Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан, тĕллев пурнăçланать

08 февраля 2014 г.

 Черетлĕ вĕренỹ çулĕн çурри хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсемшĕн яваплă тапхăр _ экзаменсем. Мĕнлерех хатĕрленеççĕ-ха ăна Çĕньялти вăтам шкулта? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕпе Г. Максимовапа сăмах пуçартăмăр.

_ Кăçал вун пĕрмĕш класран 7, тăххăрмĕшĕнчен 15 ача вĕренсе тухмалла. Вĕренỹ программине куллен ăша хывса пыракансемшĕн йывăрлăхсем пулмалла мар ĕнтĕ. Анчах тĕрĕслев пăшăрхантарать. Çавна пулах тăхăр класс хыççăн техникумсене çул тытакансен йышĕ ỹсет. Акă иртнĕ вĕренỹ çулĕнче алла 21-ĕн аттестат илнĕччĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ пĕлĕвĕсене техникумсемпе училищĕсенче малалла тăсаççĕ.

_ Галина Васильевна, ачасемпе элективлă курссем йĕркелетĕр. Хушма занятисем те ирттеретĕр пулас.

_Унсăрăн епле пултăр! Профильлĕ сехетсем те пур. Эрнен кашни кунĕнчех пĕрер предметпа консультацисем пулаççĕ. Учительсем кашни ача патне уйрăмшарăн та çул тупнă. Уроксем 8.30 сехетре пуçланаççĕ. Харсăртарах вĕренекенсем саккăра килсе мĕн ăнланмантараххине шĕкĕлчеççĕ. Çитĕнекен ăрушăн кирек кам та вăхăт тупма пултарать. Тĕпрен илсен, Н. Квасова, А. Нестерова, Л. Потапова, Л. Чернышева, Н. Иванова вĕрентекенсем çине тиеннĕ экзамен тытмалли предметсем.

_ Математикăпа тата вырăс чĕлхипе пурин те экзамен тытмалла. Тата хăш предметсене суйласа илнисем пур?

_ Обществознани, биологи, хими кирлĕ пулать хăш-пĕрне. Акăлчан чĕл-хипе парас текен те пур.

_ Паянхи куна ачасен пĕлỹ пухас шайĕ тата олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнасси мĕнлерех?

_ 92 ачаран пĕрремĕш çур çула саккăрĕшĕ пĕтĕмпех "5" паллăсемпе, 38-шĕ "4" тата "5" паллăсемпе вĕçлерĕç. Район шайĕнче олимпиадăсенче призлă вырăнсене йышăнакансем пур. Сăмахран Е. Пазитов биологипе, обществознанипе, Д. Павлов технологипе, обществознанипе, Т. Антонова, А. Михайлова, А. Захарова, А. Ухварина, М. Мадюкова пĕрер-икшер предметпа çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Д. Самарина, М. Мадюкова, Ю. Сулагаева "Янăравлă сăмах", М. Карягина вулавĕсенче палăрчĕç. А. Ухварина "Анне чĕри" конкурсра, Д. Павлов право марафонĕнче хастар пулчĕç. Спорт енĕпе те маçтăр ачасем пур. К. Елимова, Д. Нестеров, С. Шакин теннисла выляса район чысне республикăра та хỹтĕлерĕç. И. Бобров, Н. Елимова, К. Атитанова, М. Фомин, А. Ухварин армспортпа палăрчĕç. Команда вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн ирттернĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче И. Бобров, А. Ершов пĕрремĕш, М. Фомин, Д. Павлов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

_ Ачасен пĕлĕвĕ аш- шĕ-амăшне те интереслентерет. Ку енĕпе çыхăну еплерех?

_ Кашни чĕрĕк хыççăн пуху ирттеретпĕр. Вĕсенче ачисемпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле ларассине те йĕркене кĕртнĕ. Уроксене итлеме килме те ỹркенмеççĕ. Вĕренсе тухсассăн ачи ăçта çул тытасси пирки те сăмах пуçаратпăр. Çывăхри хуласенчи вĕренỹ заведенийĕсене экскурсисене илсе çỹретпĕр. Пулас выпускниксем, акă, медицина училищине, планпа экономика колледжне, ял хуçалăх академийĕпе педагогика университетне çитсе килчĕç. Патăрьелĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта мĕнле ĕç вырăнĕсем пуррипе те интересленчĕç вĕсем.

_ Вун пĕр çул шкула çурăм хыçне сумкка çакса çỹрекен ача экзамена тытатех пулас ĕнтĕ.

_ Тытма тивĕçлех. Пĕрремĕш класран пуçласах математикăпа, вырăс чĕлхипе урокра ларнисĕр пуçне кружоксене çỹреççĕ. Ỹссе пынăçемĕн сехечĕсем те хушăнаççĕ. Вĕренес текен программăпа ĕлкĕрсе пыратех. Тĕрĕслев вара кирлех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика