Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шкул _ манăн пурнăç…"

17 мая 2014 г.

 _ Мария Ильинична, вĕрентекен пулас шухăш хăçан çуралнă Сирĕн?

_ Атте чĕрçи çинчех пуль. Шкула каичченех вăл мана "сана учителе вĕренме яратăп", тесе калатчĕ. Мĕншĕн тесен, хăйĕн пĕлỹ илме майĕ пулман: алли вара ăстаччĕ, тем те пĕлетчĕ. Эпĕ вара хам учитель пулассине кĕçĕн класрах пĕлнĕ. Хăш предмета суйласа илме Турханти вăтам шкулта вĕреннĕ чух Любовь Васильевна Мартьянова çул кăтартрĕ. Вăл, университет хыççăн ĕçлеме пынăскер, тăван литературăпа хытă çунатлантарса янăччĕ пире...

_ Малтанхи çулсенче камран тĕслĕх илнĕ?

_ Вăтам шкул хыççăнах куçăн мар (заочно) вĕренме кĕнĕскер, Анат Тăрмăш шкулне ĕçлеме чĕнчĕç (ун чух учительсем çитмесчĕç). Гаврил Никифорович Гаврилов директор кирлĕ сĕнỹсем нумай пачĕ. 1977 çулта Çĕньялти 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме тытăнтăм. Нумай стажлă педагогсенчен чылай вĕрентĕм. В. Антонов директорччĕ ун чух. Уроксене пырса питĕ тĕплĕ тишкерỹ туса паратчĕ. Р. Майкова завуч вĕрентĕвĕ те асра. Кайранхи Ю. Антонов ертỹçĕн ĕç меслечĕсемпе мелĕсем пуçран тухмаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, алла диплом илнипех пысăк ăста пулма çук, пурнăç вĕрентĕвĕ кирлĕ.

_ Шкул пурнăçĕнче асра юлнă самантсем пурах-тăр?

_ Нумай пулнă. Ачасемпе Хуравайне похода кайни, "Зарница" вăййинче Пысăк çырмара юр ашни, спектакль-концертсем лартни (ун чух фермăра, йĕтем çинче, хирте комбайнерсен умĕнче юрлаттăмăр) асра. Шкулта интернационалла туслăх клубĕ ĕçлетчĕ, М. Антонова ертсе пыратчĕ ăна (аслă вожатăй). Польша, Германи, Казахстан, ытти çĕр-шыв пионерĕсемпе çыру çỹрететтĕмĕр, посылкăсем яраттăмăр.

_ Эсир тата класс, шкул тулашĕнчи ĕçсене те тăтăшах хутшăнаттăр...

_ Ку тĕрĕсех. Юнкорсен кружокне ертсе пынă (каярахпа ăна "Çăл куç" ят патăмăр), 20-25 ача сăвă-калав-заметка çырма хăнăхатчĕ, стена хаçачĕ, алăпа çырса журнал кăлараттăмăр. Экскурсисене Шупашкара, Чĕмпĕре, Болдинăна, Çеçпĕл ялне, 2002 çулта А. Квасов учитель ертсе пыракан ушкăнпа Волгоград хулине çитсе курнă. 

Хăвăрăн профессиллĕ конкурссенче те çитĕнỹсем пур-тăр-ха.

_ 2001 çулта районти "Çулталăк учителĕ" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. 2007 çулта "Вĕрентỹ учрежденийĕсенчи педагогика технологийĕсен чи лайăх модельне эффективлă пурнăçа кĕртекен" районти конкурса хутшăнса финала тухрăм. Кĕркунне Пĕтĕм Раççейри "Професси ĕçĕ-хĕлĕнче вырăс чĕлхине кăтартуллă алла илнĕшĕн" конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтерсе финала лекнĕччĕ. Иккĕмĕшĕнче те манăн ĕçе пысăк хак панăччĕ, хаклă парне илме Белгород хулинех çитсе килтĕм.

_ Ял халăхĕн пурнăçне интереслĕрех тăвассинче те сирĕн тỹпе пысăк...

_ Ĕçлеме тытăнсан 3 уйăхранах манăн ĕç кĕнеки çине пĕрремĕш тав çырăннă _ ялти клубра уяв каçĕ ирт-ернĕшĕн. Ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ пулнă май фольклор ушкăнĕ йĕркелеме сĕнỹ патăм. Хорĕ вăл 60-мĕш çулсенченех ĕçлет-ха, кайран юрăпа ташă ансамблĕ ята тивĕçсе Мускав таран кĕрлерĕ Çĕньял хорĕн сасси. Анчах ансамбле 80-мĕш çулсенче район центрне куçарчĕç. Искусствăна парăннă çынсем ялта пурах-çав. Паянхи кунччен "Илем" халăх фольклор ушкăнĕ ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Антонов ертсе пынипе тухăçлă ĕçлет. Халăхра çỹрекен сăвва-юрра, кĕвве-ташша упраса хăварса килес ăрусем валли вĕрентсе хăварассине хамăн тивĕç тесе шутлатăп. Чăваш чĕлхипе литература учителĕсем тумасан кам тутăр-ха çак ĕçе?

_ Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

_ Пур-ши вăл? Алă ĕçĕ тума юрататăп: çыхма, тĕрлеме. Чăваш кĕпи-саппунĕсем çĕлетĕп, тухья-хушпусене те хам алăпах тунă. Апат-çимĕç хатĕрлеме, кукăль-булка пĕçерме те ỹркенместĕп. Сăвă-калав çырăнать тата хушăран... Тепĕр чухне манран ыйтаççĕ: эсир тума пĕлмен ĕç çук пуль, теççĕ. Эпĕ вара кулатăп: пур-çав тетĕп _ купăс калама пĕлместĕп. Вĕренме май пурччĕ 70-мĕш çулсенче. Культура çурчĕ çумĕнче музыка шкулĕ ĕçлетчĕ. Шăллăма унта вĕренме ячĕç, мана хирĕçлерĕç _ хĕр ачана купăс калама пĕлни кирлĕ мар терĕç. Мĕнле кирлĕччĕ те...

_ Сирĕн "çемье" çинчен те пĕлес килет...

_ Чи малтанах манăн "çемье" пысăк _ 6 кăларăм.

Класс ертỹçи пулнипе каласшăн. Хамăн ачасем пекех туйăнаççĕ. Уявсемпе паллă кунсенче саламсене йышăнса пĕтерейместĕп. Савăнатăп вĕсемшĕн. Çемьере вара 3 хĕр те пĕр ывăл ỹссе çитĕнчĕç, вĕренсе тухса пурте хăйсен специальноçĕпе ĕçлеççĕ. Светлана Шупашкарти пĕр строительство фирминче менеджер, Татьяна Мускаври "МаксимуС" фирмăра тĕп бухгалтер, Алексей "ПромСтеллаж" фирмăра управляющи çумĕ, Эльвира _ тĕп хулари "Акконд" фабрикăра лаборант. Пурте çемьеллĕ, 3 мăнук çитĕнет.

Юратнă мăшăр 5 çул каялла вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулсан та, пурнăç малаллах шăвать _ пурăнас пулать.

_ Эсир телейлĕ-и?

_ "Эп телейлĕ хĕрарăм" теме пултаратăп, мĕншĕн тесен ирхине шкула ĕçе каяс килет _ ачасемсĕр пурăнма пултараймастăп. Унтан паянхи тухăçлă кунпа киленсе киле таврăнатăп. Сывлăх çеç ыйтатăп Турăран. Ытти пурте пур, пулать те.

_ Тавах ăшă калаçушăн. Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕскере, паянхи кун шкул ертỹçинче тимлекенскере, ывăл-хĕр çитĕнтернĕскере, мăнуксене чĕрçе çинче сиктерекенскере, халăх хушшинче пурăнаканскере кунтан ытларах чыс-хисеп кирлĕ-и тата. Юбилей ячĕпе сире. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика