Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемесĕр пурлăх пухăнмасть

22 декабря 2012 г.

Çĕрпе ĕçлекенĕн çанталăкăн хăш вăхăтĕнче те канăçлăх çук. Çуркунне вăхăтра акса хăварас, çулла çум курăкран тасатас, кĕркунне пуçтарса кĕртес тесе тăрăшать. Хĕлле вара управа хунă çимĕçе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси канăçсăрлантарать. Çăл Атăкра пурăнакан Б. Емельянов

(ÿкерчĕкре) та 2007 çултанпа çакăн пек пурнăçпа пурăнать. Ачаранах тар тăкма хăнăхнăран хăй ку çула суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест.

Малтанхи çулсенче Емельяновсем хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕнче тата ял тăрăх администрацийĕнчен арендăна илнĕ лаптăкра çеç акнă, лартнă. Çулсем иртнĕçем техника туяннă, çавна май ĕç калăпăшне тата ÿстерес тĕл-левпе урăх çынсен пайĕсене тара илнĕ. Халь Борис Петрович 40 гектара яхăн çĕрпе усă курать. Кăçал унта 4 гектар тулă, 11 – урпа, 4 – çĕр улми, 12 гектар нумай çул ÿсекен курăксем çитĕннĕ. Вĕ-семсĕр пуçне тата кавăн, кишĕр, сухан вăрлăхĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пулнă.

– Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Лотерейăри пекех: пĕр çул тухăçĕ ăнса пулать, анчах хакĕ çук, тепринче пурте йĕркеллех пек, çанталăка пула тăкак тÿсетĕн. Йывăрлăхсăр мар ĕнтĕ, апла пулин те чунăм хамăра тăрантаракан, тумлантаракан патнех туртăнать. Хирте тăрăшнă чухне чĕрере те савăнăçлă, – тет фермер сăмах çăмхине сÿтнĕ май. Агроном профессине алла илнĕрен Борис Петрович пусă çаврăнăшне пăхăнма, вăрлăхсене çĕнетсе тăма тăрăшать. Çĕр улминне, тыр-пулăнне “Малалла”, “Труд” хуçалăхсенчен туяннă. Çитес çуркунне вĕсене татах çĕнетесшĕн. Кишĕр, сухан вăрлăхĕсене хăйсен вăйĕпех туса илеççĕ. Кăçал та тепĕр çула валли çителĕклех янтăланă.

Туса илнĕ тухăçăн пĕр пайне Емельяновсем кĕркунне сутаççĕ, çавăн пекех управа та хураççĕ. Хĕл каçарма 12-14 тонна “иккĕмĕш çăкăр”, кишĕр, севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр хатĕрленĕ.

– Продукцин пĕр пайне хиртенех парса яратпăр. Кăçалхи тупăш укçипе утă преслакан агрегат илтĕм. Техника шутне пĕчĕккĕн пысăклатса пырасшăн. Пĕлтĕр патшалăх хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитпа усă курса МТЗ-82 трактор, дискатор туянтăм, – сăмаха малалла тăсать Б. Емельянов.

Çĕр çинче пĕччен çеç ĕçленипе малалла каяймастăн. Турханти ача са-дĕнче тимлекен мăшăрĕ, хĕрĕпе ывăлĕ, амăшĕ яланах чи çывăх пулăшуçисем пулнă. Тăван ялĕнчех йăва çавăрнă йăмăкĕн çемйипе те килĕштерсе ĕçлеççĕ. Борис Петрович юлташĕсемпе те тачă çыхăну тытать. Пурин те кирлĕ агрегат çук, çавăнпах пĕр-пĕрне сухаласа, утă пуçтарса параççĕ. Çывăхри ял хуçалăх предприятийĕсемпе те килĕшÿ тума тивет. Кăçал, акă, Турханти “Хастар” ял хуçалăх предприятийĕнчен тыр-пула пухса кĕртме комбайн арендăна илнĕ. Фермер уншăн хуçалăхăн çĕрне дискаторпа кăпкалатнă.

– Эпир улттăн пĕр тăван. Пире пĕчĕклех “куршанак” çыпăçнă. Аттепе анне иккĕшĕ те фермăра вăй хунă, вĕсем таврăннă çĕре выльăхĕсене те пăхнă, кăмакине те хутнă... Вырсарни кунсенче пулăшма кайнă. Хамăр та ачасене ĕçлеме хăнăхтарма тăрăшатпăр. Хĕрача, Надежда, аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвне аталантарать. Каникула е канмалли кунсене килсен пушă тăмасть. 9 класра вĕренекен Дима яланах хампа юнашар. Сухаланă, трактор юсанă чухне те эпир иксĕмĕр пĕрле. Ывăл та ман çулах суйласа илме шухăшласан – хирĕçлеместĕп. Ăна вăй çитнĕ таран пулăшăп, – терĕ Борис Петрович.

Хирте тар тăкнисĕр пуçне Емельяновсем карта тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕне, вăкăр, пушмак пăру пур, чăххи-чĕппи те çителĕклех.

Б. Емельянов хăй пурăнакан урамри çула тир-пейлессипе те тăрăшать. В. Пазитов кÿршипе ик-кĕшĕ тумхахсене якатсах тăраççĕ. Хĕллехи кунсенче юр та уçаççĕ.

Тăрăшуллă, ĕçлĕхлĕ çемье тесе калас килет Емельяновсем пирки. Пурнăçра вĕсем çăмăл çул суйласа илмен. Тĕрĕссипе, тыр-пул çитĕнтересси нихăçан та тар тăкмасăр пулман. Апла пулин те вĕсем пуç усмаççĕ, мĕншĕн тесен йывăрлăсенчен хăрамаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика