Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат – пысăк вăй

15 сентября 2012 г.

Çулсем иртсе пынăçемĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕрлĕ тапхăрти пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ аса килет. Эпир çамрăкрах чухне ял Совет председателĕн ĕçне çăмăллатма, ăна пулăшма общестăлла хушма тивĕçсем пурччĕ: ялпа урам старостисем, пушарпа йĕрке дружинисем, кас хуралне йĕркелекенсем... Унсăр пуçне – депутатсем. Вĕсем пурте вырăнти тăнăçлăхшăн, йĕркепе тирпейлĕхшĕн тимленĕ. Ас тăватăп-ха, çакнашкал ĕçсенче ялти интеллигенци питĕ пысăк хастарлăх кăтартатчĕ. Никама пĕр пус укçа тÿлемесĕрех пурте кар тăратчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ ун чухне преступлени тăвасси те, çынсем пĕр-пĕрне кÿрентерни те сахал пулнă. Халăхĕ те туслăччĕ, чылай ĕçсене нимелле, ыркăмăлпа пурнăçланă. Паян вара пурнăç саманана кура урăхланчĕ темелле. Муниципалитет тытăмĕнче тăрăшса курăмлă ĕç тума та çăмăлах мар. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте ял тăрăх пуçлăхĕн шанчăклă тĕревĕ, таянса ĕçлемелли вăйĕ депутатсем çеç юлчĕç темелле. Маларах асăннă хушма пулăшуçăсем хут çинче шутланаççĕ е унта та çук. Ку тĕлĕшпе Çĕньял ял тăрăхĕнче те лару-тăру çакнашкалах. Темиçе çул каялла кунта хастар ял старости пулнă теççĕ, анчах вăл çĕре кĕнĕ хыççăн ăна улăштаракан çын тупăнман.

Çак темăна хускатса Çĕньялти пĕр суйлав участокĕпе халăх хăйĕн “тарçи” пулма шаннă Р.Иванова депутатпа сăмах пуçартăмăр.

– Чăнах та çапла. Ĕлĕк халăхпа ĕçлеме те çăмăлтарахчĕ. Çавăнпа кирек мĕнле ĕçе пурнăçлама та иккĕленсе, хăраса тăман. Паян эпир хамăр суйлавçăна мĕнех туса пулăшайăпăр-ха; Паллах, пирĕн пата тухнă ыйтусене ял тăрăх пуçлăхĕ патне çитеретпĕр, кирлĕ пулсан ăна депутатсен ларăвĕнче пăхса тухатпăр. Урамсенчи тирпей-илем, йĕрке пирки тăрăшасси пирĕн тивĕç ĕнтĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннисене вара татса параймăн, – тет Роза Ивановна.

Унпа та килĕшме пулать. Анчах пĕтĕмпех мар. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура каланă евĕр, чылай чухне ĕçсене, уйрăмах тирпей-илемпе çыхăннисене, укçа-тенкĕ пуррипе çуккипе мар, хамăр хастарлăхпа, пуçарулăхпа татса пама тăрăшмалла. Ун пек чухне депутатсен чăн малтан “руль” умĕнче пулмалла. Пĕр-пĕр çынпа тупăшăва тухса çĕнтерни çеç çителĕксĕр.

Хальхи вăхăтра депутатсен ушкăнĕсенче чылай çĕрте ача амăшĕсем – пысăк ушкăн. Çĕньялта та çаплах. Вырăнти халăх хĕрарăмсене çакнашкал яваплăх шанса панинчен тĕлĕнмех те кирлĕ мар-тăр. Район шайĕнче те вĕсен хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Роза Ивановна калашле, ку тĕлĕшпе вĕсен шăнăрĕнчи хĕрарăм-депутатсем те алă усса ларма çеç тăрăшмаççĕ. А.Павлова, И. Ванюхина тата ытти хăш-пĕр халăх суйланă çынсем хăйсен участокĕсенчи çынсен пурнăçĕпе, проблемисемпе кăсăклансах тăраççĕ. Ытти обществăлла ĕçсенче те хастар. Р. Иванова хăйĕн яваплă ĕçне, çулĕсем иртнине пăхмасăрах 1991 çултанпа “Илем” ансамбле çÿресе кăмăлне уçать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика