Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти хисеплĕ ватăсем

01 августа 2012 г.

Анат Тăрмăш ялĕнче Петр Егоровичпа Анна Михайловна Петровсене пĕлмен çын та çук пулĕ. Иккĕшĕ те колхозра нумай çул вăй хунă.

Анна Михайловна – “Знамя” колхозăн тава тивĕçлĕ, хисеплĕ колхозникĕ. Вăл ăна хăйĕн пархатарлă, ырми-канми ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Килти архива пуянлатакан хутсем унăн татах та нумай: Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеплĕ грамоти, райĕçтăвкомĕн Хисеп хучĕ тата ытти те. Вăлах тăватă хутчен ял совет депутачĕ пулнă, СССР ВДНХ участникĕ. Хуçалăхăн хисеп кĕнекинче унăн ячĕ пулни те пархатарлă.

Кил хуçи те, унăн мăшăрĕ те йышлă хресчен çемйисенче çуралса ÿснĕ. “Пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ, йывăр вăхăтне кура ларса тăман,” – каласа парать А. Петрова. Колхоз ĕçне мĕн ачаран явăçнă. Хирте пучахĕсене пĕре-рĕн пуçтарнине те аса илчĕ Анна Михайловна. Йывăр тапхăр Аслă Аттелĕх вăрçине лекнĕ. Вăл çулсем питех те çăмăл пулман. Колхозсем чухăнланнă, вăй питти арçынсем пурте вăрçă хирĕсенче пулнăран, пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Хĕллехи вăхăтра хĕрсем арçынсемпе тан вăрман кăларма кайнă тĕслĕхсем те пайтах пулкаланă. Унăн пулас мăшăрĕ çак вăхăтра ялта плотник пулса ĕç-ленĕ.15 çулти яш вăрçа лекеймен.1943 çулта салтак атти тăхăнма тивет Петр Егоровичăн, çапах та тăшманпа çапăçма тÿр килмен. Çичĕ çул хушшинче тĕрлĕ çĕрте çар службине тăма май килнĕ. Вăл шутра Саранск, Хусан, Ленинград хулисенче те. Киле киличчен çулталăк маларах яла отпуска килсе кайнă вăхăтра çамрăк каччă Анна Михайловнăпа паллашать. Кайран çамрăксем çырусем вĕçтернĕ пĕр-пĕрин патне. Артиллери полкĕнче тăнă салтакăн Лениград хулинче пĕрремĕш хут Çĕнтерÿ уявне паллă тунине хутшăнма та тивнĕ. Каярахпа пÿре чирĕпе аптранă Петр Егорович салтак аттине хывса тăван тăрăха таврăнать, анчах нумай вăхăт та иртмест, ăна каялла чĕнсе илеççĕ. Тепĕр виçĕ çултан çеç, Энгельс хулинчен демобилизаци йĕркипе киле таврăнма пултараять вăл.

Салтакран килсен те-пĕр çулхине Петровсем туй кĕрлеттереççĕ. Çемьене тăрантарас тесе кил хуçи колхозра ĕçлеме тытăннă. Çулталăкра пĕр кун та ĕçрен юлман. Укçи сахал пулсан та çырлахнă. Хĕллехи вăхăтра уйăхне 8-9 тенкĕ çеç илнĕ. Пурнăçа унпа çеç сыпăнтарма çăмăлах пулман. Петр Егорович салтакран таврăнса авлансан та, мĕн пенсие тухичченех тăван ялти колхозрах плотникре тăрăшнă. Укçи çитмен вăхăтра Волгоград, Ульяновск облаçĕсене ĕçлеме çÿ-рени те пулнă. Анна Михайловна та ĕçрен юлман, ачасем пурри чăрмав кÿмен амăшне. Акара вăрлăх хатĕрленĕ çĕртре нумай ĕçленĕ. Çурла уйă-хĕнче 14 кун куç хупманнине пăлханса аса илчĕ вăл. “Ун чух çывăрмасăр халтан кайнăччĕ эпĕ, ирхине каçхи ĕçрен килсен тÿрех кăнтăрлахи ĕçе тухса каяттăм. Кунĕн-çĕрен ĕçленĕ.” Ачисене кирлĕ пек тăрантарса тăхăнтартма тăрăшнă ашшĕ-амăшĕ. Шкулта столовăйĕнче апат çитерментен вĕсене килтенех çăкăрне ,сахăрне парса янă. Çапла йÿнеçтернĕ вĕсем пурнăçа.

Тăхăр ача пăхса çитĕнтернĕ Петровсем. Пурне те вĕрентсе кăларса профессиллĕ тума май пултарнă. Пур ачинчен те пĕри çеç ялта тĕпленнĕ (Валентина хĕрĕ кÿршĕ Çĕньял ялне качча тухнă), ыттисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Хуларисем çуллахи, кĕркуннехи вăхăтра мĕн пур ушкăнпа килсе çум çумласа, пахча çимĕçсене кăларма пулăшни савăнтарать ватăсене. Леонид ывăлĕ çы-вăхра пулнăран кашни канмалли кунах ашшĕпе амăшĕн кăмăлне тупма тăрăшать. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти милици шкулĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Каярахпа Киевра та вĕреннĕ. Нумай вăхăт Патăрьелĕнчи милици уйрăмĕнче ĕçленĕ,10 çул ытла ĕнтĕ адвокат тивĕçне пурнăçлать. “Ачасем пĕри те сив сăмах каласа курман, пурте хисепре пурăнатпăр, вĕсем пире пулăшса тăма яланах вăхăт тупаççĕ”,– калаçăва пĕ-тĕмлетрĕ кил хуçи.

Çемье чăмăртаннăранпа утă уйăхĕнче 61 çул çитнине паллă турĕç Петровсем. Вĕсен ăрăвне тăсакансем нумайăн: 14 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнукĕ. Çакă, паллах, ватăсемшĕн виçесĕр савăнăç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика