Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел çаврăнăшĕ - пурнăç палли

18 мая 2013 г.

Вĕсен килĕнче картина галереи тейĕн. Пỹлĕмсенче те, тĕпелте те _ вĕтĕ шăрçапа, тĕрлĕ тĕслĕ çиппе тĕрленĕ ĕçсем. Вĕсене пурне те рамăсене вырнаçтарнă. Кунта мăкăнь, тюльпан, утмăл туратпа хĕвел çаврăнăшĕ "чечеке ларнă". Пăшисемпе палансем "çỹреççĕ", кỹлĕре ытарайми акăшсем "ишеççĕ". Кунтах _ пирĕштисем, Хусан, Иверь, Çичĕ ухă йĕппиллĕ турă амăшĕсем...Ак тата Мускав кремлĕ мăнаçлăн курăнчĕ, икĕ хутлă чаплă çурт, юмахри çарăк туртакан сăнарсем... Кил хуçи хĕрарăмĕ çутă, сарă, шупка, хĕрлĕ, кĕрен тĕссене кăмăллани куç кĕрет. Уйрăмах чечексем илĕртеççĕ ăна: саррисем, шуррисем, хĕрлисем...Хĕвел çаврăнăшĕ вара _ тĕп вырăнта. Пурнăç, çемье телейĕн палли вăл. Сăмахăм Çăл Атăкра çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕньялта пурăнакан Татьяна Мурзукова пирки. Унăн шухăшĕпе кашни хĕрарăмăнах ал ĕçĕ тума пĕлмелле. "Манăн анне, Антонина Васильевна та тĕрлет. Мана та тĕрĕ вăрттăнлăхне пĕчĕклех кăтартнă, алсиш, чăлха, чĕнтĕр çыхма вĕрентнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярах та алă шăлли, вырăн таврашĕ, турăш умне çакмалли карă нумай тĕрленĕ. Туй умĕн пит шăллисене тĕрлесе илемлетнĕ. Хĕр ĕçченлĕхне вĕсене пăхса хакланă-çке! Пĕр тапхăр кавирсем те тĕрленĕ. Халĕ ав, хĕрĕмпе кинĕм те ăста. Марина та вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме кăмăллать. Шăллăмсен арăмĕсене те тĕрлĕр тетĕп. Ара, тĕрĕ - тĕрĕ чун уççи-çке. Пирĕн атте те тĕрре хисеплетчĕ. Шел, 2000 çулта çĕре кĕчĕ вăл. Атте виличчен анне диван çиттисем тĕрлетчĕ. Атте куçне ĕмĕрлĕхех хупнă хыççăн анне алă ĕçне тек тытмарĕ. Вара ăна атте тĕлĕкре тĕлленнĕ. "Антони, диван çивиттине мĕншĕн тĕрлесе пĕтерместĕн эсĕ", - ыйтнă-мĕн атте. Ун хыççăн анне алă ĕçне çĕнĕрен пикенчĕ",- каласа парать Татьяна Николаевна. Татьяна Мурзукова 8 ачаллă çемьере ỹснĕ. Ĕç тени ун çумне пĕчĕклех куршанак пек çыпăçнă. Анат Тăрмăш, Турхан шкулĕсенче пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçать. Ашшĕ чирлекелеме пуçласассăн, 1984 çулта, яла таврăнать. Анат Тăрмăшри фермăна дояркăна вырнаçать. Çав çулах Çĕньял каччипе, Петрпа паллашса çемье çавăрать. Çамрăк мăшăр пĕр тапхăр Чĕмпĕр облаçĕнчи Вышка ялĕнче пурăнать. Татьяна Николаевна - дояркăра, Петр Васильевич трактористра вăй хурать. "Çапах та чунăм çуралнă тăрăхаллах туртрĕ. Яла куçса килсен Чĕмпĕрти çĕвĕ фабрикин Çĕньялти филиалĕнче контролерта тăрăшрăм. Каярах "Знамя" хуçалăхра бригадăра ĕçлерĕм. Темиçе çул та "Уй-хирĕн чи лайăх ĕçченĕ" ята тивĕçрĕм. "Знамя" колхозра çулсерен ревизи комиссинче тăрăшнă. Елчĕке качча кайнă йăмăкăм Марина мăшăрĕпе ял çыннисенчен сĕт пуçтарас ĕçе йĕркеленĕччĕ. Вĕсем хулана куçса кайрĕç те "эстафетăна" эпир йышăнса юлтăмăр. 8 çул ĕнтĕ Çăл Атăк, Анат Тăрмăш, Турхан çыннисенчен сĕт пуçтаратпăр. Сĕт хакĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал лайăх тăчĕ. Пĕлтĕр пĕр литрĕ 9 тенкĕ те 50 пусчĕ, кăçал вара 12 тенкĕпе пухатпăр. Çапах та, пĕтĕмĕшле хаклас тăк, йỹнĕ ĕнтĕ вăл. 8 çул каяллахипе танлаштарсан ялсенче çынсем ĕне сахалрах тытма пуçларĕç. Ваттисем качака усраççĕ. Çав вăхăтрах 2-3 ĕне усракансем те пур. Пĕр хĕрарăм качака сĕтне те виçшер литр паратчĕ. Çын темле ĕçе те хăнăхать. Праçниксем, канмалли кунсем çук пулин те аптăрамастпăр",- пĕлтерет Татьяна Николаевна. Мурзуковсем 2 ача пăхса ỹстернĕ. Марина Шупашкарти педколледж пĕтернĕ, каярах И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш филологи факультетĕнче пĕлĕве ỹстернĕ. Николай та тĕп хулара пĕлỹ илнĕ. Хальхи вăхăтра автобус водителĕнче тăрăшать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Маринăпа ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Тĕпренчĕкĕсем Татьяна Николаевнăпа Петр Васильевича манмаççĕ, тăтăш килсе çỹреççĕ. Мăнукĕсем Ромăпа Ксюша - вĕсем чăн-чăн чун йăпатмăшĕ. Кăçал Татьяна Мурзукова çемьери кашни çын ячĕпе вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрленĕ. Вĕсене чиркĕве кайсах сăвапланă. Унăн тепĕр çĕнĕ ĕçĕ - пионсем. "Тĕрĕ тĕрлени мĕн парать-и. Хăйне май киленĕç те, йăпанăç та вăл. Хитре пулса пырать те - татах тĕрлес килет. Чуна лăплантарать. Ырă шухăшсем вăратать. Ытларах каçхине тĕрлетĕп. Хушăран çур çĕр çитнине те сисместĕп. Телевизор пăхакан мăшăрăм, пĕччен ларасси килменрен: "Атя, тĕрле!"- тет. Тĕррĕмсене ывăлăм та кăмăллать, "вĕсем модăра мар" темест",- хĕпĕртевне пытармасть алă ăсти. Вăл хăйне валли чăваш кĕпи те çĕлетнĕ, ăна тĕрлĕ эрешпе, тĕрĕпе капăрлатнă. Çитес вăхăтрах Татьяна Николаевна пысăк пукане туянса ăна чăваш çи-пуçĕ тăхăнтартасшăн. Вĕтĕ шăрçапа укçаран тухья тăвасшăн. Каярах вара мăнукĕ валли те чăваш капăрĕсене ăсталасшăн. Тăван халăх йăли-йĕркине пĕлмен çын чун хавалĕпе пуян пулаймассине лайăх ăнкарать кил хуçи хĕрарăмĕ. Татьяна Мурзукова кĕл чечеке кăмăлланине те пытармарĕ. "Чечексен патшине" вĕтĕ шăрçапа тĕрлесшĕн вăл. Тата... сюжетлă картинăсем туса пăхас ĕмĕтлĕ. Вĕсенче, ахăртнех, тăван ялĕ, Çăл Атăк çăл куçĕ тĕп вырăнта пулĕç. Ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм ачисене ытларах пулăшасчĕ тесе ырми-канми тăрăшать. Роза ВЛАСОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика