Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пĕр чĕлхе тупсан…

08 февраля 2014 г.

Паян вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ыйтăвĕсем нумай: ял тирпей-илемĕшĕн те, унăн аталанăвĕшĕн те, тĕрлĕрен программăсене явăçассишĕн те тăрăшмалла. Пĕрлех уйрăм çынсен ыйтăвĕсене тĕпе хумалла. Çав вăхăтрах хăйсен хыснине пуянлатассишĕн те тимлемелле. Урăхла каласан, ял пуçлăхĕпе администраци специалисчĕсене çеç халăхпа кар тăрса ĕçлеме çăмăл мар. Вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлекенсенчен пĕрисем депутатсем шутланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çакнашкал хастарсене ĕлĕкех "халăх тарçи" тесе чĕннĕ.

Çĕньял поселенийĕнче вун икĕ депутат суйланă. Ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан, кунта яваплă тивĕçе пурнăçлакансем ытларах _ ача амăшĕсем. Тури Тăрмăшсем Н. Тихонована иккĕмĕш хут та çак тивĕçе пурнăçлама шаннă. Надежда Ильнична _ педагог. Çĕньял хĕрĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн кỹршĕ яла çĕнĕ кин пулса килнĕ. Çавăнтанпах вăл ял халăхне юраса пурăнать темелле. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче ăна ентешĕсем ырă енĕпе çеç пĕлеççĕ: матур, пултаруллă, тирпейлĕ, ватăпа _ ватăлла, çамрăкпа _ çамрăкла, кирек мĕнле ĕçшĕн те кар тăрать, сăмаха çилпе вĕçтермест...

_ Урампа иртсе пынă чухне пирĕн пек ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланмасăр утса каймасть. Ыйтусем нумай тупăнаççĕ. Ун пек чухне тỹрех Надежда Ильинична патне çул тытатпăр, _ теççĕ тăххăрмĕш теçеткене çывхаракан Гавриловсем.

Депутат çирĕплетнĕ тăрăх, Туслăх урамĕнче çамрăксем сахалăн пурăнаççĕ. Хăйсем те мăшăрĕпе аллă çула капашаççĕ пулин те чи çамрăк çемье шутланаççĕ иккен. Çапах та тирпейлĕ те хисеплĕ, ĕçлĕхлĕ ватăсем сахал мар. Акă, Г. Григорьев ывăлĕпе çеç пурăнать пулин те хуçалăхне тирпейлĕ тытса тăрать, икĕ ĕне пăхма те мехел çитерет. Анастасия Петрова пенсионерка та унчченхи хастарлăхĕпех кил-тĕрешре чылай ĕç тăвать-ха. Ултă ача амăшĕ ĕмĕр тăрăшшĕпе фермăра тăрăшса та выльăхсенчен йăлăхман курăнать: паян та вĕсен витинче ĕни те, пăрăвĕ те, чăх-чĕпĕ те пур.

Вырăнти влаçăн чи пирвай татса памалли, куçа тирĕнекен ĕçĕ _ пурăнакан вырăна, территорие тирпей-илем кĕртесси. Тасалăхпа йĕркелĕх ытларах чухне укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Анат Тăрмăш витĕр темиçе çул каялла асфальт çул хунă хыççăн ял самай тирпейленчĕ. Çĕнелчĕ те. Хальхи вăхăтра урамсенче вăрман хуçалăхĕ евĕр вутă-шанкă купаланса выртнине кураймастăн. Ун вырăнне çулла чылайăшĕ пахчисенче çеçке кăшăлĕсем туса капăрлатаççĕ.

Ку тĕлĕшпе Сергеевсем, Шагаровсем, Петровсем, Еремеевсем, Ивановсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен умĕсенчи чечекĕсем çу каçа иртен-çỹрене илĕртеççĕ. _ Ку тĕлĕшпе çуркунне субботниксем йĕркелесе тата ытларах капăрлатасшăн. Сăмах май каласан, экологи çулталăкĕнче тирпей-илемшĕн халăхпа кар тăрса ĕçленисем сахал мар пулчĕç. Хамăрăн пысăк çăл куç йĕри-тавра халăх вăйĕпе йышлă йывăç лартса хăвартăмăр: хыр, çăка, туя... Кăçалхи хĕле лайăх чăтса ирттерсен вĕсем аванах тымар ямалла. Ял масарне халăх вăйĕпе тирпейлесе-тасатса тăрасси те ырă йăлара, _ тет Н. Тихонова. Надежда Ильиничнана пулăшса пыракан уйрăм хастарсем те пур. Акă, иртнĕ çул В. Сергеев хăй пуçарăвĕпе тăкăрлăка тикĕслеттерсе вак чул сартарнă. Çулне кура мар хастар педагог-ветеран ытти ĕçсенче те яланах халăхшăн ырă тĕслĕх.

Депутатпа сăмах çумне сăмах хушнă хыççăн виçĕ ача амăшĕн ытти вăрттăнлăхĕсем те çиеле тухрĕç. Хĕрарăм юрра-ташша та ăста. Темиçе çул ĕнтĕ вăл вырăнти "Çăл куç" ансамбле çỹрет. Районти краеведсен чи хастар членĕ те вăлах _ республикăри турслетсене хутшăнса çулсеренех çĕнтерỹпе таврăнать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика