27 декабря 2010 г.
Çĕньялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Илем” халăх фольклор ансамблĕн (ертÿçи В.Антонов) пултарулăхне районта чылай çын пĕлет. Вунтăхăр çул каялла йĕркеленнĕ коллектив хисепĕ, ят-сумĕ ÿссех пырать. Фольклор ушкăнĕнче юрра-ташша килĕштерекен аслăрах çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем пулни те кăмăллă.
“Илем” халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕ пуян та пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче çеç мар, республикăри ытти районсенче, Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутар республикинчи Теччĕ районĕнче, Мускав, Санкт-Петербург хулисенче тата ытти çĕрте пулса чăн чăвашла юрăсене шăрантарнă. Ансамбль хăйĕн çуралнă кунĕнчен пуçласа ку таранччен 267 хутчен сцена çине тухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)