12 декабря 2015 г.
Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юрлама юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен "Шкул шăпчăкĕ" республика конкурсĕ иртрĕ. Ăна Трактор тăвакансен культура керменĕ республикăн халăх пултарулăх центрĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин учительсен ассоциацийĕ общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕ йĕркелекенсем пулчĕç.
Халăх юррисене юрлакансен пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпỹ хулисенчен шкул ачисен 11, учительсен 6 фольклор ушкăнĕ, çамрăккисен пĕччен юрлакан 28, аслисен 9 солисчĕ хутшăнчĕ.
Юрăçсен ăмăртăвĕ хĕрỹ иртрĕ. Солистсемпе фольклор ушкă нĕсем чăваш халăхĕн хăна, салтак, вăйă, ĕç, лирика юррисене тăрăшса тата хавхаланса шăрантарчĕç. Уйрăм юрăçсенчен Çĕньял шкулĕнчи Г. Чурбанов пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ.
А. АНТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)