Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсем

11 марта 2015 г.

 

 

Ĕмĕтсем пулнă манăн нумай

Çамрăк чух, шухăшсем вĕçнĕ чух,

Çерем тăрăх çарран чупнă чух,

Хĕрсене пилĕкрен тытнă чух.

Халь пурнатăп пĕрмай шутласа

Унчченхи пурнăçа тишкерсе,

Чухлайми айван пулнă тесе,

Ĕмĕтсем ман çунатлă тесе.

Шухăшра хăшĕ курчĕ ăна

Шăписем ăннисен пурнăçра.

Тĕрĕс çул тупнисем урăхла

Теприсен юлчĕ вăл уçлăхра.

Кайрăм эпĕ пачах вăй-халтан

Ĕмĕт, шухăш _ ялан вăл манрах

Мĕншĕн-ха шутламан эп малтан

Чавса çывăх, çыртма çук кайран.

 

Ромео НЯГИН. Çĕньял ялĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика