Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăнланулăх – тирпейлĕхĕн пысăк пайĕ пулмалла»

19 декабря 2012 г.

Терĕ çирĕппĕн Çĕньял ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Самарин вырăнсенче тирпей-илем, йăлари каяшсене илсе тухассипе ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе кăсăклансан. Ырă шухăша хирĕçлеме май пулмарĕ.

Паянхи пурнăçра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсене лайăх пурăнмалли условисем туса парассишĕн яваплă пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Ку тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕсенчен ыйтакан саккунĕсем те çирĕп. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та вырăнти влаç пĕлтерĕшне çапла хак панă. “Федераци саккунĕ тăрăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ, ăшă парассине тивĕçтернинчен тытăнса йăлара усă куракан каяшсене илсе тухни тата урамсене çутă парассине йĕркелени таранах, халĕ, вырăнти власть, поселенисен пуçлăхĕсемпе депутатсем ĕçлеме пултарнипе пултарайманнин кăтартăвĕ”, – тенĕ ыйтусене çивĕчлетсе.

Юрий Васильевичпа калаçу пуçарнă май вырăнта ял инфраструктурине аталантарас тĕллевпе пайăрлă ĕçсем пурнăçланине ăнлантăм. Ял тăрăх депутачĕсемпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн кашни çулах пĕрер урама “çутта” кăларма тăрăшаççĕ. Кăçал, сăмахран, Анат Тăрмăшĕнчи Мир урамĕнчи çула тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Çак ялтах халăха каçса çÿреме питех те пĕлтерĕшлĕ кĕпере юсанă. Темиçе çул каялла чăнах та ялпа ял хушшинчи е аслă çулсем çине çеç пысăк тимлĕх уйăрнă: юсанă е çĕнĕренех тунă. Ку тĕлĕшпе пĕчĕк урамсем пирки патшалăх шайĕнче “пăр” тапраннă хыççăн пирĕн районти чылай тăкăрлăксемпе кассем йĕркене кĕчĕç темелле. Автомашинăпа кĕрсе тухма çук урамсем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Мускав хули те тÿрех паянхи евĕр капăр пулман. Вырăнти условисене, бюджет пуянланса пынине кура Çĕньялсем те çĕнелсех пырасшăн. Çапах та çакăн валли, ял кăлави калашле, ăнланулăх çеç мар, халăхăн культура шайĕ пысăк пулни те кирлĕ. Çак «чиртен» пĕр асăннă ял тăрăхĕнче çеç мар, ыттисенче те сипленмелле. Шухăшăма малалла тăсса поселенине кĕрекен виçĕ ялта йăлара усă куракан каяшсене мĕнле вырнаçтарнипе паллаштарасшăн. Ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерсе кунта хулари пекех кашни яла 0,7 кубла метр кĕрекен тимĕр контейнерсем вырнаçтарнă. Вĕсем сахал мар темелле: 27 штук. Вăхăтран вăхăта тулса кайнă ещĕксене пушатса çÿп-çапа кирлĕ çĕре леçме “Полигон” тулли мар пĕрлешÿпе ки-лĕшÿ тунă. Çакăншăн вĕсене çулталăка 40-45 пин тенкĕрен кая мар тÿлесе тăраççĕ. Ытларах хутласан тата нумайрах кĕмĕл расхутланать. Паллă ĕнтĕ, кăчухне пĕр салакайăк çеç тÿлевсĕрех хăйĕн юррине шăрантарать. Ку та юрĕ-ха. Мана ял халăхĕ çак обществăлла ещĕксемпе харпăр хăйĕнни евĕр усă курни пăшăрхантарать. Иртерех тăраканни контейнера кивĕ ленолиум тĕркемне илсе тухса пăрахать те вăл тулсах ларать. Е тата тепри ун пек тума юраманнине пĕлсе тăрсах ăна пахчари улмуççи турачĕсемпе е типĕ çулçăпа тултарать те хурать. Ун хыççăн килнисем вара ирĕксĕрех çÿп-çапа ещĕк çумне пăрахса хăвараççĕ. Вăт сапаланать вара вăл унта та кунта. Çиллĕ çанталăкра ялĕпех сарăлать. Кам айăпĕпе; Мĕнле сăлтавпа; Кун пек чухне куçри çÿппе çынра шырамалла мар. Ăнланулăхпа культура шайĕ çĕр çумĕнчен хăпайманран хальлĕхе çапла йĕркене пăхăнаймастпăр. Хуçалăхра усă курма май пур каяшсенех (вĕсем çапла шутлаççĕ пулсан) пĕр йывăрлăхсăрах килте тирпейлĕн вырнаçтарса хума пулать: пĕрремĕшне вакласа вутă ту, иккĕмĕшне тислĕк купи çине çĕрме сарса хур тата ытти те. “Куçран тасалтăр” текен тĕллевпе çеç пурăнсан нихăçан та тирпейлĕх пулмĕ.

Районти чылай ял тăрăхĕсенче хуçалăхран тухакан каяшсене михĕсем çине пуçтарса ятарлă кунсенче техникăпа тиесе каяççĕ. Кашни миххин хуçи пур. Пĕрин вăл иккĕ-виççĕ, теприн ытларах та пуçтарăнма пултарать. Пурте лав çине шутлă тиенет. Пĕр миххи 30, 40, 50... тенкĕ. Хакĕ килĕшÿ тăрăх ĕнтĕ. Çак меслете Ишлĕ ял тăрăхĕсем лайăх хăнăхса пыраççĕ. Çавăнпах вĕсен урамĕсенчи çÿп-çап куписем çинче хурчăкасем явăнмаççĕ-тĕр.

– Ял çынни усă куракан мĕн пур çăмăллăхсемшăн хăй кĕсйинчен тÿлет: çутăшăн, газшăн, телефоншăн, тĕрлĕрен налуксемшĕн тата ытти те. Кил-тĕрешре пуçтарăнакан каяш та никамăн та мар, хамăрăнах. Çавăнпа та малашне çакăншăн хамăрăнах яваплăха ÿстерме, тÿлеме те тивĕ,– пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне ял пуçлăхĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика