Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çулталăкĕнче клуб юрласах янă тейĕн…

26 июля 2014 г.

ÇĔНЬЯЛСЕМ пĕлтернĕ тăрăх, кунти культура вучахĕ вуншар çул авариллисен шутĕнче. Электричество пралукĕсем кивелнипе тата маччаран çумăр сăрхăннипе ишĕлсе анас хăрушлăх тухса тăнă. Çак сăлтавсене пула пушар надзорĕ клубра тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те чарнă. Ун хыççăн çутă проводисене улăштарса çĕнĕ пластик чỹречесем те лартнă. Анчах та шала кĕрсен çав-çавах тасамарлăхпа тирпейсĕрлĕх хуçаланнăран, ял халăхĕ кунта чун киленĕçне тупайман. Нумай пулмасть администратор тилхепине ялти шкул директорне М.Мадюкована шанса панă хыççăн кĕске хушăрах унăн сăн-сăпачĕ илемленнĕ: залсем çап-çутă та тирпейлĕ, сцена урайĕ те сап-сарă. Ял халăхĕ капăр клубра Шупашкартан килнĕ эстрада çăлтăрĕсен концертне курса савăнма та ĕлкĕрнĕ. Кунти В.Антонов ертсе пыракан "Илем" фольклор ушкăнĕ çĕнĕрен вăй илсе кайни те кăмăллă Çĕньялсене. Нумаях пулмасть çак ушкăн Турханти психоневрологи интернатĕнче пурăнакансене хăйсен юррисемпе тĕлĕнтерме те ĕлкĕрнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика