Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура _ кăтартуллă çемьесем

05 февраля 2014 г.

 "РАÇÇЕЙ йĕлтĕр йĕрĕ _ 2014" массăллă чупу умĕн Республика Пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн спорта юратакан çемьесем хушшинче йĕркеленĕ эстафетăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастарсем те алхапăлах хутшăннă. Ячĕшĕн çеç те мар темелле. Турханти Осиповсемпе Çĕньялти Макаровсен çемйисем иккĕшĕ те чи вăйлă ушкăнсен шутне кĕнĕ: пиллĕкмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă çемье пуçлăхĕсем иккĕшĕ те "Единая Россия" членĕсем пулнăран, спортсменсем партин Чăваш регион уйрăмĕнчен те хаклă парнене тивĕçнĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ пирки сăмах пуçарнă май, чупу вырсарни кун пирĕн районта та пысăк пуçарулăхпа иртсе кайнине палăртмалла. Кунта çулĕпе чи аслă шурсухал Ишлĕрен пулнă иккен. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан Тихон Яковлевич Титов педагог-ветеран 86 çулта иккенне пăхмасăрах ăмăртăва хутшăннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика