Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ворошиловск" миноносец матросĕ

14 октября 2015 г.

 Фашистсем пĕтĕм тĕнчене çĕнсе илсе, тĕрлĕ халăха хăйсен чури туса хума ĕмĕтленсе пуçланă вăрçă ХХ ĕмĕрти чи хаяр та юнлă тытăçу пулса историе кĕрсе юлчĕ. Фашистла Германи 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Совет Союзĕ çине, вăрçă пуçлассине пĕлтермесĕр, вăрă-хурахла килсе тапăннă. Тăшман çарĕсем совет территорийĕ çине пирĕн хĕвеланăçĕнчи чикĕ тăршшĕпех - Баренц тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕс таран - пĕр вăхăтра тапăнса кĕнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Тăван çĕршыв йывăрлăха кĕрсе ỹксен ăна пулăшма пур халăх та кар тăнă. Кашни çемьерен, ялтан, хуларан çынсем тăван çĕр аннемĕре ирĕке кăларма çĕкленнĕ. Патăрьел тăрăхĕнчен Аслă вăрçа 8377 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 6034-шĕ вăрçă хирĕнче тăван çĕршыв, район, ял çыннисем тăнăçлă пурнăçпа пурăнччĕр тесе пуçĕсене хунă. Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенчен çак ылханлă вăрçа 240 çын тăванĕсемпе çемйисене пăрахса тухса кайнă. Вĕсенчен 141-шĕ тăван Çăл Атăкпа Анат Тăрмăша таврăнайман. Çутă сăнарĕсем ял çыннисен асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Тăван çĕре таврăннисем те вăрçăра илнĕ сурансемпе ыратусене пула вăхăтсăрах çĕр çинчен уйрăлса кайнă. Паянхи кун тĕлне Çăл Атăк ялĕнче çак ылханлă вăрçа хутшăннă пĕр ветеран та юлман.

1418 куна тăсăлнă кĕрешỹ чарăннăранпа кăçал 70 çул çитрĕ пулин те хаяр та шелсĕр вăрçă ахрăмĕ илтĕнме чарăнмасть-ха. Акă 2012 çулта пирĕн ял паттăрĕ, Аслă вăрçăра пуçне хунă Чурбанов Илья Семенович хăйĕн çинчен аса илтерчĕ. Вăл Мускава тăшмансенчен хỹтĕлесе 1942 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче паттăррăн çапăçса вилнĕ, унтах çĕре чавса чикнĕ ăна. 2012 çулта Чулхулари Чеканов ертсе пыракан "Курган" шырав ушкăнĕ (вырăнти "Бельский рубеж" шырав отрячĕпе) И.С. Чурбанов .тне шыраса тупса чавса кăларнă. Ентешĕмĕрĕн .тне 2012 çулхи çурлан 13-мĕшĕнче хальхи Тверь облаçне кĕрекен Белый хулари Петропавловск масарĕнче çĕнĕрен сумлăн пытарнă.

И.С. Чурбанов ячĕ Аслă вăрçăра пуç хунă ытти ентешĕсеннипе пĕрле Чăваш Республики 1998 çулта кăларнă "Астăвăм" кĕнекен пĕрремĕш томĕнче (247-мĕш страницăра) чыслăн упранать. Асăннă кĕнекере вăрçăран таврăнайман 91 Çăл Атăк çыннин ячĕпе хушамачĕ. Вĕсенчен çуррине яхăн хыпарсăр çухалнă, чылайăшĕн шăпи паянхи кун та паллă мар. Хаяр вăрçăран чĕррĕн таврăнма пултарнă ентешсене халалласа кăларнă кĕнекере те (2) Çăл Атăк паттăрĕсен списокĕ пĕчĕкех мар. Апла пулин те, Фашистла Германи ешкерне тĕп тума хутшăннă, иккĕмĕш тĕнче вăрçи мĕн вĕçлениччен алран пăшал ямасăр кĕрешнĕ, çак икĕ кĕнекере те палăртман паттăр ентешсем те çук мар. Вĕсенчен пĕри - Егор Никандрович Осипов красноармеец. Егор Никандрович шăпи халиччен те паллă марччĕ, тăванĕсене вăл çар тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилни çинчен пĕлтернĕ хутсăр пуçне нимĕн те пулман урăх хыпар-хăнарĕ. Егор Никандрович йăмăкĕ Шупашкар районĕнчи Лапсар поселокĕнче пурăнакан Вера Никандровна тетĕшĕн шăпине тĕплĕнрех пĕлес шутпа çар архивĕсене ыйтупа тухнă. Архиври документсенче Егор Никандрович Осипов 1950 çулта Ворошиловск миноносец çинчи пушара сỹнтернĕ чухне сарăмсăр вилнĕ, ăна Русский утрав масарĕ çине пытарнă тесе палăртнă. Эпир Егор Никандрович шăпипе кăсăкланса архив справкинче кăтартнă хыпарсене интернетра шыраса пăхма тата Вера Никандровнăн килĕнчи архивĕнче упранакан документсемпе тĕплĕнрех паллашма шутларăмăр.Е. Н. Осипов ăраскалĕн çĕнĕ страницисене уçрĕç пирĕн шыравсем. Акă еплерех шăпа пỹрнĕ ентешĕмĕре.

Осипов Егор Никандрович Çăл Атăкри Никандр Федоровичпа Александра Пудовна çемйинче 1927 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. 17 çулти качча 1944 çулхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ çар ретне илеççĕ. Ку вăхăт тĕлнелле пирĕн Тăван çĕршыва фашистсенчен ирĕке кăларнă. Хĕрлĕ Çар Совет Союзĕн чикки урлă каçса Европăри халăхсене фашистсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларма пуçланă.

Егор Никандровича шăпа тăван çĕршывăн Хĕвелтухăç чиккине илсе çитерет. Хĕвелтухăçĕнче Японин чи лайăх хĕçпăшалланнă çарĕ Совет Союзĕ çине тапăнса кĕме хатĕр миллион ытла салтак тăнă. Егор Никандрович 1945 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 27-мĕшĕччен Владивостокри 1-мĕш уйрăм артиллери дивизийĕнче 104-мĕш пушар командинче службăра тăнă. 1945 çулхи çурлан 9-мĕшĕнче Совет Союзĕ хăйĕн союзникĕсене пулăшас тенĕ. Егор Никандрович та яппун самурайĕсемпе кĕрешĕве кĕнĕ. Унта паттăрлăх кăтартнăшăн СССР Верховный Совет Президиумĕн 1945 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Егор Никандрович Осипова "За победу над Японией" медальпе наградăланă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленсен те Егор Осипова тăван çĕршывăн Хĕвелтухăç чиккине сыхлама хăварнă.Унта вăл пожарник тивĕçне пурнăçланă. ВЛКСМ ретне тăнă. Пултаруллă комсомолец пулнă. Кăна пирĕн ентеше 1950 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче панă характеристика та çирĕплетет: "Член ВЛКСМ т. Осипов состоит на учете в комсомольской организации Воинской части 13137 с октября м-ца 1948 года. За период своего пребывания тов. Осипов зарекомендовал себя дисциплинированным воином, принимающим участие в работе комсомольской организации, выполняющим требования Устава ВЛКСМ.

Тов. Осипов стремится к повышению своей политической и общеобразовательной подготовки. В 1949-1950 году он окончил 8-й класс вечерней средней школы", - вулатпăр 65 çул каяллах панă документра. Егор Никандрович Владивостокри 9-мĕш номерлĕ каçхи вăтам шкулта пĕлỹ илни те çирĕпленет. Пĕлĕве хаклакан ведомостпа паллашсан Егор Никандрович вĕренỹ программине чиперех алла илни курăнать. Вĕренỹри, службăри çитĕнĕвĕсемшĕн ăна 1949 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче "ХХХ лет советской армии и флота" медаль парса чыс тунă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçин терчĕпе асапне ачаранах тỹснĕ, çулĕ çитсен Тăван çĕре тăшманран хỹтĕлеме çар ретне тăнă, япони самурайĕсене тĕп тума алла пăшал тытса паттăррăн çапăçнă, вăрçă вĕçленсен те Лăпкă тинĕс флотĕнче çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тимленĕ Осипов Егор Никандровичăн ăраскалĕ инкеклĕ вĕçленнĕ. 1950 çулхи юпан 30-мĕшĕнче служба тивĕçне пурнăçланă чухне "Ворошиловск" (историри ячĕсем, 1907 çулччен - "Котик". 1907-1935 çулсем - "Ставрополь", 1935 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчен - "Ворошиловск") миноносец çинче тухнă пушара сỹнтернĕ чухне унăн харсăр чĕри тапма чарăннă. Егор Никандрович Осипова Русский утрав çинчи кирпĕч завочĕн масарĕ çине пытарнă. "Ворошиловск" çинчи минăсене пушатнă чухне сиксе тухнă пушар карап çинчи минăсене çеç мар çывăхри складсенче упранакан çĕршер тонна взрывчатка сирпĕнсе Русский утравпа Владивосток хулинчи халăха инкек кăтартассине сирсе ярас тесе хăйсен пурнăçне хĕрхенмен паттăр матроссемпе офицерсене (пурĕ çирĕмĕн пуç хунă çав инкекре) сума суса 1994 çулхи чỹкĕн 6-мĕшĕнче вĕсен вилтăприйĕ патĕнче палăк уçнă.

Вăрçă хыççăн та службăра тăнă Егор Никандрович шăпи синкерлĕ килсе тухнă. Вăл тăван яла таврăнса амăшĕпе йăмăкĕсене пулăшма, вăрçă амантса хăварнă хуçалăха çĕклеме, пурнăç тума ĕмĕтленнĕ пулĕ. Пултаруллă хĕрлĕармееца тăванĕсем нихăçан та манман. Йăмăкĕсенчен Ольгăпа Анна пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, 70 çул урлă каçнă йăмăкĕ Вера Никандровна хăйĕн тетĕшне Якура астумасть та темелле. Егор Никандрович вăрçа тухса кайнă чухне виççĕри ача çеç пулнă вăл, апла пулин те паянхи кун та тетĕшĕн докуменчĕсемпе сăнỹкерчĕкĕсене типтерлĕн упрать.

Н. ОСИПОВ, филологи наукисен кандидачĕ, Е. ОСИПОВ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика