Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă сăнарĕ манăçмасть

21 января 2012 г.

Пурăннă пулсан Тури Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ В. Андреев шăпах 100 çул тултаратчĕ. Умри хутсем, орденсем, медальсем, сарăхнă сăн ÿкерчĕксем Василий Кузьмич кун-çулне çутатаççĕ. Пирĕн çемьене çывăх çын аса илÿре ĕмĕрлĕхе юлчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин малтанхи уйăхĕсенчех В. Андреев, алла хĕç-пăшал тытать. Сакăр уйăх пехота чаçĕнче взвод командирĕ пулать. Асатте Мускав патĕнче, Украина фронтĕнчи пысăк çапăçусене хутшăнать. Унăн мĕн чухлĕ йывăр самантсем пулман-ши! Василий Кузьмич рота, унтан батальон командирĕ пулса çапăçусене хутшăнать, пысăк хăюлăх кăтартать. Ăна чылай хулана, яла нимĕçсенчен хăтарма хутшăннăшăн Тăван çĕр-шыв пысăк наградăсем парса чыслать. Асатте кăкăрĕ çинче икĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, чылай медаль ялкăшнă, хулпуççи çинче майор званиллĕ ылтăн пакунсем палăрнă.

Вăрçă хăйĕн ĕçне тунă тунах. Пĕр çапăçура тăшман пульли чăваш каччине пырса тивнĕ. Юлташĕсем ăна чылай вăхăт иртсен çапăçу хирĕнче шыраса тупнă. Телее, вĕсен хушшинче врача вĕреннĕ салтак пулнă. Вăхăтра пулăшу панипе кăна асаттен чĕрĕ юлма май килнĕ. Госпитальте темиçе уйăх сипленнĕ хыççăн паттăр 1945 çулта тăван яла таврăннă. Ăна мăшăрĕпе икĕ ачи кĕтсе илнĕ. Сывлăхĕ чаплах мар пулин те В. Андреев çĕнĕ çурт лартнă, пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Вăрçă суранĕ хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă. 1970 çулхи кăрлач уйăхĕнче 58 çулхи Василий Кузьмичăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Асанне вара 88 çулччен пурăнчĕ. Миçе пĕркеленчĕкпе витĕннĕччĕ-ши унăн пичĕ! Яштака хăва пек кĕлетки мĕншĕн çав териех пĕкĕрĕлнĕччĕ-ши; Пилĕк таран ал тунийĕ пек сап-сарă хулăн çÿçĕ çÿхелсе шуралнăччĕ. Кăн-кăвак куçĕсем çеç чĕр кĕмĕл сапатчĕç. Хăй вăхăтĕнче вăрçă çулĕсенче ачисене пăхни, ют çынсем патĕнче хваттерте пурăнни, аманнă мăшăрне хавхалантарса пыни паттăрлăха кăтартать мар-и-ха;

Тĕркемре Донецк хулинчи В. Труханов çырăвĕ аллăма лекрĕ. Вăл асаттепе 1969 çултанпа çыхăну йĕркеленĕ. Иккĕшĕ вăрçă хирне пĕрле утса тухнă. Юлташĕ Украинăри Изюм хулинче музей уçни çинчен пĕлтерет, чăваш каччин сăн ÿкерчĕкĕ унта паллă вырăн йышăннине хыпарлать. Взвод хулана нимĕçсенчен хăтарма хутшăннă-çке.

Оборона министрĕ Малиновский çырăвĕ те типтерлĕ упранать. Вăл В. Андреева çĕнтерÿ кунĕпе саламлать, офицер формине тăхăнма ирĕк пани, тухса çÿреме çăмăл автомашина парнелени çинчен пĕлтерет. Шел пулин те пурăнмалли шутлă уйăхсем, кунсем çеç юлнăччĕ çав асаттен.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика