19 августа 2015 г.
Çĕньялта çуралса ỹснĕ Геннадий Айхи поэт Патăрьел районĕн мăнаçлăхĕ, пуянлăхĕ. Тĕнче шайне тухнă сăмах ăстин хăйне евĕр творчествипе ют çĕршывра пурăнакан поэтсем те кăсăкланаççĕ, унăн сăввисене куçараççĕ çеç мар, вăл кун çути курнă тăрăха çитсе чăваш халăхĕн пурнăçĕпе те чылай паллашаççĕ, Геннадий Николаевич канлĕх тупнă масарта пулаççĕ... Урăхла каласан ентешĕн вил тăприне хыт хура пусма памаççĕ.
Çак кунсенче Швейцаринчен çитнĕ Жиль Зильбернштейн поэт-куçаруçă, лингвист ертсе пыракан творчество ушкăнĕ ятарласа ун çĕршывĕнче пулнă. Аякри хăнасене ял музейĕнче упранакан экспонатсем, чăваш халăхĕн йăли-мешехипе тараватлăхĕ, сăпайлăхĕ çав тери тĕлĕнтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)