08 мая 2014 г.
Çакăн пек ят панă Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнĕ хăйĕн çĕнĕ программине. Ăна Культура çулталăкне халалланă.
В. Антонов ертсе пыракан коллектив кĕске вăхăт хушшинчех концерта хатĕрлесе çитерсе çывăхри Турхан, Анат Тăрмăш, Каншел ялĕсенче пулса хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Чăваш халăх юррисемпе композиторсем кĕвĕленисене куракансем хапăл туса йышăнчĕç. "Тăпăр-тăпăр тутарать", "Тăвансемпе пĕрле чухне", "Алă пар, тăванăм" сюитăсем халăха çывăх. Уйрăм юрăçсем те пултаруллă: Ю. Езюков, М. Сулагаева, М. Терентьева, Р. Иванова, Л. Ярукова, О. Мадюкова, Р. Антонова солистсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Чăнах та, ялсенче пурăнакансем тăван халăх юрри-ташшисĕр тунсăхласа çитнĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем килсе концертсем кăтартаççĕ-ха. Анчах вĕсенче çамрăксем çеç. Аслăрах çулсенчи куракансем халăх хушшинче анлă сарăлнă чăваш юррисене илтсе киленесшĕн, чăваш ташшине курса савăнасшăн. "Илем" ушкăн çак тĕллевсене пурнăçлас тĕллевпе ĕçлет те.
М. МАДЮКОВА. Çĕньял.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)