14 апреля 2012 г.
ÇĔНЬЯЛТИ вăтам шкулти пĕрремĕш класра вĕренекен Александр Мадюков кăкăрĕ çине паттăрла ĕçĕшĕн, пушарта çухалса кайманшăн вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те пысăн медаль çакса яма хатĕр. Çакскер шкултан таврăннă хыççăн мунчаран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине чăн малтан асăрханă. Саккăрти ача пуçне хăвăрт ĕçлеттерсе тĕрĕс йышăну тунă: пÿртри пĕчĕк шăллĕне тата ватă асламăшне тÿрех урама илсе тухнă, ăсса хунă шывпа вут-çулăма малтанласа парăнтарнă, çийĕнчех инкек пирки пĕлтерме кÿршĕсем патне чупнă... Епле мухтамăн, çурăмĕнчен ачашламăн çак ăслă ачана! Вăл пулмасан тем сиксе тухатчĕ-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)