17 декабря 2014 г.
1. Тĕп тымар - Тутарстанра
Çĕньялти Антоновсен çемйи - чăннипех те ятлă-сумлă çемье. Педагогсен династине пуçласа яраканĕ - Василий Сергеевич Антонов. Вăл Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Юккел (Юркел) ялĕнче 1906 çулта çуралнă. Вырăсла ку яла Иоково тенĕ. Архив докуменчĕсем тăрăх, ку ял 1487 çулта пуçланса кайни паллă. Ял ячĕ пирки çакăн пек легенда çỹрет: Сĕвене юхса кĕрекен Кильна юхан шывĕн çỹллĕ çыранĕн хутлăхĕнче пилĕк ĕмĕр каялла тутар ялĕ пулнă имĕш. Пĕррехинче айлăмра ларакан пĕчĕк яла сăртран юхса анакан юрлă-пăрлă çурхи шыв хупласа хунă, юхтарса кайнă. Ял вырăнĕнче тем пысăкăш çырма пулса юлнă.
- Юк аул! Юк аул! - тесе макăрнă чĕрĕ юлнă çыннисем. (Ял çук! - тени пулать ĕнтĕ ку чăвашла).
Анчах пĕтнĕ ял вырăнĕ тулăх çĕрсемпе илĕртнĕ. Анатарах вара каллех ял йĕркелесе янă. Ятне легендăран - Иоково тенĕ. Анчах ялти ватă çынсем Юккел ялĕ тата маларах та пуçланса кайнă теççĕ. Хальхи вăхăтра кунта тутар, чăваш, вырăс халăхĕн ывăл-хĕрĕ туслă пурăнать.
2. Йăх-несĕлри паллă çынсем
Антоновсен несĕл йывăççи 8 сыпăкран тăрать. Ăрури чи асли -Ентри (Ентруç) ятлă пулнă. Унăн икĕ ывăл - Матвипе Борис пулнă. Матвин Антун ятлă ывăлĕнчен Антонов хушамат пуçланса кайнă. Антоновсен йышлă ăрăвĕ те Антунăн пилĕк ывăлĕнчен ĕрченĕ. Пилĕк ывăлран пĕрин - Сергейĕн те 4 ывăл пулнă: Павăл, Хветĕр, Ваççа, Сахар. Хальхи вăхăтра çак ывăлсен тăхăмĕсем пурăнаççĕ те ĕнтĕ Тутарстанпа Чăваш Енре. Антоновсен йышĕнче тĕрлĕ професси çыннисем пур: механизатор, выльăх-чĕрлĕх пăхакан, сунарçă, утарçă, тимĕрçĕ, çĕвĕçĕ, фармацевт, столяр, флотпа çар офицерĕсем т.ыт.те. Учитель ĕçне суйласа илнисем вара пуринчен те нумай.
Тутарстанри тĕп килте Алексей Федорович Антонов пурăнать (Василий Сергеевич пиччĕшĕн ывăлĕ). Çак тĕлĕнмелле çын - хăех пĕр пысăк легенда. 23 çулта Хура тинĕс флотĕнче службăра тăнă чухне наркăмăшлă газпа сиенленсе йывăр чирлесе таврăннă пулин те хуçăлса ỹкмест: пурнăçне усăллă та интереслĕ ирттерме тăрăшать. Службăран таврăннă хыççăн врачсем "чĕрĕлейми чирлĕ" тесе диагноз лартнине пăхмасăр малтан киномеханика вĕренсе тухса çав ĕçпе ĕçлет. Баянистсен курсне пĕтерет. Каярахпа Елабугăри пединститутран куçăмсăр майпа вĕренсе тухса физика, математика, черчени, рисовани, музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Ячĕ унăн таврана сарăлать. Ырми-канми ĕçĕпе тата çирĕп вăй-халĕпе, пуçа усманлăхĕпе вăл пурне те тĕлĕнтерет: кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать, концертсене хутшăнать, халăх юррисене пухса пичетлет...
Паллă çынсем ку йăхра татах та пур: Федор Сергеевич Антоновăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ - Михаил Куэьмич Куркин - 20 çул хушши СССР Ют çĕр-шыв ĕçĕсен Министерствин тĕп аппаратĕнче ĕçленĕ, 10 çулне вĕсенчен Совет Союзĕн Афганистанри посолĕ пулнă, генерал-полковника çити ỹснĕ.
3. Учительсен династийĕ
В. С. Антоновăн ĕç биографийĕ Тутарстанри Кăнна Кушкинче - И. Я. Яковлевăн тăван ялĕнче пуçланнă.
Унăн вĕренес туртăмĕ çамрăклах пысăк пулнă, 7 çул тултаричченех ăна ялти шкула вĕренме илеççĕ. 1917 çулта 4 класс пĕтернĕ, анчах малалла вĕренме кайма май пулман, икĕ пиччĕшĕ - граждан вăрçинче, килти хуçалăхра ĕçлемелле, ашшĕ-амăшне пулăшмалла. Вăрçă хыççăн, пиччĕшĕсем киле таврăнсан, Василий Теччĕри учительсен семинарине кĕрет. Ăна 1927 çулта ăнăçлă пĕтерет, пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса тăрать. Çамрăк учителе Кăнна Кушки шкулне ачасене вĕрентме яраççĕ. Унта Василий Сергеевич ултă çул ĕçлет. Шкулта ĕçленĕ хушăрах ял пурнăçне çăмăллатас, халăх хушшинче хаçат-журнал сарас, хут пĕлменлĕхе пĕтерес енĕпе нумай тăрăшать. Хусанта тата Мускавра тухса тăракан "Чăваш хресченĕ", "Новая деревня" хаçатсенче статьясем пичетлет. Теччĕ районĕнче тухса тăракан "Ударник" хаçатăн активлă корреспонденчĕ пулса тăрать.
Шăпа Антоновсен çемйине Патăрьел районĕнчи Çĕньяла илсе çитерет. 1933 çулхи кĕркунне Василий Сергеевич ялти хутла вĕрентекен шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Вăлах шкулта литература, çамрăк натуралистсен кружокĕсене йĕркелесе ярать. Çамрăк чĕлхеçĕсемпе алăпа çырса "Хĕрлĕ çăлтăр" ятлă журнал кăларса тăраççĕ, çамрăк натуралистсем ВДНХ медальне тивĕçлĕ пулаççĕ. 1934-1938 çулсенче Çĕньялти 7 çул вĕренмелли шкул директорĕнче, 1938-1939 çулсенче Турхан районĕн çут ĕç пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçле-нĕ.Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Мускава хỹтĕленĕ чух аманнă, суранĕсене пула киле таврăнма тивнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ачасене вĕрентнĕ. Юратнă ĕçре кăна çитĕнỹ тума пулать. Çакна асра тытнă Василий Сергеевич. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă вăл. Унпа ыттисем те усă курма пултарччăр тесе район, республика хаçачĕсенче, тĕрлĕ сборниксенче методика статйисем пичетленĕ. Паллăраххисене асăнса хăвармалла пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем тăван чĕлхе меслетлĕхĕпе çырнă пĕрремĕш ĕçсем çке-ха: "Кăтарту пособийĕсем хатĕрлесси тата вĕсемпе вĕрентнĕ вăхăтра усă курасси", "Урок _ вĕренỹ ĕçĕн тĕп форми", "Чăваш чĕлхи урокĕсенче эпĕ мĕнле кăтарту хатĕрĕсемпе усă куратăп" т. ыт.те. Василий Сергеевич тăван чĕлхешĕн чăнахах та чуна парса ĕçленине вăл вĕрентнĕ ачасенчен паллă поэт-писательсем пулса тăни те çирĕплетет. Ăста педагог Владимир Ухлипе Александр Алка поэтсене сăмах хăватне туйса илме пулăшнă. Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин çырас ăсталăхне те малтан вăлах асăрханă, пултарулăхне ỹстерме пулăшса пынă. Хăйĕн учительне тав туса Г. Айхи "Аттесен ячĕпе" кĕнеке хуплашки çине çапла çырса парнеленĕ:
Эсир пĕрремĕш пулнă маншăн:
Пĕрремĕш ман вĕрентекен,
Хавхалану ĕçне савмашкăн
Мана пирвай хĕтĕртекен.
Тĕнче касса çунма пуçларăм
Вĕçĕ-хĕррисĕр унтанпа.
Сирĕнни пек таса чунпа
Ыр суннине тек кураймарăм.
Эп ырă-сывă чух -
Сире Ыр кун, ыр сывлăх çеç сунатăп.
Çын пулайсассăн - чĕререн
Малтан Сире анчах пуç тайăп.
Вĕри, таса çутăпала
Ялан ыр сăнăра упратăп
Чĕремĕн варринчех ялан...
Сире савса, ыр кăмăлтан
Паян çак кĕнекене паратăп.
Вĕрентекене кун пек кăмăллă сăмахсем калакан нумай пулнă. Вĕсем çемье архивĕнче тирпейлĕн упранаççĕ. Василий Сергеевичăн ĕçри çитĕнĕвне патшалăх пысăка хурса хакланă: 1962 çулта ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă. Пурĕ 42 çул шкул сукмакне такăрлатнă педагог - ялти хисеплĕ çын, çемье тĕрекĕ, юратнă атте, шанчăклă мăшăр пулнă.
4. Йĕппи хыççăн _ çиппи
Елена Петровна Антонова ĕмĕрĕ тăршшĕпех мăшăрĕпе юнашар пулнă. Ăна ĕçре пулăшса, хавхалантарса, кирлĕ сĕнỹсем парса пынă. Çăмăл пулман, паллах, 9 ачана çуратса ỹстерме, ура çине тăратма, пурне те вĕрентсе аслă пĕлỹ пама. Анчах вăл лайăх анне пулнă хушăрах лайăх педагог та пулнă: вĕренекенсене вырăс чĕлхипе литератури, нимĕç чĕлхи, биологи предмечĕсен вăрттăнлăхне алла илме пулăшнă. Унăн урокĕсем çинчен ырăпа аса илекенсем халĕ те пур ялта. Ырă кăмăл, çепĕç сасă, пултаруллă хĕрарăм _ çакăн пек хак параççĕ ăна паян кун ас тăвакансем - вăл вĕрентнĕ ачасем Елена Петровнăна. Çапла пĕр-пĕриншĕн тĕрек те шанчăк пулса 63 çул пĕрле пурăннă Антоновсем _ аслисем.
М. Мадюкова.
(Малалли пулать)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)