Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ытларах юратмалла пулнă манăн хам яла…"

23 августа 2014 г.

Поэт ячĕ вилĕмсĕр. Хăйсем çут тĕнчерен кайсан та вĕсен произведенийĕсем упранаççĕ, малашлăха пăхма хавхалантараççĕ. Çĕньялта çуралса ỹснĕ Геннадий Айхи поэт-авангардист пирĕнпе юнашар 8-мĕш çул çук пулин те унăн тĕнчипе палăрнă ячĕ сарăлнăçем сарăлса пырать.

Çакă августăн 21-мĕшĕнче, Геннадий Николаевичăн çуралă кунĕнче, тепĕр хут çирĕпленчĕ. Пурăннă пулсан вăл 80 çул тултармаллаччĕ... Ентешĕмĕре хисеплесе районта, республикăра тата унăн тулашĕнче, çавăн пекех ют çĕр-шывсенче те тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.

Геннадий Айхине халалласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ирттернĕ куна Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ В. Андреева, Культура тата наципе архив ĕçĕсен министрĕ В. Ефимовпа унăн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Г. Айхи йăмăкĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Лисина, А. Хусанкай филолог тата ыттисем те хутшăнчĕç. Хаклă хăнасене поэт çуралнă ялта Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Ю. Самарин, "Илем" фольклор ансамблĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан пурте пĕрле тĕнче шайне тухнă поэт вил тăприйĕ çинче пулчĕç.

Мероприятие В. Ефимов министр ертсе пычĕ. Вăл поэтăн пултарулăхĕ пирки кĕскен каласа пачĕ. В. Андреева министр Е. Лисина тата Н. Селиверстова тăрăшнипе Геннадий Айхин "Çырнисен пуххи" кĕнекин виççĕмĕш томĕ тухассине пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш экземплярсене çывăх çыннисене пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Айхипе тĕл пулнă вăхăтсене аса илчĕ. Вăл парнеленĕ кĕнекесене упранине типтерлĕн пĕлтерчĕ. _Унăн тăван тăрăха килес ĕмĕчĕ питĕ пысăкчĕ, çавăнпа та вăл вилсен эпир _ республика, район ертỹçисем _ ăна пурнăçласах терĕмĕр, _ тесе палăртрĕ Николай Иванович.

Геннадий Николаевича сума суса унăн юлташĕ Э. Пустынин Краснодар тăрăхĕнченех çитнĕ. Вăл Айхи сăввисене вуларĕ. Çавăн пекех ентешĕмĕр вил тăпри умĕнче çуралнă йĕркесемпе паллаштарчĕ. Поэтăн творчествăри пултарулăхĕ пирки Атнер Хусанкай, Юлия Силэм, Марина Карягина çыравçăсем тухса калаçрĕç.

Савăнăçлă мероприятин малалли пайĕ Çĕньялти шкулта тăсăлчĕ. Кунта 2007 çулта А. Антонов учитель тăрăшнипе Айхи музейне уçнă. Хăнасем унпа паллашрĕç. Ева Лисина пиччĕшĕн ачалăхĕ, пурнăçĕ пирки аса илчĕ. Кайран пурте пĕрле Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри "Геннадий Айхин илемлĕх тĕнчи" литература сехетне хутшăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика