Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлмалли кун

29 июня 2013 г.

Пирĕн шкулта та выпускниксен балĕ иртрĕ. 12 çамрăк каччăпа хĕр вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестат, 21-шĕ 9 класс вĕренни çинчен документ илчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ малалла та ăс-тăна çирĕплетесшĕн.

Уяв ячĕпе ачасене Л. Чернышова, А. Нестерова класс ертỹçисем ăшшăн саламларĕç, ăçта кайсан та тăван шкул, атте-анне ятне çỹлте тытма сĕнỹ пачĕç.

Кашнийĕ шкул пурнăçĕнчи аса илỹ ытамне кĕрсе ỹкрĕ. Пĕрремĕш "иккĕ" палла илнине манман-и, хăш предмет ытларах килĕшет, конкурссене, олимпиадăсене хутшăнни мĕнле йĕр хăварнă тата ытти те.

Выпускниксем асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. Ирхи шуçăма ушкăнпа кĕтсе илчĕç.

М. МАДЮКОВА. Çĕньял.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика