Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыра-ыра туйамсем суратать

18 января 2014 г.

 Анат Тăрмăшри пуçламăш пĕлỹ паракан шкул-ача сачĕ пĕчĕк комплектлă вĕрентỹ учрежденийĕсен йышне кĕни темиçе çул ĕнтĕ. Апла пулин те унта пурнăç вĕресе çеç тăрать, ялти вĕрентỹ вучахĕ кунран-кун хĕмленсе çунать.

Нумаях пулмасть кунта ялти сумлă та хисеплĕ çынпа, педагогика ветеранĕпе Анат Тăрмăш шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ Ершов Владимир Ивановичпа тĕл пулу урокĕ иртрĕ. Вĕрентỹ ĕç-хĕлĕпе сыв пуллашни теçетке çултан та иртнĕ пулин те В.И. Ершов паянхи кун та тăван шкулăн ĕç-хĕлĕпе, хăй вĕрентнĕ ачасен шăпипе кăсăклансах тăрать. Урок тĕл пулăва 1-4 классенче вĕренекен 28 ача хутшăнчĕ. Хисеплĕ таврапĕлỹçĕн çамрăк ăрăва каласа памалли, пурнăç хăйевĕрлĕхĕпе паллаштармалли чылай. Малтанах ăста педагог ачасене тăван тăрăхăн авалхи кун-çулĕпе, ял, халăх пурнăçĕн паллăрах пулăмĕсем çинчен каласа пачĕ. Каярах ачасене тăван тăрăха упрамалли, ăна илемлĕ те хăтлă тăвас ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пымалли çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренекенсемшĕн уйрăмах хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен пурнăçĕпе паллаштарни кăсăклă пулчĕ. Ачасем авалхи пурнăçпа кăсăкланса кайса хăнана чылай ыйту пачĕç. Алăпа тырă вырни, вăкăрпа кĕлте турттарни, хĕллехи шартлама сивĕре тăпачăпа тырă çапнине аса илсе шăпăрлансен куçĕ умне кăларса тăратасси çăмăлах мар. Хăш-пĕр аса-илỹ пурнăç хура-шурне самай курнă шур сухалăн куçне куççỹл те килтерчĕ.

Хăйĕн пурнăçĕн 40 çулне ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă хăна, урок тĕл пулура ачасене аваллăх тĕнчине сăмах урлă çеç илсе çитермерĕ. Вăл авалхи йăла-йĕркепе ĕç-хĕлĕн хăш-пĕр саманчĕсене кăтартса пама та пултарчĕ. Çăпата хуçас, пушăт ха-тĕрлес, кантăра явас, çатан çыхас тата ытти чылай ĕç йĕркипе ачасем урокрах паллашма пултарчĕç. Çак йывăрах мар ĕçĕн хăш-пĕр хăнăхăвĕсене алла илме те именсе тăмарĕç. Пĕр сăмахпа каласан аса илỹллĕ тĕл пулу урокĕ ачасемшĕн усăллă пулни вĕрентỹн кашни самантĕнчех курăнса тăчĕ. Ачасем ытти чухнехинчен активлăрах пулни, пĕлес, ас туса юлас туртăмĕ вăйлăрах аталанни курăнчĕ. Урок вĕçленсен те ачасем сыв пуллашма васкамарĕç, хăйсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва сỹтсе яврĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç. Хисеплĕ вĕрентеке-нĕмĕр ачасене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утма, пурнăçра çăкăртан асли никам та пулма пултарайманнине, ваттисене хисеплемеллине, тăван çĕре, тăрăха юратмалине ăша хывма пулăшрĕ.

В. ЕРЕМЕЕВА, В. НИКИТИНА вĕрентекенсем

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика