03 июля 2013 г.
ШĂРĂХ та типĕ çанталăкра кирек кам та уçă шывра чăпăл туса киленес кăмăллă. Анат Тăрмăш каччи те ырă шухăшлах пулнă, юлташĕсемпе шыва кĕме кайнă. Анчах савăнăçлă пулăм синкерлĕхпе вĕçленнĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн музыка училищине вĕренме кĕнĕ вун пиллĕкри арçын ачана те ура шăнăрĕ туртса илнĕ, те унăн çав тери вăйĕ пĕтсе килнĕ, çыран хĕррине ишсе тухайман. Шел, пĕрле пулнисем те çамрăкăн пурнăçне çăлса хăварайман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)