Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл донна Анна пулма ĕмĕтленнĕ

27 июля 2009 г.

“Чĕререн чĕрене - чÿрече” ярăмăн паянхи хăни - Ева Лисина. Пĕрисемшĕн вăл - пултаруллă çыравçă, паллă прозаик /“Çĕньял ачисем”, “Хупах хăлха Илюк”, “Пăркка мучи калавĕсем”, “Çăкăр чĕлли”, “Рия”.../, теприсемшĕн вара - Кĕнекесен Кĕнекине /Библие/ чăвашла куçарса кăларасшăн пуринчен те ытларах тăрăшакан çын, виççĕмĕшĕсемшĕн вăл - Геннадий Айхи йăмăкĕ. Эпĕ вара ăна ытларах тĕпчевçĕ пек куратăп: халăхăн чунне те чĕлхине тишкерсе илемлĕ сăмахпа сăнарлакан. Юлашки ултă-çичĕ çулта тăван чĕлхе пирки пуринчен те ытларах эпĕ унпа калаçрăм...

Утă уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче Ева Николаевна çуралнă кунне, 70 çулне /«черетлĕ çавра çулне» тесе курнăçланас мар/ паллă тăвать.

Çавăнпа пирĕн калаçу тĕрлĕ енлĕ пулĕ.

- Ева Николаевна, эсир çуралнă вырăна кĕнекесенче тĕрлĕрен палăртаççĕ: пĕрисем Çĕньял теççĕ, теприсем - Именкасси. Тĕрĕсси хăшĕ?

- Эпĕ хальхи Патăрьел районне кĕрекен Именкасси ялĕнче çуралнă. Тăватă уйăхранах атте тăван ялне - Çĕньял шкулне - ĕçлеме куçнă. Вара эпĕ Çĕньялта ÿссе çитĕннĕ. И-мен-кас-си маншăн питĕ илĕртÿллĕн илтĕнет. Хам ас тăвасса эпĕ унта пĕрре çеç пулнă. Çурт лартнă чухне аннепе пĕрле кирпĕч илме кайса килнĕ /унта кирпĕч çапатчĕç/. Кăçал кайса курасшăн-ха...

- Сирĕн аçăр шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. 1942 çулта вăрçа кайнă та 43-мĕшĕнче Смоленск патĕнче пуç хунă...

- Анне каласа паратчĕ: аттен хăрах куçĕ начар курнă, çавăнпа ăна вăрçа илмен. Ялти арçынсем фронта тухса кайсассăн вăл çав тери намăсланнă. “Шкула та пахча хыçĕпе çÿрекен пулчĕ” тетчĕ анне. Района темиçе те çитнĕ, вара ăна та вăрçа янă.

- Ева Николаевна, сире аçăр сăнлă теççĕ.

- Ача чух мана тÿрех паллатчĕç: “Эсĕ Николай Андреевич хĕрачи-çке, вăл манăн чи юратнă учительччĕ!” тенине тăтăшах илтеттĕм. Шкулта пĕр-пĕр вĕрентекен хам çине хурлăхлăн та тимлĕн пăхса илнине туяттăм. Аттен ырă ячĕ маншăн тĕлĕнмелле хунтă /тĕрек/ пулнă, яваплăх пирки те аса илтерсе тăнă. Эпĕ начар вĕренме пултарайман!

- Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи выçăллă-тутăллă çулсенче аннĕр виçĕ ачана ура çине пĕчченех тăратнă. Çав саманари телейлĕ самантсене аса илер-ха.

- Анне чухăнлăхпа выçлăх çулĕсенче пире вилĕмрен çеç мар, мĕскĕнлĕхе кĕрсе ÿкесрен çăлса хăварнă. Чунри ирĕклĕхе, ĕмĕтпе шанчăка чĕрĕ хăварма пултарнă.

Анне “эпĕ сана юрататăп” теместчĕ пулин те пуçран шăлкаласах тăратчĕ.

- Репресси хумĕ сирĕн аçăра та пырса тивнĕччĕ пулас.

- Пĕр вăхăт атте колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх лашисем ырхан тесе ăна тĕрмене хупса лартнă. Çур çултан хăтăлса тухнă. Кайран атте тĕрлĕ шкулта ĕçлени /эпир виçсĕмĕр те тĕрлĕ ялта çуралнă/, кил-йышĕпе Карел-Финн республикинче пурăнса килни репрессие тепĕр хут лекесрен сыхланнипе çыхăннă пулĕ.

- Сталин вилнĕ кун асра юлни пирки пĕрре каласа парсаттăр...

- “Çул пуçăмăр” вилни çинчен эпир шкулта пĕлтĕмĕр. Хурлăхлă пухура пурте макăраççĕ, куççульне шăлаççĕ: “Мĕнле пурнăпăр, мĕнле пурнăпăр...” Киле чупса çитсен аннене каласа патăм. Ман шухăшпа ĕнтĕ унăн ахлатса ямаллаччĕ-ши, йĕмеллеччĕ-ши. Тĕлĕнсе тăратăп - ун пек те, кун пек те пулмарĕ. Ман çине питĕ тимлĕн пăхса илчĕ те: “Ачам, эпир мĕнле пурăннă, çавăн пекех пурнăпăр”, - терĕ. Урăх калаçмарăмăр.

Тепĕр çыншăн анне пĕтĕм чунран хурланчĕ. Мускавран каникула килтĕм те анне калать: “Ах, Ева, кунта мĕн тери пысăк хуйхă пулчĕ! Митта Ваçлейĕ вилсе кайрĕ вĕт-ха!” Вĕсем пĕр-пĕрне палланă...

- Ача чухне эсир туйсене çÿреме кăмăлланă теççĕ.

- Манăн туй арăмĕсем мĕнле ташланине курас килетчĕ. Каяс умĕн “Кĕтсех тăрăр, кайран ташласа паратăп!” тесе хăвараттăм. Каçхине ĕнтĕ ман спектакль пекки пулнă. Çавна курма пĕр кÿршĕ арăмĕ те каçатчĕ. Пĕррехинче, туй арăмĕ вăр! çаврăнса ташланине кăтартнă чухне, “Зингер” çĕвĕ машини çине кайса ÿкрĕм те вăйлах амантăм /хăрах куç хуплансах ларнăччĕ/. Çавăн хыççăн вара туйсене çÿреме пăрахрăм.

- Сирĕн илемлĕ хайлав çырас туртăм хăçан палăрчĕ - ас тăватăр-и?

- Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хваттерте пурăнаттăмăр. Шăмат кун çитессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм: часрах, часрах тăван киле! Çул çинче пĕччен пынă чух /киле 6 çухрăм утмалла/ пĕр йăла çуралчĕ: тĕрлĕ хайлав шухăшласа тупса хама каласа пыраттăм. Вĕсем юрату çинченччĕ, диалог евĕрлĕ /пĕр геройĕ ун пек калать, тепри - кун пек/. Хурлăхлă вырăнта йĕрсех яраттăм, çын курмарĕ-ши тесе çаврăнкаласа пăхаттăм. Тĕлĕнмелле: манăн хайлавсем киле кайнă чухне çеç “çырăнатчĕç”, каялла таврăннă чухне çав телейлĕ самант килместчĕ.

- Кун пек йăла халь сирĕн сыхланса юлман-и, çул çинче “çырăнать-и”?

- Уçă вырăнпа, хирпе ахаль çеç утма мана йывăр, мĕн те пулин каласа пымаллах. Халĕ ĕнтĕ калав мар, урăххи каланать: уçă хирте манăн Турра мухтас килет, тÿрех Çветтуй Сывлăша каламалли кĕлĕ аса килет. “Эсĕ пур çĕрте те пур...” /“Иже везде сый”/ пĕтĕм чуна çемçетсе ярать...

- Чăвашăн ĕмĕрхи йăли аса килет: Турра таса уйра тархаслаççĕ, кун пек кĕлĕ кирлĕ çĕре хăвăртрах çитет тесе шанаççĕ...

Çамрăклăха таврăнар-ха. Пиччĕр сĕннипе эсир Мускавра Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ.

- Унта тĕлĕнмелле предметсем пурччĕ. Тĕслĕхрен, “Ботаника” - гербари валли улăхра чечек-курăк пуçтарса çÿретĕн, кашни ÿсен-тăранăн латинла ятне пĕлетĕн. “Ял хуçалăх машинисем” текеннине юратмастăмччĕ. Хăть çапса пăрах мана - теорие ăнкарса çитерейместĕм. Практика вăхăтĕнче вара чиперех ĕçлеттĕм. Саратов облаçĕнчи çеçен хирте, ирхине 4 сехетре /хĕвелĕ мĕнлерех тухать унта!/ хăватлă ДТ-54 тракторпа /тĕкĕлтетсе пыракан “Беларуç” мар/ суха туни куç умне тухать.

Анчах шăпа тени илемлĕ литература патне пĕрех илсе çитерчĕ. Ăнсăртран тенĕ пекех калавсем çырма пуçларăм.

- Хайлавсенче хăвăрăн пурнăçăр та сăнарланнă: “Çĕньял ачисем” повеçре - ачалăх çулĕсем, “Хĕле кĕрес умĕн” калавра - аннĕрĕн асаплă вилĕмĕ... Чирлĕ çуралнă аппăршăн эсир мĕн ачаранпах тăрăшма хăнăхнă - çакна “Çăкăр чĕллинчен” те ас тăватпăр. Луиза Николаевнăна 50 çула яхăн пăхса пурăнатăр. Ку сирĕн пурнăçа кăткăслатнă ĕнтĕ, çав вăхăтрах чун тасалăхне упрама та пулăшнă-тăр...

- Эпир виçсĕмĕр - пиччепе аппа тата эпĕ - пĕр пĕтĕмлĕх. “Тете пулман тăк та, Луизăсăр та эпĕ урăхла çын пулаттăм” теме çеç пултаратăп. Ÿнер тĕнчине туртăнни, суялăхран пăрăнни, ăçтиçук хĕвĕшĕве çывăха яманни /пирĕн тавăрасси те, кĕвĕçесси те çук/ - çакă тете вăйăмĕпе аталаннă пулĕ. Халь унпа калаçнă пек калаçмалли çынĕ те çук манăн.

Луиза - урăхла тĕнче. Ун пек çынна Тухăçра çветтуй теççĕ. Вăл - 1-мĕш ушкăнри сусăр çын, вулама-çырма пĕлмест. Хăйне майлă картинăсем ÿкерет. Анне мана пĕчĕккĕ чухнех: “Кайран ăна эсĕ пăхатăн”, - тесе каласа хунă. Вăл вилнĕренпе, 1960 çултанпа, Луиза - манпа пĕрле. Аппам эпĕ пулăшмасăр пурăнаймасть. Ăна пулах эпĕ сисĕмлĕ: хÿтлĕх кирлĕ çынна тÿрех асăрхатăп.

- Эсир пĕр-пĕрне чунран юратни яланах сисĕнсе тăрать.

- Вăл кашни кун кĕлĕ тăвать. Мĕн каласа кĕлĕ тунине пĕлместĕп - алăкне хупса хăварать. Кайран тухать те: “Эс нимĕнрен те ан хăра, саншăн кĕлĕ турăм”, - тет. Эпĕ урама тухма хатĕрленсен алăк патĕнче çăра уççи тытса тăрать. “Эс сăхсăхрăн-а?” - тесе ыйтать. Кунне 30 хут тухса кĕр - турăш умне тăрса сăхсăхмалла, унсăрăн килтен тухаймастăн. Библи куçарас ĕçре çак çыннăн тÿпи те пысăк, ăна ахаль сăмахпа ăнлантарма та çук.

- Кил-йыш пирки калаçу пуçарнă чух хĕрĕр пирки те каласа хăварар-ха.

- Хĕрĕм Хĕветуç - филолог. Вăл çемйипе Швецире пурăнать. Унăн виçĕ ача. Хушăран килкелесе каяççĕ.

- Аслă мăнукăр, 13 çулти Мишша, виçĕ уйăх сирĕнпе пурăнчĕ, Шупашкар гимназине çÿрерĕ. Кунти пурнăç пирки мĕн каларĕ?

- Пĕр 5-6 çул каялла вĕсем Шупашкарта пулнăччĕ, савăнсах пурăнчĕç. Хальхинче урăхларах: 13-14-ри ачасем йĕри-таврана тиркевлĕн хаклама, пат татса калама юратаççĕ. Пĕчĕк чухне Мишша ăна-кăна асăрхаман, халь апат-çимĕç илме пасара кайма тухатпăр та тÿрех ыйтать: “Кукамай, мĕншĕн пĕр урамĕ яп-яках, ку - шăтăк-путăклă? Швецире пур çĕрте те пĕр пек!” Чăнах та, Гагарин урамĕпе пыратпăр - тип-тикĕс, Чапаев урамнелле пăрăнатпăр - лакăм-тĕкĕм, “Плес” лавкка патĕнче йĕпе-сапара ансах лармалла.

- Миша мăнукăр Президентпа та тĕл пуласшăнччĕ терĕр. Мĕн ыйтупа-ха?

- Мăнук мана ытлашши сăпай тесе ÿпкелерĕ, “эсĕ - чăн-чăн ача” тесе кулчĕ. Мана пулăшасшăн пулчĕ-тĕр. “Президент патне мĕнле кĕреетĕн-ха?” - тетĕп. Ача тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет: “Мĕншĕн кĕрейместĕп? Эпĕ - Раççей гражданинĕ. Президент вăл пуриншĕн те тăрăшать, апла ман çинчен те шухăшлать. Ман пĕр пысăк ыйту татса памалла”. “Хă, - тетĕп, - эс Швеци королĕ патне кĕрсе пăх-ха”. “Ма кĕрейместĕп, - тет. - Кирлĕ пулсан кĕретĕп”. Сăмах май, Швеци корольне вăл питĕ хисеплет, çураласса та мăнукăм Король больницинче çуралнă.

- Шупашкар пурнăçне хăвăр мĕнле хаклатăр? Мускавран куçсанах чăвашри лару-тăрăва питĕ мухтаттăрччĕ.

- Библи куçарас ĕç кал-кал пытăр тесе тăван тăрăха эпĕ ятарласа килнĕ. Малтанах маншăн кунта пурте ытармалла марччĕ. Çынни, калăпăр, шанчăклах та мар, анчах чăваш та! - чиперех, чиперех! Маншăн пур пĕр тăван! Мĕнле антăхса çитнĕ пулнă эпĕ чăваш тĕнчишĕн.

- Чăваш тĕнчи... Мĕн уйрăмах паха сире?

- Тăванлăх туйăмĕ. Чăваш кăмăлĕ. Чăваш хĕрарăмĕн чунри пуянлăхĕ, тарăн ăсĕ. Мана чăвашла пуплени, шăкăл-шăкăл калаçу кĕвви кирлĕ, вара пĕтĕм чун-чĕре канать. Тете Мускавран шăнкăравлатчĕ те: “Ах, мĕнле телейлĕ эсĕ: Шупашкарта чăвашла калаçса ларатăн”, - тетчĕ.

- Чăвашра та çынсем тĕрлĕрен...

- Кунта 17 çула яхăн пурăнатăп ĕнтĕ. Темĕн те, темлисене те куртăм. Пуçлăхсем те пĕр мар. Библире каланă пек, хăшĕсен “чĕри çупа витĕннĕ” тенĕ. Чĕри вырăнĕнче çемçе пукан пуль вĕсен... Пуçлăх йĕркеллĕ те ăслă пулсан - питĕ хисеплетĕп. Хăйсен аллинчи влаçпа вĕсем ырă ĕç нумай тума пултараççĕ.

- Мускавра артиста вĕренекен чăваш ачисене ăс панă тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

- Театр институтĕнче çамрăк чăвашсене вĕрентнĕ /1978-1983 тата 1989-1993/ çулсене “хавхалантарса тăнă телейлĕ вăхăт” тейĕттĕм. Аслă хулана, пур енчен те вырăс чĕлхи янраса тăнă çĕре лекнĕ чăваш ачисем “тăванлăх утравĕ” пек туйăнатчĕç. Вĕсене “ăс панă” чухне хам ăшăмра тек-текех: “Мĕнле лайăх халăх эпир!” теттĕм /ытти педагогсем те манпа пĕр шухăшлă пулнă/. Пулас артистсене юратса вĕрентеттĕм, вĕсене çав тери пулăшас килетчĕ.

- Хăвăр та актриса пулма пултарнă - сире кинора роль те сĕннĕ вĕт-ха!

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пирĕн çурт “Мосфильм” çывăхĕнчехчĕ. Пĕррехинче ĕç хыççăн киле таврăнатăп. Метроран тухрăм çеç - ман пата пĕр çын чупса пычĕ, хутне те кăларса кăтартрĕ - режиссер иккен. Массăллă сценăра выляма шăп ман пек çын кирлĕ-мĕн. Эпĕ ун чухне Э.Багрицкий сăвă вуланине магнитофонпа тăтăшах итлеттĕм. Александр Блокăн “Шаги Командора” сăввине шутсăр килĕштереттĕм, пăхмасăр пĕлеттĕм. Çак йĕркесем ялан чĕлхе вĕçĕнчехчĕ:

Де-ва Све-та! Где ты, дон-на Ан-на?

Ан-на! Ан-на! - Ти-ши-на...

Хайхи леш режиссер тытса чарнă чухне те эпĕ Багрицкий вулакан сăвă тыткăнĕнче пулнă. Режиссера тÿрех каларăм: “Çук çав, эп массăллă сценăна хутшăнмастăп! Эпĕ донна Аннăна çеç выляма пултаратăп!” Çакна Геннадий Николаевич кайран та аса илкелетчĕ: “Эх, ахалех килĕшмен! Вăйлă артист пулаттăн!”

- Çак çĕр çинче тунă хăш ĕçĕре эсир чи кирли тесе шухăшлатăр?

- Тĕп ĕçĕм - Библие чăвашла кăларма хутшăнни. 17 çула яхăн пĕр тухмасăр тенĕ пек куçарса-тÿрлетсе лартăм. Турă умĕнче калатăп: ку ĕçе эпĕ тÿрĕ кăмăлпа, чун-чĕререн парăнса, христиан пулма тăрăшса туса пытăм. Чăвашла çырăннă Кĕнекесен Кĕнеки кĕçех тăван халăхăм патне çитĕ.

- Кам хавхалантарса-пулăшса пычĕ?

- Йывăр самант нумай пулнă. Ун пек чухне мана яланах Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тĕрек парса тăчĕ.

Кулленхи пурнăçра çывăх туссем пулăшу кÿретчĕç. Шупашкарти çывăх тăвансен Германпа Надежда Ивановсен тарават кăмăлне туйса пурăнтăм. Тухтăрсем - Алевтина Сахарова, Анатолипе Алексей Волковсем - чирлесе кайма памарĕç.

- Ева Николаевна, Библи ĕçĕ вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ, мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнатăр?

- Ĕмĕчĕ-шухăшĕ пысăк-ха. Икĕ кĕнеке çырма палăртса хутăм. Иккĕшĕ те пуçра, чун-чĕрере хатĕр ĕнтĕ. Вĕсем халăха кирлĕ тесе шухăшлатăп.

Библи куçарăвĕн архивĕ питĕ пысăк. Ăна йĕркене кĕртсе хăварас пулать. Хăçан та пулин интересленекенсем тупăнĕç. Унта темиçе диссертацилĕх материал пур. Хальлĕхе Библи архивне ăçта вырнаçтарасси те паллă мар-ха. Чăваш Республикинче Библи музейĕ пулас тăк /кун пекки Раççейре те çук/ архива çавăнта пама пулатчĕ. Анчах ку ыйту уçăмлă мар-ха.

Тетен - Геннадий Айхин - архивĕн чăваш пайĕ манра. Вăл та пысăк. Ку таранччен ун патне ал çитеймерĕ. Ăна та йĕркене кĕртсе халăх патне çитерес пулать. Çакă та пысăк ĕç.

- 1995 çулта Чечняна пĕр салтака çăлма кайса килнĕ хыççăн эсир “Дружба народов” журналта “На качелях перед боем” кун кĕнеки пичетлесе кăлартăр. Ăна чылайăшĕ тупса вуласшăн. Сирĕн ăна тепре пичетлес шухăш çук-и?

- Халь ăна пичетлеттерес те çук ĕнтĕ. Кайран, Чечен вăрçи пирки тĕрĕссине калама вăхăт çитсен, пĕр-пĕр кĕнекене кĕртĕç-ха. Редакци ум сăмахĕнче те çавăн пек каланăччĕ...

- Чăваш чĕлхи - хĕвел ăшши пек селĕм те ахах-мерчен пек паха чĕлхе - хавшак халăха лекнĕн туйăнать мана. Тăван чĕлхене кÿмертен-курттăмăн та ваккăн сутса пурăнатпăр...

- Чĕлхине Турă пире тĕрĕсех панă пулĕ. Пирĕн кăмăл шăпах çак чĕлхепе килĕшÿллĕ. Чĕлхемĕр - пирĕн тымар. Çав тымара кассан эпир питĕ улшăнатпăр: шухăш-туйăм та, кăмăл-сипет те урăхла, ăрасна çынсем пулса тăратпăр.

Тăван чĕлхе çинчен шухăшласа кайсан чĕре шарах çурăлса каять. Пуçа çакăн пек танлаштару килет: пĕр-пĕр çын хăй чирлине пĕлет, çакă хăратать ăна. Акă тем тупса ĕçет те самайланнă пек туять, “иртсе каять пулĕ-ха” тесе хăйне-хăй йăпатать. Эпир те çавăн пек: чĕлхемĕр умне мĕнле синкер-сехмет çитнине курса тăратпăр, анчах чăвашăн хÿхĕм кĕпине тăхăнса чăвашла юрланине илтетпĕр те “пĕтместпĕр-ха” тесе йăпанатпăр. Чĕлхе сĕткенĕ, янăравĕ, ырă шăрши ялта та пĕтсе пырать. Эпир çаплах ах! тетпĕр те - лăпланатпăр, ултавлă им-çампа кăмăла тултаратпăр.

- Ева Николаевна, чăвашла Библи çут тĕнчене килсен Турă кĕнекипе чăваш чĕлхи ыйтăвне ятарласа сÿтсе явăпăр. Паллах, вулакансен кăмăлĕ пулсан...

Сăмах май, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни икĕ сехетре К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ Ева Лисинăна халалланă савăнăçлă тĕл пулăва чĕнет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика