08 мая 2015 г.
Ман алăра - сăваплă кĕнеке
- Палланă хушамат унта нумай.
Чуна çỹçентерет кашни йĕрке,
Ик куçăм шывланать вуланă май.
Хушаматсем... хушаматсем, ятсем...
Çĕр-шывĕпе миçе мĕльюн вĕсем?
Пирĕн ялтан _ çĕр вăтăр пилĕк çын
Вут-вăрçăран таврăнайман киле...
Ватти пăхса тăман хăйĕн çулне
- Пăшал тытма васканă аллине.
Вут хыпнă таврана пĕлсе-курса
Епле-ха юлăн айккине тăрса?
Хĕрĕхрисен те, вăтăр урлă каçнисен
Алли чĕтремĕ урнă йытă умĕнче.
Сержант-и вăл е ахаль çеç салтак
_ Хаярлăхпа сиктернĕ тăшмана шартах!
Вулатăп хумханса йĕркипеле,
Чĕре пăчăртанать ирĕксĕрех:
Икшерĕн те виçшерĕн пĕр килтен
Тăкăнса юлнă инçетри ют çĕрсенче.
Гавриловсем, Елимовсем те Квасовсем,
Е Ильинсем, Захаровсем те Киркинсем,
Макаровсем, Мадюковсем, Мулгачевсем,
Семеновсем, Терентьевсем, Яруковсем...
Вун виçĕ çын Ухваринсем - чăн паттăрсем
Çĕр-шывшăн пуçне хунă вăрçăра.
Чĕресенчен тухас çуках вĕсем
- Сăваплă ĕçшĕн тайма пуç калар.
Мăшăрсемпе ачисене савса
Ỹстерес чух ăсаннă вут-вăрçа.
Халь тек кураймĕç ашшĕне вĕсем -
Рамкăсенчи сăнĕсем çеç умра...
Ах, пăчăртанать-çке ман чĕрем
Ытти хушаматсемшĕн хуйхăрса,
Тин çеç пуçланă пурăнма вĕсем
- Умри малашлăха чунтан шанса.
Вун тăххăра ярса пусайнă йĕкĕтсем
- Савса та юратса курманскерсем,
Çĕр-шыв чĕнсен, ав, çакнă кутамкка.
Умра мĕн кĕтнине кам калĕ-ха?
Тен, халь вĕсен чупатчĕç мăнуксем?
Тен, хăпаратчĕç пуль капмар çуртсем?
Пỹрмен иккен çак çĕр çинче утма,
Çемьепеле телейлĕн пурăнма.
Çук, ỹпкелемен пуль шăпана вĕсем -
Турри çырсан - килĕшмеллех унпа...
Малашлăх ăрури яш - кĕрĕмсем
Сума суса тăваççĕ халь тупа.
Чылайăшĕн шăпи те паллă мар,
Ăçта пуç хунă, вил тăпри ăçта?
Киле ăсаннă çеç хура хыпар:
"Çухалнă...Мĕнле вилнĕ - паллă мар..."
Ĕмĕрĕпех мăшăрсене чĕнсе
Çĕр варринче вăраннă мăшăрсем.
Кашни кунах ашшĕсене кĕтсе
Укăлчана шав чупнă ачисем...
Тен, асăнмарăм пуль пурне ятран,
Каçарăрсам, эпир сире манман.
Сăваплă пурнăçсемшĕн ял-йышран
Паян чечек çыххи хуратпăр кăмăлтан.
Паянхи кун хĕвел пайăркисем
Хупланманнишĕн тĕксĕм пĕлĕтпе
Тавах сире, мухтавлă ентешсем
- Сирĕн ятпа çуталччăр çăлтăрсем! .
..Халь палăк умĕнчи чăрăшлăхра
Пуçа тайса тăратăп шăплăхра...
Кунта килес пек эсĕр, паттăрсем -
Çĕнтерĕве çывхартнă ентешсем!
Мария Мадюкова. Çĕньял.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)