30 октября 2013 г.
Иртнĕ ĕмĕрти вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнчи синкерлĕ хаяр вăхăт... Мĕн чухлĕ ним айăпсăр, çĕр-шывпа общество ĕçне чунтан парăннă çынсене хур кỹнĕ вăл, тỹрĕ чунлисене ултавра тытнă. Унăн синкерлĕхĕ нумайлăха асаппа, ыратупа юлнă. Кирек мĕнле аса илỹ те чуна çỹçентерет. Анчах та пурăнас, ĕç тăвас кăмăла хуçмасть ку пĕрре те, пачах урăхла: пурнăç çине вичкĕнрех, тишкерỹллĕрех пăхма хистет. Историе пĕр пĕтĕмĕшле пĕлни пире иртнĕ тапхăрсене туллинрех ăнланма, хăюллăрах, пуçаруллăрах ĕçлеме, пуласлăха пĕтĕм ăспа, чунран килекен çирĕп тĕллевпе утма пулăшать.
Истори вăл суясăр. Темле йывăр çулсенче те, синкерлĕ кунсенче те ĕçпе пултару паттăрĕ _ халăх, унăн шанчăклă ывăл-хĕрĕ пуç усман. Тĕрĕс калать И. Кузнецов историк: иртнĕ тапхăрсенчи, 1937-1938 çулсенчи пулăмсем çинчен пĕлсе тăни, вĕсене тишкерсе ăнланни пире паян та питĕ кирлĕ. Эпир халиччен çын-çын урлă, вăрттăн-хĕрттĕн тенĕ пек илткелесе пĕлнĕ ĕçсем çинчен шар курнă çынсем хăйсем каласа панинчен çакă паллă: айăпсăртан айăплас хаяр хум Чăваш Республикинче пурăнакан нумай çынна ахăрсамана пек килсе çапнă иккен.
Шар курнă пин-пин çынран пĕри _ Анисия Ивановна Чернова _ аса илĕвĕнче те тем тери хурлăх, асап, ырату. Вăл Çĕньялта çуралнă, учительница пулса ĕçленĕ. Çак тапхăр çинчен халиччен никама та каласа паман. Тен, ыйтакан та пулман. 1937 çулта Çĕньялтан репрессие лекнĕ 9 çемьерен пĕри Иван Капитонович Чернов çемйи. Апла пулсан, çакă ял историйĕн пĕр страници те. Çавăнпа хаклă Анисия Ивановна аса илĕвĕ. Уншăн хăйшĕн темле йỹçĕ пулсан та.
Асатте-асанне
Эпир малтан Чăлах кассинче, хальхи Василий Егорович Семеновсен вырăнĕнче пурăннă. Пỹрт пысăкчĕ. Асаттене Капитон Яковлевич тесе чĕннĕ. Вĕсен йышлă çемье пулнă: 4 ывăл та 2 хĕр. Хуçалăхĕ те тĕреклĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, 2-3 лаша тытнă, ĕне-сурăхсăр та пурăнман. Асатте çил арманĕ тытнă, жнейкăсем туяннă. Вырăнти активсемшĕн арман тытни пуян текеннисен списокне кĕртмелли тĕп сăлтав пулса тăнă та ĕнтĕ. Тата асатте пĕр ачана усрава илнĕ пулнă (ятне ас тумастăп). Тăлăха влаçсем тарçă пек курнă пулмалла. Кайран çав усрав ача асаттен пĕр хĕрне _ Вири аппана юратса пăрахать. Вара иккĕшĕ вăрттăн пĕрлешеççĕ. Асатте вăрçни те, тăвансем сиввĕн пăхни те чарса тăрайман вĕсене. Пуян хĕрĕ чухăна качча кайнă. Вĕсен икĕ ача çуралнă. Хĕрĕ В. Лукьяновсен тетĕшне качча тухнă, халĕ вилнĕ. Ачи пулман. Николай ывăлĕ тĕреклĕ çын пулнă. Куккăшĕ патне Мускава тухса кайса ĕçе вырнаçнă, çар хĕсметĕнче шыв айĕн ишекен карап çинче пулнă. Вăрçă пуçлансан алла хĕç пăшал тытса фронтра çапăçнă. Мĕнле вилни паллă мар. Çапла вара Вири аппан чухăн çынпа çавăрнă çемьен тымарĕ юлман.
Мăшăрĕ вилсен икĕ ачапа ăна Владимир Иванович Шакин качча илнĕ. Унтан тепĕр пусинкке 2 ывăлпа хĕр çуралать: Иван Владимирович (Шăхачри йывăç япаласен комбиначĕн директорĕ пулса нумай çул ĕçленĕ, унтах çурт лартса çемье çа-вăрнă, Василий Владимирович (Çĕньял шкул учителĕ пулнă Валерий Шакин ашшĕ), Анна Владимировна (Пысăк Çерук ывăлне Давида качча кайнă). Ку пусинкке ачисен тымарĕ çирĕп-ха.
Атте-анне
Чăлах кассинчен аттепе анне _ Иван Капитоновичпа Ксения Васильевна _ хальхи вырăна Шур кассине уйрăлса тухнă. Кунтах эпир çуралнă. Аслă аппа _ Маюк (1909-1996), Никонор (ачаллах вилнĕ), Хветĕр тете (1914-1966), Анна аппа (20 çулта чирлесе вилнĕ), эпĕ_ Аниççе (1922), Петĕр шăллăм та ачалла вилнĕ. Асатте пире çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Атте вара иккĕллĕ пысăккине тума вăй çитернĕ, икĕ вите лартнă, кĕлет тунă. Кỹршĕри тăвансем патĕнче мунча кĕреттĕмĕр. Пире, уйрăлса тухнă тесе, тỹрех раскулачить туса ссылкăна ямалла туман. Аттене тĕрмене илсе кайнă, ĕçлеттернĕ. Унăн шăллĕне, тĕп килте пурăнаканскере _ Василий Капитоновича _ тỹрех çемйипе Çĕпĕре ямалла тунă. Малтан хăйне Йĕпреçе ăсатнă, кайран арăмĕпе 3 ачине. Пĕр ывăлĕ унтах вилсе юлнă. Арăмĕ тарнă. Яла таврăннă _ çурт çук. Вăрçă вăхăтĕнче нушаланса пурăннă та вилнĕ. 1933 çулхи Нина хĕрĕпе Васили ывăлĕ Ижевскра тĕпленнĕ.
Шçпаран иртеймен
Раскулачить тума килнине питĕ лайăх ас тăватăп. Эпĕ ун чухне 15 çулхи хĕрача пулнă. Анне çăкăр пĕçернĕ. Хамăр кăмака çине хăпарса ларнă. Çĕрĕпе кĕтрĕмĕр. Ире хирĕç виçĕ çын пăшалсемпе килчĕç. Арчасене, япаласене маларах чухăнсене салатса панă пулнă. Тырăсене, выльăхсене тытма ирĕк паман, пиçнĕ çăкăра çеç илме чарман. Аттене темиçе кун маларах тытса кайнă.
Аннен кĕмĕл тенкĕллĕ хушпу-тухьясем пуррине пĕлнĕ те çавна ыйтма пуçларĕç. Анне таçта хунă вĕсене. Пăшаллă çынсем ăна хăмсараççĕ, атте патне тĕрмене яратпăр, пире ача çуртне леçетпĕр тесе хăратаççĕ.
Эпĕ чарăнайми йĕретĕп. "Анне, пар!", "Анне, пар!" тесе кĕпе аркинчен туртатăп. Тĕрмене хупасран е персе пăрахасран хăранă ĕнтĕ хам.
_ Мĕн парас-ха ман? _ тет анне. _ Вĕсене сутнă вĕт, çурт турăмăр. Ярăнмалли çуна çине пур-çук япаласене, пиçнĕ çăкăра тиесе кайрăмăр çуртран. Мунча кĕнĕ чух Клавдия Федоровна япаласене илсе кайма хушмарĕ, кайран çеç çуса илсе пырса пачĕ.
Хăрах касра кукаçисем патĕнче (Н. Сулагаева аппан ашшĕ) пĕр çул пурăнтăмăр. Вĕсен пỹрчĕ тăвăр пирки кỹршисем (Еççуксем) патне хваттере куçрăмăр. Амăшĕн куçĕ курмасчĕ, мана пурăнма йывăр, атьăр хамăр пата, терĕ.
Еççукăн шăллĕ Алексей Семенович ăслă çынччĕ, ачаллах Патăрьелĕнче судья патĕнче секретарь пулса ĕçленĕ.
Атте тĕрмерен çулталăк иртсен килчĕ. Каллех хĕсĕрлеççĕ, йывăр ĕçсем хушаççĕ. 24 сехетре 200 çăмарта тупса памалла. Пурнăçлама май çуккине те пĕлеççĕ. Пухайманран каллех тытса каяççĕ. Çапла темиçе хут та тĕрмене лартрĕç.
Хуралтăсене йỹн хакпа салатса пĕтернĕ.
Пỹрте çеç хăварнă. Кĕлете Еççуксем пиртен илнĕ пек турĕç, кайран хамăра каялла пачĕç. Халĕ те çавах ларать-ха. Пỹрте чухăнсене пурăнма янă. Пирĕннинче Иванкка Ваççуксем (Суккăр Елюç ашшĕ) вырнаçнă. Хăйсен пỹрчĕ мунча пек çеç пулнă вĕсен. Çемйипех ĕçлеме ỹркеннĕ тесе калатчĕç. Тырă та туса илеймен тет.
Çавăнпа суйлама ирĕк парсан:
_ Ваня çуртне каятпăр,_ тесе каланă тет.
Çав янтă пỹртре те пурнăçа йĕркелесе ярайман вĕсем. Пиртен юлнă тырăсене çисе янă та ял советне кайса тата ыйтнă. Вĕсен чухăнлăхĕн сăлтавне пĕлнĕ ĕнтĕ. Ĕçлемесĕр ăçтан пурлăх пултăр-ха? Вара Иванкка Ваççук çемйине кайри пỹртре çеç пурăнмалла тунă. Малтинче (вăл пысăкрахчĕ) шкул ачисем вĕренме пуçланă. Тепĕртакран вара Ваççуксене веçех пирĕн килтен хăваласа кăларса янă та 1933-1939 çулсенче шкул тунă. Эпĕ 2 класра хамăр килти шкулта вĕреннĕ.
Пичче прошени çырнă хыççăн çурта каялла пама йышăннă. Анчах шкул ачисен вĕренме вырăнĕ çук. Советсем пире вĕсене тỹрех кăларса ан ярăр тесе ыйтрĕç. Ку вăхăт тĕлне мунча пуринчен тунă пĕчĕк çеç пỹртре пурăнма пуçланăччĕ.
Аттене юлашкинчен тытса кайнине лайăх ас тăватăп. 1937 çулхи кĕркунне 2-3-ĕн килчĕç те: _ Иван Капитонович, сире арестлеме килтĕмĕр,_ терĕç. Сăлтавне каламарĕç. Анюк аппа чирлĕ выртать. Пирĕн килте ухтару турĕç. Нимĕн те тупаймарĕç.
_ Жалоб нет,_ тесе çырса хăварчĕç.
Атте пир парттинка сырчĕ, тăла пиншак, карттус тăхăнчĕ. Ман пата пычĕ те:
_ Аниççе, вĕренме ан пăрах,_ терĕ.
Урăх курман вара эпĕ аттене.
Малтанхи хутĕнче ытла инçетри тĕрмесене яман пулмалла ăна, юлашки хут вара Свердловск облаçĕнче пулнă. Хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Австринче тыткăнра пулнăскер, тухса тарса темиçе уйăх киле килнĕ, çавăн чухне желудокпа чирлесе юлнă. Кайран граждан вăрçи вăхăтĕнче те сахал мар асап тỹснĕ. Çавăнпа анне атте патне сухари типĕтсе посылкăпа ярса паратчĕ. Тете те Мускавран тутлăраххисене янă. Анчах тĕрмери сокамерникĕ ырă мар çын пулнă. Атте вилсен те унăн посылкисене вăлах илсе тăнă.
Тавансем
Федор Иванович Чернов 1914 çулта çуралнă. Çемьере виççĕмĕш ача пулнă.
Хĕветĕр тете малтан ялта вĕреннĕ, ун хыççăн Патăрьелне строительство мастерскойне кайнă. Унта вăл гитара тата балалайка тума вĕреннĕ. Яла та илсе килнĕччĕ, урама балалайкăпа тухатчĕ. Анне вăрçатчĕ.
Пире раскулачить тунă чух вăл Патăрьелĕнче вĕреннĕ пулнă. Аттене тĕрмене тытса кайнине такам пĕлтернĕ ăна. Вара вăл, киле килме тухнăскер, çĕрле Турхана каять те унти палланă çынсемпе Мускава çул тытать. Малтан ниçта та ĕçе илмен. Вара вăл малалла вĕренет, унтан строительство техникумĕнче _ каçхи уйрăмра _ инженер специальноçне илет. Вĕренсе тухнă хыççăн çар обьекчĕсем тăвакан заводра ĕçлеме пуçлать. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе августра фронта каять. Малтан загородительнăй отрядра асли пулать. Наступлени пуçлансан Астрахане куçать. Мускава кирлĕ пакетпа кайнă чухне çула май пĕр каçлăха киле кĕрсе тухать. Çавăн чух анне Хĕветĕртен:
_ Мĕншĕн ху ирĕкỹпе вăрçа кайрăн-ха?_ тесе ыйтрĕ.
_ Пурте тăшманпа вăрçаççĕ, эпĕ айккинче юлас çук,_ терĕ.
Фронта кайиччен вăл кăтрарах çỹçлĕччĕ. Вăрçă пĕтсен (офицер пулнипе вĕсене час киле яман) унăн шакла пуçне курсан пурте тĕлĕнтĕмĕр. Мускавра пичче "Метростроевская" организацире ĕçлеме пуçларĕ. Хулара ун чухне нумай объект тумалла пулнă.
Темиçе çултан "Норильскникельстрой" организацине куçнă. Унтах авланнă. Ачи пулман. Вăрçă суранĕсем канăçсăрлантарнă ăна. Пуçне контузи пулнă, уринче _ пуля.
1965 çулта халь пурăнакан çурта тума пулăшрĕ. Çу каçиччен вăрман касса пураса кĕмелле турĕ. Урăх яла килеймерĕ вара. Пуçне юн кайнипе сасартăк вилнĕ. Питĕ шел пулчĕ _ пирĕн тĕп шанчăкчĕ вĕт-ха вăл ĕмĕр тăршшĕпех.
Манан пурнăс
Эпĕ шкулта 7 класс вĕреннĕ. Атте вăхăтлăха тĕрмерен таврăнсан кукаçине хăй панă мунча пуринчен лартнă пĕчĕк пỹртре ỹснĕ. Çавăнта та маччана çитиччен фикус ỹстереттĕм. Ăна Упамсаран пĕр турат касса килсе чĕртнĕччĕ. Аннене чăрмантарнă та пуль ĕнтĕ çак чечек.
Кайран эпĕ Турханта вăтам пĕлỹ илнĕ. 1940 çулта алла аттестат илсен Федя тете Мускава илсе кайрĕ. Унта вĕренме кĕресшĕнч-чĕ. Вăрçă пуçланса пĕтĕм ĕмĕте татрĕ. 1941 çулта Мускав çине бомба пăрахнине хам куçпа хам курнă, ăна ĕмĕрне те манассăм çук. Вара август уйăхĕнче пичче пит йывăрпа билет илсе поезд çине лартса киле ячĕ.
Çав çулах, арçын учительсем вăрçа кайса пĕтнипе Патăрьелĕнчи педучилищĕне пирĕн пек çамрăк хĕрсене экстерн йĕркипе (заочно) вĕренме илчĕç. 1941 çулхи шартлама хĕлле Сăр шывĕ хĕррине окопсем чавма, дзотсем тума илсе кайрĕç. Атăл тăрăх нимĕçсем килесрен хăранă, Сăр çыранĕсене те чăнкăлатнă ун чух. Лумпа, кĕреçепе шăннă çĕре чавма çав тери йывăрччĕ.
Ман тумтир кăшт питĕрех пулнă-ха. Хăш-пĕрисен питех те начарччĕ-çке. Мĕнле чăтма вăй-хал çитернĕ-ши мĕскĕн хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем 40 градуса? Çав хĕл сивĕ пулнипе нимĕçсем те нумай вилчĕç ĕнтĕ, Мускава илеймерĕç.
1942 çулта ялти шкулта ĕçлеме пуçларăм. 17 çул (вĕсенчен иккĕшне Тăрмăш шкулĕнче) ачасене вĕрентрĕм. Директор ун чух Емельян Васильевич Нестеровчĕ, завучĕ Василий Сергеевич Антонов. Вăрçă хыççăн А. Логинов историк, А. Калля, Н. Шлаев учитель-фронтовиксем таврăнчĕç.
Кайран директор улшăнчĕ. Пурнăç вăрçă хыççăн çăмăлах марччĕ-ха: ялан траттайкка туртмалла, утă, вутă турттармалла. Вара шутларăм-шутларăм та Мускав çумĕнчи Ступино хулине кайса ăнăçлă ĕçе вырнаçрăм. Пирĕн çулхи хĕрсене çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма Турă çырмарĕ: вăрçă чăрмантарчĕ. Пурччĕ манăн та врач пулма хатĕрленекен кăмăл туртнă каччă. Вăрçа кайрĕ те таврăнаймарĕ.
Пирĕнпе тантăшсем чĕрĕ юлнисем те сахал пулнă та, урăх савни тупас тесе те тăрăшман. Вăрçăра пуç хунисем асран тухман, çавăнпа пĕтĕм пурнăçа ачасемпе ĕçлесе ирттертĕм.
Ступино хулинче 12 класс таран вĕрентетчĕç. ФЗО планĕпе ĕçлесе шкул пĕтернĕ çĕре ачасем профессисем илетчĕç, кайран техникум-институтсенче пĕлĕвне малалла тăснă. Ачасене патшалăх пăхнă: çитернĕ-тумлантарнă, мĕншĕн тесен вĕсем пурте тăлăх ачасем пулнă.
Эпĕ çак шкулта пуçламăш классемпе ĕçленĕ. Темиçе çултан шкула çĕнĕлле йĕркелерĕç: 10 класс таран вĕрентме пуçларĕç, кайран техучилище туса авиазавод валли специалистсем хатĕрлеме пикенчĕç. Вара пуçламăш класра вĕренекенсене ача çурчĕсене вырнаçтарма тиветчĕ. Пире хăнăхса çитнĕскерсем, уйрăлса каяшăн мар йĕретчĕç. Канмалли кунсенче пырса çỹретчĕç.
Пĕр самант халĕ те асра. Василий Лукашова Мускав облаçĕн чиккинче вырнаçнă ача çуртне леçмеллеччĕ. Манăн ăна унта çитерсе вырнаçтармаллаччĕ. Малтан Рижский вокзалтан электричкăпа, кайран автобуспа кайрăмăр.
Кĕркунне. Ача çурчĕ ĕлĕкхи мăнастирте вырнаçнă. Йĕри-тавра кỹлĕ. Эпир çитнĕ çĕре тĕттĕм-леннĕччĕ. Вася ман çума йăпшăнать, хăй чĕтрет. Урамра çутăсем çук. Плотина урлă каçатпăр. Шыв хуллен шăмпăлтатать. Картишĕнче çутă пур. Кĕтсе илчĕç. Таса, çутă коридор. Ачана патăм. Унăн аппăшĕ кунта пулнă иккен, вĕсене уйăрас мар тесе Васьăна кунта янă. Апат çитерчĕç те çывăрмалли пỹлĕме кайрăм. Çывăрса каяйманччĕ _ ман пата Вася килчĕ. Умра тăрать. Эп кунта юлмастăп тет. Йĕрет. Халь çывăрма кай, ирхине куç курать унта тетĕп. Эпĕ тăриччен Вася каллех ман умра. Аппăшĕ ỹкĕтленине те итлесшĕн мар. Эп урăх çĕре ĕçлеме куçатăп тесе те суйса пăхрăм. _ Эпĕ ыйтса пĕлтĕм, кунта та ĕçлекенсем кирлĕ. Юлăр _ вара эпĕ те юлатăп,_ тет. Питĕ йывăр пулчĕ унпа уйрăлма. Чылай вăхăт çыру çырса тăчĕ. Кашни çырăвĕнче килсе илме ыйтатчĕ. Кайран хăнăхрĕ пуль. Юлашки çыру çине ответ çырмарăм. Вăл вĕренсе тухнă çĕре хам та урăх çĕре куçрăм _ Михнево хулинчи пуçламăш шкула. Çапла çыхăну татăлчĕ Васьăпа. Интереслĕ: мĕнле йĕркеленчĕ-ши çак тăлăх ачан пурнăçĕ? Ялан аса илетĕп. Ун пеккисем миçе пин ача пулнă вăл вăхăтра? Михнево шкулĕнче ĕçленине те ăшшăн аса илетĕп.
Директор кунта Л. Вишневскаяччĕ. Пысăк культурăллă, çав тери сăпайлă, çирĕп ыйтакан хĕрарăмччĕ. Кашни учителе хỹтĕлеме хатĕрччĕ. Ленин орденне тивĕçрĕ. Çакăн пек ырă çынсем тĕлне пулнăшăн шăпана тав тăватăп çеç. Пĕтĕ-мĕшле ĕç стажĕ манăн 53 çул. Вĕсенчен 48-шне педагогикăра вăй хунă. Тав хучĕсем, хисеп грамотисем, ытти наградăсем нумай. Пирỹн йçха пỹтерес тесе тçрçшрỹă пуль... Пурнăçăн ытларах пайне хулара ирттертĕм пулин те чун яланах ялалла туртать ман. Кунта пурте çывăх: пиччем лартнă йывăç çурт, Емельян Васильевич чĕртнĕ сад пахчи, хам алăпа лартнă шĕшкĕ тĕмĕ, пилеш, палан йывăççисем...
Тата нумаях та юлман çывăх тăвансем. Чăнах та нумайăн мар эпир _ Черновсен йăхĕнчисем. Атте енчи Ваççа тете ачисемпе, мăнукĕсемпе хутшăнатăп. Матрỹн аппан ăрăва тăсаканĕсемпе чуна уçса калаçатăп. Аннен çывăх тăванĕсенчен Василий Сулагаев çемйи яланах пулăшса тăрать. Пĕр тăвансем никам та юлмарĕç. Аппапа унăн хĕрĕ çĕре кĕчĕç. Шухăшлатăп-шухăшлатăп та, ытла та шелсĕр пулчĕ пирĕншĕн шăпа тени. Мĕн айăпа кĕтĕмĕр-ши? Темле йывăр саманара та, темле тĕрĕсмарлăхпа тĕл пулсан та, темле суя элекпе витсен те эпир çынлăха çухатман. Çынсене, тăвансене сутман.
Пирĕн йăх çинчен паянхи кун никам та усал каламасть. Шăпа çапла килсе тухнишĕн те никама та айăпламастăп. ...Таса ята тавăрчĕç. Çапах та тăван ялти тăван килте пĕчченлĕх хуçаланнишĕн çеç чун ыратать.
М. МАДЮКОВА çырса илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)