Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хальхи кунсем капла-ха, килес кунсем мĕнле-ши»

16 января 2013 г.

Çапларах пăхнăн туйăнать пирĕн çине кивĕ сăн ÿкер-чĕкре сăнланнă çынсем. Çаксем XIX ĕмĕр вĕçĕнче, XX ĕмĕрĕн малтанхи çурринче Çăл Атăк ялĕнче пурăннă Осиповсен пĕр çемйи. Вăл Çăл Атăкри Анисия Александровна Остроумова (Осипова) патĕнче упранать. Ăна хăш çулта ÿкерни паллă мар. Сухаллă çын çÿмĕнчи – унăн арăмĕ, вăл 1918 çулта вилнĕ. Эппин, сăн ÿкерчĕке чылай маларах тунă.

Халĕ сăн ÿкерчĕкри çынсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха. Сулахайран пĕрремĕшĕ, хайхи сухаллă арçын, Федор Яковлевич Осипов. Вăл 1875 çулхи ака уйăхĕн 14 (26)-мĕшĕнче Çăл Атăк ялĕнче çуралнă. Ĕçчен те сăпайлă çын пулнă. Çĕр ĕçĕпе пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ. Федор Яковлевич таврара Шлипшур шывĕ çинче шыв арманĕ тытнипе те палăрса юлнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче вăл ял халăхне шыв вăйĕпе çăнăх авăртса усă кÿнĕ. Революци пуличчен арманне пăснă.

Хальхи вăхăтра Çăл Атăкри Осиповсем пурте тенĕ пекех унăн ăрăвĕнчен аталанса кайнăскерсем. Вăл 1940 çулсен пуçламăшĕнче вилнĕ. Сăмах май, паян ялта Осиповсем 11 кил. Федор Яковлевич çумĕнче унăн мăшăрĕ Пелагия Прохоровна Осипова ларать. Вăл Çăл Атăкранах, Прохор Тимофеевич Прохоровăн хĕрĕ, 1874 çулта çуралнă. Федор Яковлевичпа вĕсем 7 ача çуратса ура çине тăратнă. 1918 çулта Пелагия Прохоровна чирлесе вилнĕ. Ун хыççăн Федор Яковлевич тепре авланнă. Кайран тата виçĕ тĕпренчĕке ура çине тăратнă.

Федор Яковлевич шыв арманĕ тытнисĕр пуçне ака-суха ĕçĕпе, вăрман ĕçĕпе те ĕçленĕ. Йывăçран чылай япала ăсталаса сутнă. Ку ĕçе унăн ачисем те вĕренсе юлнă. Федор Яковлевич тĕреклĕ хуçăлăх тытнă, XX ĕмĕрĕн малтанхи çулĕсенче виçĕ ывăлне пĕр харăс уйăрса кăларма вăй çитернĕ.

Сулахайран виççĕмĕш Евдокия Яковлевна Николаева (Осипова). Федор Яковлевичăн йăмăкĕ, вăл 1885 çулхи нарăсăн 13 (25)-мĕшĕнче çуралнă. 1907 çулта Евдокия Яковлевна Тури Тăрмăшри Иван Николаева качча тухнă. Хальхи вăхăтра унта ывăлĕ (Каня) пурăнать. Николаевсен çемйи çав тери ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынсем пулнă. 30 çулсенче Николавсене кулак туса çемйипех Çĕпĕре янă. Тăвансем пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пăрахман.

Сăн ÿкерчĕкре сылтăмри арçын – Деомид Яковлевич Осипов. Вăл Федор Яковлевичпа Евдокия Яковлевнан шăллĕ, 1889 çулхи авăнăн 3 (15)-мĕшĕнче çуралнăскер. Деомид Яковлевич çумĕнчи унăн мăшăрĕ Марфа Петровна Осипова. Вăл Аслă Арапуç хĕрĕ пулнă.

Деомид Яковлевич ялта хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тата тирпейлĕхĕпе палăрса тăнă, уйрăм хуçалăх тытнă. Каярах çемьерен пĕччен колхоза çырăннă. Ялта колхозсем йĕркеленĕ чухне ял халăхĕ унтан иртмен тет. Пĕррехинче колхоз тăвас тесе пуху пухсан, ял халăхĕ Тямук тете (ялта Деомид Яковлевича çапла чĕннĕ) колхоза кĕрсен кĕретпĕр, унсăрăн кĕместпĕр тесе каланă тет. Деомид Яковлевич колхоз йĕркине те часах хăнăхнă. Кĕске вăхăтрах чи хастар ĕçчен пулса тăнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вăл Александр ывăлне вăрçа ăсатнă. Шел пулин те, ывăлĕ каялла таврăнайман. Хăй вара çĕнте-рÿшĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче ăна бригадир пулма шаннă.

Унăн ăрăвĕнчен паян Çăл Атăкра Александр ывăлĕн хĕрĕ Анисия Александровна пурăнать. Деомид Яковлевичăн ывăлĕ Александр Деомидович фронтра пуçне хунă. Вăл, 1910 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланнă çулах тухса кайнă, ăна 1942 Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи “Безымяная высота” текен вырăна пытарнă. Александр Деомидовичăн мăшăрĕ, Ирина Макаровна, упăшкине вăрçа ăстанине çавăн пек аса илет: “Киле 25-ре икĕ ачапа юлтăм. Вĕсем ашшĕ тухса кайнă чухне кровать çинче тăратчĕç. Вăл вĕсене чуп туса хăварчĕ. “Илюк хăтапа ĕçлесе çÿрĕр,” тесе хăварчĕ. Выльăх пăхма тухсан та чикмек ури çине ларса йĕреттĕм. Упăшкаран икĕ çыру анчах илтĕм. Унтан вилнĕ хучĕ килчĕ”. Сăмах май, Аслă вăрçа Çăл Атăкри Осиповсенчен улттăн хутшăннă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Паян Деомид Яковлевич чĕртнĕ вучах çулăмне мăнукĕ – Остроумова Анисия Александровна – сÿнме памасть, хăйĕнче Уçăпсенчен (Александр Деомидовичран) илсе юлнă ĕçченлĕхе, амăшĕ (Уриш инке, Çĕньял хĕрĕ Ирина Макаровна пуян та ĕçчен çемьерен) енчен илнĕ сăпайлăхпа тирпейлĕхе паянхи кун та упрать. Аниççе аппа çав тери ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм. Вăл, çулне пăхмасăр, вăр-вар та пултаруллă. Çуллахи вăхăтра пахча-çимĕç туса илес тесе тăрашать. Выльăх апачĕ хатĕрлес çĕрте те хастар. Пĕчченех темĕн чухлĕ утă çулса типĕтет. Хĕлле те унăн ĕçчен алли пушă тăмасть. Вăл ача-пăча валли çăматă йăвалать. Унăн алли хатĕрленĕ хитре те ăшă кăçатăна мĕн чухлĕ ача тăхăнса савăнман-ши! Хĕрĕсене те май çитнĕ таран пулăшса тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, А.А. Остроумова Çăл Атăк ялĕнчи Уçăп ăратĕнчен тухнă чи хисеплĕ те сумлă хĕрарăм. Мăшăрĕпе, Геннадий Гаврилович Остроумовпа, тăватă хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика