06 мая 2015 г.
Г. Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти вăтам шкул 2014-2015 вĕренỹ çулне çĕнĕ статуспа пуçларĕ: пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул пулса тăчĕ. Çапах та вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те алă усса лармаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Кунта пысăк опытлă, пур предметпа та ятарлă аслă пĕлỹ илнĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Аттестаци витĕр тухса аслă тата пĕрремĕш категорисене тивĕçнĕ. Педагогсем ачасене пĕлỹ тата воспитани панисĕр пуçне кашнин пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарса пыма тата ỹстерме çул кăтартаççĕ.
Вĕрентекенсем вăхăт таппи ыйтнипе иртекен конкурссене хутшăнаççĕ.Районти методика фестивалĕсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсем сахал мар: Г. Чурбанов (музыкант), Г. Максимова (вырăс чĕлхипе литература учителĕ), С. Юрмина (историпе обществознани) çĕнтерỹçĕсен дипломĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. В. Маркизова (вырăс чĕлхипе литература учителĕ), А. Сюзюкин (историпе обществознани), Н. Иванова (математика), Н. Квасова (хими тата биологи), Т. Ершова (технологи) хăйсен предмет фестивалĕсенче призерсем пулса тăчĕç. Надежда Софроновна республика шайĕнче иртнĕ химипе биологи вĕрентекенĕсен фестивалĕнче пĕр хутчен çеç мар çитĕнỹ турĕ. Кăçал та химиксем хушшинче иккĕмĕш, биологсенчен виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Районти шкулсенче вĕрентекенсен профсоюзĕн 36-мĕш спартакиадинче учительсем волейболла выляса, йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш, шашкăлла пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
8 класс ертỹçи И. Макарова районти "Самый классный классный _ 2015" конкурсра финалистсен шутне кĕчĕ. Ачисем те матур унăн. Акă Н. Ухваринăна илер. Пур çĕрте те пуçарулăхпа хастарлăх кăтартать вăл. Район шайĕнчи предмет олимпиадисенче вырăс литературипе тата акăлчан чĕлхипе (вĕрентекенĕ И. Макарова) призлă вырăнсене йышăнчĕ. Республика шайĕнче иртекен сăвă вулакансен "Чĕрĕ сăмах" конкурсăн район тапхăрĕнче иккĕмĕш, вăрман олимпиадинче виççĕмĕш вырăнсене тухрĕ.
Н. Киркина та тăрăшуллă. Вăрман олимпиадинче, "Наука. Пултарулăх. Аталану" конференцинче иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕ. 7 класри Д. Мадюковăн кăтартăвĕсем те лайăх. Тантăшĕсенчен А. Михайлова та юлмасть. Районти математика олимпиадинче малтисен шутне кĕчĕ, çулленех дистанци мелĕпе иртекен тĕрлĕ конкурсра палăрать.
Ю. Сулагаева, К. Николаева, А. Михайлова тăван чĕлхене кăмăллани сисĕнет. М. Мадюкова чăваш чĕлхипе литература учителĕ ертсе пынипе вĕсем Г. Айхин 70 çулхи юбилейĕ тĕлне И. Яковлев ячĕллĕ ЧПУри наукăпа практика конференцине хутшăнса парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.
Шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ спортпа туслă. В. Ершов физкультура учителĕпе А. Давыдов тренер тăрăшнипе шкул команди теннисла выляса районта виççĕмĕш, армспортпа иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кĕркуннехи çăмăл атлетика кросĕнче, йĕлтĕрпе чупса мала тухнисем пулчĕç. Шашкăлла вылякансем хушшинче И. Езюкова палăрчĕ.
Н. ЕРЕМЕЕВ, шкул директорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)