ленине аса илсе тĕлĕнетĕп. "Икĕ ача, çемье, хими вĕрентекенĕн, психологăн йывăр ĕçĕ... хаçата çырмасан та юрать пулĕ ĕнтĕ", тесе калатчĕ анне. Хăйсем вара манăн хайлавсене савăнсах вулатчĕç",_ хыпарлать паянхи кун А. Макеева.

Тĕрĕсех. Вулакансем Патăрьелĕнчи Г. Хлебникова, А. Антипов, Л. Сорокина, Чăваш Ишекĕнчи С. Кулакова, Первомайскинчи Я. Степанов, Нăрваш Шăхалĕнчи В. Бородкин, Çĕньялти М. Мадюкова, Кивĕ Ахпỹртри В. Мальцева, Алманчăри Н. Никитина, Аслă Чементи Н. Кошелева тата ыттисем çырнă хыпарсене кĕтеççех. Çитĕнекен ăру та, компьютерпа туслă пулин те, хаçатпа çыхăну тытма тăрăшатех. Çак кунсенче пĕрремĕш хайлавĕсене Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсенче, Треньелĕнчи шкул-садра вĕренекенсем ярса пачĕç.

Район хаçачĕ _ район пурнăçĕн тĕкĕрĕ пулмалла. Çавăнпа та экономика, сывлăх сыхлавĕн, вырăнти хăйтытăмлăх, ял хуçалăх, культура, вĕрентỹ, спорт, экологи, социаллă хỹтлĕх, право... ыйтăвĕсене çĕклемеллех. Ку енĕпе обществăлла корреспондентсем пулăшасса шанатпăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА, хаçатăн çырусен тата социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика