Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр _ грипп!

23 января 2016 г.

Вируслă инфекци (ОРВИ) ытларах чухне сывлăшпа тивет. Малтанах сывлав органĕсенче палăрма пултарать. Чир шăнса пăсăлсан та пуçланать. Вируссене сарăлма çанталăк та "пулăшать". Çулленех пĕр тĕрлĕ вирус çеç палăрмасть тата. Вĕсен тĕсĕ икçĕртен те иртет.

2015 çулта сывлăшран ерекен вируслă инфекци 680 çынра палăрнă. Чир (60,4 проценчĕ) 17 çул тултарманнисене çулăхнă. Декабрьте вара 77 çын чирленĕ. Çак кăтарту виçĕмçулхи раштавра 29 пулнă. Кăçалхи лару-тăру хальлĕхе хăратмасть-ха. Гриппа чирлекен пирĕн патра палăрман.

Чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха?

Çын йышлă пулакан çĕре тухсах çỹремелле мар. Алăсене тăтăш çумалла. Шыв ытларах ĕçмелле. Çанталăка кура тумланмалла. Иммунитета çирĕплетме май паракан витаминсемпе усă курмалла.

Г. ПЕРЕПЕЛКИНА, эпидемиологи центрĕнчи врач пулăшуçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика